Элӗк (Элӗк районӗ)

Элĕк, — Чăваш Енĕн Элӗк районӗн администрацийĕ вырнаçнă ял, Элĕк ял тăрăхĕн тĕпĕ шутланать.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Элĕкре пĕтĕмпе 10 урам: 60 çул Октябрь, Парк, Прохор Иванов, Коммуна, Тухăç, Çурçĕр, Колхоз, Совет, Сад, Хыр урамĕсем.

Салара ытларах пайĕпе пĕр хутлă çуртсем лараççĕ. Çавăн пекех икĕ-виçĕ хутлисем те пур.

Элĕкре 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 2653 çын, çав шутра 1245 арçын, 1408 хĕрарăм пурăннă[1]..

Спорт

Çыхăну тата массăллă информаци хатĕрĕсем

  • Инçекурав: Халăх эфирлă тата спутниклă инçекуравпа усă курать, кабеллĕ телевидени çук. Эфирлă инçекурав РТР шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.

Çул-йĕр

Шупашкартан 67 çухрăмра ларать. Элĕке республика шайĕнчи Шупашкар — Элĕк — Етӗрне тата ШупашкарНурăс — Элĕк автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Кун-çулĕ

Элĕке пĕрремĕш хут 1486 çулта асăннă. Ӗлĕк-авал ку вырăнта юман вăрманĕ мăнаçланса ларнă. Юнашар вырнаçнă Юманлăх ял ячĕ çакна аса илтерет.

«Элĕк» ойконим çын ятĕнчен пулса кайнă. Ял Шапа Ушкăн Варĕ текен вырăнтан йĕркеленсе кайнă. Хăй вăхăтĕнче В. К. Магницкий пухса хатĕрленĕ авалхи тĕне кĕмен чăваш арçын ячĕсен шутĕнче Элĕк, Элекки, Элекке, Элеккей ятсем пур. Архив хучĕсенче Элĕк ялĕ Аликасы, Аликово, Успенское ятсемпе çыхăннă. Вырăсла çырнă хутсенче тиексем чăваш ячĕсене калаçура илтĕннĕ пек çырайман, чылайăшне вырăсла май улăштарнă. Çавăнпа та Элĕк сăмахран Алик, Аликово пулса кайнă.

«Под названием деревня Аликасы Курмышского уезда, с. Аликово упоминается во владенной записи, данной в 1694 году Чебоксарскому Успенскому монастырю»,

тесе çырнă ĕлĕкхи вăхăтра. Элĕк çумне «Успенское» сăмах вара ялта 1744 çулта чиркӳ туса лартсан хушăннă. Элĕк чиркĕвне парнеленĕ, Елисаветă Петровнă патшара ларнă вăхăтра кăларнă пĕр турă кĕнекинче çапла çырса хунă:

«Сия книга изготовлена типографией, а по приказу преосвященного Димитрия, Епископа Нижегородского Палатою отдана безденежно декабря 3 дня 1747 г. В Курмышском уезде новокрещенного села Успенское, Аликово тож, новостроенно у новокрещенных церкви».

1907 çулта 230 çын, 1926 çулта 68 килте 271 çын пурăннă. 1854 çулта Элĕкре шкул уçăлнă.

Çак çултан пуçласа вара Элĕк сала (чиркӳллĕ ял) пулса тăнă. 1782 çулта Элĕкре йывăçран çĕнĕ чиркӳ туса лартнă, вăл икĕ астуллă пулнă. Салари виççĕмĕш чиркĕве вара 1901 çулта туса лартнă. Элĕк сали XVIII ӗмӗр вĕçнелле Шăмат вулăсне кĕнĕ, каярахпа хăй те вулас тĕпĕ пулса 67 яла тытăма кĕртет. 1918 çулта вулĕçтăвком, ял Канашĕ туса хунă. 1859 çулта Элĕкре 48 кил шутланнă, 207 çын пурăннă.

Экономика

Банк, финансă ĕçĕсем

undefined

Элĕк районĕнче Раççей Перекет банкĕпе Раççей ял хуçалăх банкĕ ĕçлет.

Сутă-илӳ

undefined

Кашни кĕçнерни кун Сутă-илӳ центрĕ çумĕнчи лапамра тата Пушкин урамĕнче Элĕк ярмăрки иртет. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ сутăçсем район халăхне таварпа тивĕçтереççĕ[2].

Апат-çимĕç промăçлăхĕ

Паллă çынсем[3]

Ӑнлантарусем

  1. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики
  2. ^ Элӗксем йӳнӗпе туянтарасшӑн
  3. ^ "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Вуламалли

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Л. А. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов пуçтарнă, Шупашкар, 2002.

Фотопухăм