Шуркасси (Шĕмшеш ял тăрăхĕ)
Шуркасси — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял, Шĕмшеш ял тăрăхне кĕрет.
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
1926 çулта ялти 49 килте 239 çын пурăннă.
Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Шăмат вулăсне кĕнĕ. "Шур" ятне икĕ тĕслĕ ăнлантарма пулать: çын ячĕ тесе те, "шур" (çирĕк) вăрманĕ (ĕлĕк-авал çак тăрăхри шурлăхра çирĕк йывăççисем ӳснĕ) тесе ĕненме пулать. "Кас", "касси" тĕрĕк челхисенче пай пĕлтерĕшпе çӳрет.
Вуламалли
- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.