Республика
Республика (res publica, «пĕрлĕхлĕ ĕç») — аслă ирĕке (влаçе) пĕр тапхăра (анчах пур чухне те мар) халăх суйланă витĕмĕн пайĕсем (органĕсем) ертсе пыракан патшалăх тытăмĕн ĕлки.
Хальхи тапхăрта 190 тĕнчери патшалăхран 140 ытла республика йĕркипе пурăнаççĕ.
Республика ĕлкин паллисем
Республика çак кăтартусемпе уйрăлса тăрать:
- Пĕртен пĕр е пĕрлĕхлĕ (коллегиаллă) патшалăх пуçлăхĕ — парламент. Парламент саккун тăвакан тытăм (влаç). Президентăн хушнă ĕçĕ — ĕç тăвакан тытăма ерте пырасси, анчах та çак палăрту республика ĕлкин пур тĕсĕсемшĕн шантаруллă пулмасть.
- Патшалăх пуçлăхне тата патшалахăн ытти асла витĕмĕсене пĕр тапхăра суйламалли. Çапла, президентпа парламента халах пĕр тапхăр тăсăлăвне суйлать.
- Патшалăх пуçлахĕн юридици яваплăхĕ. Тĕслĕхрен, Раççей Федерацин Конституципе, патшалăха хирĕç киревсĕр ĕç тунăшăн парламент президента ĕç вырăнĕнчен хăтарма пултарать.
- Хăш пулăмсенче, конституцие пăхăнса, президент халăх ячĕпе калаçма пултарать.
Республика классификацийĕ паташлăх влаçне епле туса пынинчен тата патшалăх-право субъекчĕсенче хăшне ытларах полномочипе тивĕçтернинчен килет. Е, урăхла каласан, республикăсене виçĕ параметрпа палăртаççĕ:
- парламента епле суйлаççĕ,
- епле правительство йĕркелеççĕ,
- президентăн епле калăпăш полномочисем.
Республика тĕсĕсем
- Парламентлă республика,
- Президентлă республика,
- Хутăшла республика.
- Феодаллă республика
- Чуралăх республики
- Вече
Кун-çулĕ
Тĕнчери хальхи патшалăхсем республика тытăмлăхĕпе йĕркеленнĕ. Республика тытăмне демократипе синонимлă шутлаççĕ пулин те, çакă тĕрĕс мар.
Пĕрремĕш республикăсем Новгород çĕрĕпе Псков феодал республики (кĕске вăхăтра республика йĕрки Тĕверте, Венеци республики . 301 çулта туса хунă Сан-Марино республики паянкунччен те тытăнса тăрать.
Халĕ чылай республикăсенче патшалăх пуçлăхне (парламент сасăласа ĕç вырăнне лартать. Патшалăх пуçлăхĕн влаçне Конституципе чакарма пултараççĕ — вăйлă полномочисемлĕ (АПШ, Раççей, Франци) тата церемониал-элчĕ функциллĕ (Австри, Германи, Итали).
Вăтам ĕмĕрсенчи республикăсенчен уйрăмрах, хальхи нумай демократи патшалăхĕсенче дожа пурнăç тăршшĕнех пур граждан мар суйланă, çавăн пекех унăн чаракламан полномочи пулнă. Анчах, халĕ хăшпĕр çĕршывсенче суйлавсене пур çынна та хутшăнтармаççĕ. КАР негрсемпе мулатсен суйлав прави пулман. Эстонипе Латвире суйлав прави пĕрмай пурăнакан çынсен 2/3 пайĕн çук.
Республикăсенче дворянлăх институтне пăрахăçланă. Пур гражданăн та тан права, çапах, пĕрмай пурăнаканнисен хăшĕсен, çак территоринче çуралнă пулсан, та гражданлăх çук.
Хăшпĕр монархи-патшалăхсенче ăна пăрахăçланă (Лордсен палатинчи вырăна хăшне кăнарпа куçарса пыраççĕ, хăшне Англикан Циркĕвне параççĕ. Тепĕр республикăсенче (Итали, Франци) пурнăç тăршшипе сенаторсем пур, анчах вĕсен вырăнĕсене кăнарпа памаççĕ.
Çапах та, республика демократин синонимĕ пулмасть. Чылай çĕршывра, официаллă республика тытăмĕллĕ пулсан та, Президент суйлавĕсене чарса лартаççĕ е альтернативăсăр ирттереççĕ. Çав хушăрах нумай монархи-патшалăхсенче демократи институчĕсем тарăн тымар янă.
Республика — халĕ чи анлă саралнă политика тытăмлăхĕ. Хăш çĕршывсенчи монархи — йăлапа çеç.
Литература
- Водовозов В. В. Республика // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- William R. Everdell, «From State to Freestate: The Meaning of the Word Republic from Jean Bodin to John Adams»2019 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. (7th ISECS, Budapest, 7/31/87) in Valley Forge Journal, June, 1991
Асăрхавсем
Каçăсем
Капительпе вунă çĕршывра ытла ускуракан термина палăртаççĕ. | |
Раççейри терминсем |
Автономиллĕ район • Наци районĕ • Вырăнти хăйтытăмлăх районĕ) • Кантон • Посёлок • Колони • Коммуна • Автономное сообщество • Кондоминиум • Графлăх • Канаш • Национальный сельсовет) • Поселковый совет • Департамент • • • • Столичный округ • Городской округ • Импери nокруг • • Муниципальный округ) • Область (Автономиллĕ облаç) • Херцăклăх • Община • Староство • Утраври территорисем • Муниципалитет • Кӳршĕлĕх • • Кнеçлĕх • Протекторат • Провинци • Регентлĕх • Регион (Автономиллĕ регион • Столичный регион • Специальный административный регион) • Республика (Автономиллĕ республика) • Резервация • Пăхăнуллă территорисем • Союзные территории) • Хула агломерацийĕ • Вулăс • Ял • Сала • |
Халĕ чикĕ лешьенчисем тата ют чĕлхерен килнисем | Бейливик • Боро • Марз • Дзонгдэй • Дзонгхаг • Дунгхаг • Гевог • • Кирхдорф • Мухафаза • Наслег • Приход (Пароккия) • Сюзеренлĕх • Улус • Тхромде • Чивог • Шир • Амт • Арондисман • Комарка • Фракция • Фрегезия • Гмина • Жудец • Остан
|
Кивелнисем тата тахçанхисем |
Дистрикт • Баронлăх • Бург • Диоцез • Импери хули • Карман • Марка • Повят • • Автономиллĕ уес • Сотня • Фема • Виконтлăх • Çеçенхир думи |
Кивелнисем |
Ашхар (Наанг) • Гавар • Тун • Дем • Кирхдорф • • Пфаррдорф • Сатрапия • Шахар |
Çав. пекех: Администрациллĕ виçесен тапăлĕ, патшалăхсемпе • Суйлав тăрăхĕ |