Крымсарайкă

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял-хула
Крымсарайкă
Крымсарайкă
Ялав Герб
Ялав Герб
55°46′57″ с. ш. 46°39′42″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Крымсарайкă
Историпе географи
Малтанхи ячӗсем Чуракасси
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 66 ҫын (2002)
Национальноҫсем чăвашсем
Конфессисем православисем
Катойконим кăмсарайсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83535
Почта индексӗ 429260
ОКТМО кочӗ 97605435101
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 97205873001
Номер в ГКГН 0141461
Карттӑна кӑтарт/пытар
Крымсарайкă на карте
Крымсарайкă
Крымсарайкă

Крымсарайкă, — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял. Крымсарайкă ял тăрăхĕн тĕпĕ шутланать.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта 66 çын (2006) пурăнать. Икĕ урам — Шкул тата Коммуна урамĕсем.

1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтан Турикасси, Чуракасси ятсемпе паллă пулнă. Крымсарайкă ячĕ 1955 çултанпа çирĕпленнĕ.

Ятне икĕ тĕрлĕ ăнлантарма пулать: 1. Вăл авалхи çу чăвашсен пайăр арçын ятĕнчен пулса кайнă. Ку ячĕ икĕ пайран тăрать — Крым - мул, сарай - кермен. 2. Çак пайăр ят чăвашсен хушшинче XVI ӗмӗр пуçламăшĕнче сарăлма пултарнă. Ял ятне тутар-монголсен пусмăрĕн тапхăрĕпе те çыхăнтарма пулать: Крым ханлăхĕ.

Ялти ватăсем çапла каланă:

Ĕлĕк пирĕн ялта Кăмсарай ятлă ват çын пулнă. Унăн тăванĕсем халĕ те ялта пурăнаççĕ (Комзаков хушаматлă). Ял ту хĕрринче ларнă. Кăмсарай старикăн чурасем пулнă. Çавăнпа та яла Чуракасси тенĕ.

1885 - 1886 вĕренӳ çулĕнче ялта шкул уçнă.

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]