Ярхуньушкăнь
Ярхуньушкăнь, — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял. Ялта 168 çын (2006) пурăнать. Тĕп, Юханшыв, Симĕс ятлă урамсем пур[1].
Кун-çулĕ
1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Этимологи
"Ярхун" сăмахĕ авалхи сăкăтсен çын ячĕ пулать.
Паллă çынсем
- Данилова Людмила Венедиктовна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Максимов (Шорников) Илья Михайлович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Смолина Людмила Валериановна, чăваш сăвăçи.
- Васильева Елизавета Фёдоровна, чăваш чĕлхе тĕпчевçи.
Вуламалли
- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |