Качалав

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Ялĕнче Чапаев тата Чехов урамĕсем пур, 227 çын (2006) пурăнать. 1859 çулта ялта 24 кил, 74 арçынпа 79 хĕрарăм, 1907 — 275 çын, 1927 — 61 киллĕ ялта 306 çын пурăннă.

Истори

1927 çулчен Етӗрне уесӗн Ассакасси вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Этимологи

Качук, Качей, Кача — авалхи чăвашсен ячĕсем.

Паллă çынсем

Вуламалли

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем