Тимĕрçкасси (Элĕк районĕ)
Урăх пĕлтерĕшĕсене Тимĕрçкасси (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.
Тимĕрçкасси, — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял. Йăлкăш ял тăрăхĕ шутне кĕрет[1].
Тавралăхĕ
Шупашкара çитмешкĕн 59 км, райцентрне — 6 км, ч. ç. станцине — 38 км.
Халăх йышĕ, ял тытамĕ
Ялăн Тимĕрçĕ урамĕнче 168 çын (2006) пурăнать.
Кун-çулĕ
1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
1930 çулта «Прожектор» колхоза йĕркеленĕ.
Паллă çынсем
- Ефейкин Аким Кузьмич — биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Михайлов Вениамин Алексеевич - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Фомина Таисия Фоминична - Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |