Писер выççăлки
Писер, — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи выççăлкă.
Вăрман çумĕнче вырнаçнă. Выççăлкăра 53 çын (2006) пурăнать. Пĕр урам — Шоссе урамĕ.
Кун-çулĕ
1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Чăваш АССР йышĕнчи Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пушăн 14-мĕшĕнче хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Выçăлккăна коллективизаци тапхăрĕнче йĕркеленĕ. "Хурăн çул" хуçалăх 1928 çулта чăмăртаннă. Выçăлккăна Макаркино ялĕнчен (халĕ Ярхуньушкăнь ял шутне кĕрет) куçса ларнă. Хутсем çине ял 1930 çултанпа çырăннă.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена"
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |