Шураç
Шураç, — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял.
Ялта 262 çын пурăнать. Виçĕ урам: Советски, Çамрăксен тата Симĕс урам.
Кун-çулĕ
1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Этимологи
Ял Шураç ятлă çын ятĕнчен пулса кайнă.
«Пурăннă тет Мăн Выл ялĕнче Хаппи ятлă чăваш. Вăл темиçе те авланнă, анчах ачасем пулман. Чураш ялĕнче пĕр хĕр ача çуратнă тет, ятне Шураç панă. Хаппи çак ачана усрама илнĕ, тата тепре авланнă. Юлашкинче арăмĕнчен унăн 6 ывăл çуралчĕ тет. Хаппи хăй виличчен аслă ывăлне, Шураçа, çĕнĕ çĕре уйăрса кăларса çĕнĕ пӳрт лартса панă тет. Çапла вара Шураç ялĕ пулса кайнă.»
Паллă çынсем
- Лемм (Алексеева) Елизавета Алексеевна, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Николаева Мария Николаевна, чăваш çыравçи, драматургĕ.
- Герасимов Владимир Данилович, Чăваш Енĕн халăха пулăшас сферăн тава тивĕçлĕ ĕçтешĕ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |