Николаева Мария Николаевна
Николаева Мария Николаевна( 1921, чӳк, 26, Шураç ялĕ, Элӗк районӗ Чăваш АО — 1994, ҫурла, 17, Шупашкар, Чăваш Республики), — чăваш çыравçи, драматургĕ[1].
Пурнаçĕ
1921 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн Элӗк районӗнчи Шураҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
Етӗрнери педагогика училищинчен (1940), Горький парти шкулӗнчен (1953) вӗренсе тухнӑ. Шерашеври пуҫламӑш, Тавӑтри 7 ҫул вӗренмелли, Мӑн Вылӑри вӑтам шкулсен вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. 1944-1954 ҫҫ. — кадрсен пайӗн инструкторӗ, пропагандист, партин Элӗк райкомӗн секретарӗ, партин Сӗнтӗрвӑрри райкомӗн пропагандӑпа агитаци пайӗн пуҫлӑхӗ, партин Чӑваш обкомӗн инструкторӗ. Шупашкарти 320-мӗш номерлӗ савутӑн (халӗ В. И. Чапаев ячӗллӗ ПО) парти библиотекин заведующийӗ пулнӑ.
М. Николаевӑн литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче, пӗр актлӑ пьесӑсем кӑларнӑ хыҫҫӑн «Эрешмен картини» (Эрешмен картини), «Хурӑн сӗткенӗ» (Хурӑн сӗткенӗ), «Юлташсем шансансем ӗненеҫҫӗ пулсан), «Кулас килет килетре» (Кулас килет), «Телейлӗ – ҫемьесем» (Телейлӗ-и вӗсем), «Кун пекчӗ ҫав пулкалать» (Пулкалать ҫапла та) тата ытти те. 1962-1963 ҫҫ. Чӑваш академи драма театрӗ хӑйӗн сцени ҫинче унӑн 4 актлӑ «Ҫарӑмсан» (Угар) драмине лартнӑ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Ӑнлантарусем
Литература
- Ефимов, Л.А. Мария Николаевна Николаева // Ефимов, Л.А. Элĕк енĕ / Л.А. Ефимов. - Элĕк, 1994. – С. 298.
- Лукин, А. Мария Николаева – паллă чăваш çыравçи / А. Лукин // Тантăш. – 1993. – 7 çурла (№ 31). – С. 8.
- Терентьев, Г.К. Николаева Мария Николаевна / Г.К. Терентьев, Л.А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 385.
- Ялгир, П. Николаева Мария Николаевна // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – 78.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |