Янкурас
| Герб | Ялав |
|---|---|
| Янкурас | |
| Патшалăх | Раҫҫей Федерацийӗ |
| Республика | Чăваш Республики |
| Район | Элӗк районӗ |
| Ял тăрăхĕ | Элĕк ял тăрăхĕ |
| Лаптăк | км² |
| Халăх йышĕ | 312 (2006) |
| Йышлăхĕ | /км² |
| Телефон префиксĕ | +7 83ххх |
| Почта индексĕ | 429240 |
| Геогр. широти | 55°′″ Ç/N |
| Геогр. долготи | 46°′″ Т/E |
| Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
| ОКАТО (код) | |
Янкурас, (авал — Юманай) — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял. Элĕк çумĕнчех вырнаçнă.
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
Кун-çулĕ
1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсĕнче шутланнă.1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Этимологи
Ял ячĕ тахçан тутартан йышăннă çын ятĕнчен пулса кайма пултарнă. Тутарла — ян "çĕнĕ" + корташ "пĕр ӳсĕмри çын", пĕлтерĕшĕвĕ çухалнă пирки "курташ" чăвашла курас пулса тăнă.
Паллă çыннисем
- Долгова Земфира Алексеевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Иванова Людмила Егоровна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Озерова Тамара Филипповна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
Вуламалли
- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.