Сатлайкă
Сатлайкă — Чăваш Енри Элӗк районӗн ялĕ. Юнтапа ял тăрăхĕнче шутланать.
Юнтапа ялĕпе юнашар вырнаçнă. 102 çын пурăнать. Чечек тата Николаев урамĕсем.
Истори
1917 çултанпа 1927 çулчен Етӗрне уесӗн Асакасси вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн каллех Элĕк районне кĕртнĕ.
Паллă çынсем
- Яковлева Любовь Андреевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.