Анат Хурасан
Анат Хурасан, Anat Hurasan — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. 134 çын пурăнать. Ялта виçĕ урам: Çыран хĕрри, Улăх.
Кун-çулĕ
1927 çулчен Етӗрне уесӗн Чăваш Сорми вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Этимологи
Ял ячĕ Хурасан топонимран килет, Хӗвел тухакан вырăн тени пулать. Хурасан Тухăç Иранри историллĕ облаç шутланать.
Паллă çынсем
- Пыркина (Платонова) Галина Ивановна — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Чăваш Хурасанĕпе Перси Хурасанĕ 2007 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |