Чӑваш Республикин ялавӗ
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Чӑваш Республикин патшалӑх ялавӗ (выр. Флаг Чувашии) — Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗн Чӑваш Республикин официаллӑ патшалӑх символӗ[1].
Ялава 1992 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче ҫирӗплетсе[2] Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх геральдика регистрне 208-мӗш регистраци номерӗпе кӗртнӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх ялавӗн эталонӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ йӗркелекен ятарлӑ органра упранать[1].
Чӑваш Республикин Президенчӗн 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи 24-мӗш номерлӗ Указӗпе тата Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 1-мӗш номерлӗ саккунӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунне ҫирӗплетнӗ, ӑна ҫулсерен ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ.
Усӑ курасси
Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем — Чӑваш Республикин халӑхӗн пурлӑхӗ, патшалӑх сыхлакан тата хӳтӗлекен чи хаклӑ япалисем. Чӑваш Республикинче пурӑнакан Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене хисеплемелле[3].
2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккунӑн 9-мӗш статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен" 78-мӗш номерлӗ саккунне йышӑннӑ[4]. Унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин гербӗпе тата ялавӗпе (вӗсен ӳкерчӗкӗсемпе) усӑ курма юрать, ҫав шутра массӑллӑ мероприятисенче (спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура мероприятийӗсем тата ытти те), тата сувенир, ытти продукци туса кӑларнӑ ҫӗрте. Анчах ку гербпа ялавран мӑшкӑллани пулмасан ҫеҫ усӑ курма юрать[3].
Сӑнлани
«Чӑваш Республикин патшалӑх ялавӗ 5: 8 калӑпӑшлӑ тӳрӗ кӗтеслӗх евӗр , ҫӳлте сарӑ, аялта хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, ялав варринче хӗрхӗлтӗм тӗслӗ авалхи чӑваш эмблемисене — «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» тата «Виҫӗ Хӗвел» — сӑнланӑ.
Ялав символики
Патшалӑх ялавӗн тӗсӗсем — сарӑ (ылтӑн) тата хӗрхӗлтӗм (сандал-хӗрлӗ) — чӑваш халӑхӗн йӑлана кӗнӗ тӗсӗсем. Чӑваш фольклорӗнче сарӑ тӗс чи илемли шутланать, вӑл хӳхӗмлӗхе тата тасалӑха сӑнлать. Геральдикӑра ылтӑн тӗс пуянлӑха, тӗрӗслӗхе, ырӑ кӑмӑллӑха, ҫирӗплӗхе, вӑя, шанчӑклӑха кӑтартать. Пурпур тӗс — чӑвашсен чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗсенчен пӗри, унпа халӑх орнаменчӗн тӗп элеменчӗсене пурнӑҫланӑ. Геральдикӑра пурпур тӗс — сумлӑх, хӑват, хӑюлӑх, вӑй.
Ялав сарлакӑшӗн 4/5 пайне йышӑнакан ҫӳлти сарӑ вырӑн Чӑваш Республикин халӑхӗ пурӑнакан хӗвел айӗнчи уҫлӑха палӑртать. Аялти хӗрхӗлтӗм тӗс, ялав ҫӳллӗшӗн 1/5 пайне йышӑнаканскер, Чӑваш ҫӗрне кӑтартать.
Ялав сарлакӑшӗн 3/5 пайне йышӑнакан «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» эмблема — авалхи чӑвашсен рунӑ ҫырӑвне тӗпе хурса пурнӑҫланӑ паллӑ, унӑн силуэчӗ чӑвашсем сума сӑвакан хӑватлӑ та вӑрӑм ӗмӗрлӗ, ҫут ҫанталӑка парӑнман юман йывӑҫне аса илтерет. «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» композици симметриллӗ пулни чӑваш халӑхӗ ӑс-хакӑл ҫураҫулӑхӗ патне талпӑннине, таврари тӗнчепе тата ҫут ҫанталӑкпа килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшнине палӑртать. Кунсӑр пуҫне «Пурнӑҫ йывӑҫҫи», пӗрлӗхлӗ организм пек, Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен пӗрлӗхне кӑтартать.
«Пурнӑҫ йывӑҫҫи» пилӗк элементран тӑрать, вӗсенчен чи пӗлтерӗшли композици варри шутланать, унӑн тӗпӗ аялта, вӑл ҫӳлте айккинелле 90 градус кӗтеспе каякан наци орнаменчӗ евӗр икӗ «Йывӑҫ турачӗпе» вӗҫленет. Ку элемент Чӑваш Республикинче пурӑнакан тӗп халӑха — чӑвашсене — кӑтартать.
Тӗп элементӑн икӗ енӗпе симметриллӗ вырнаҫнӑ аялти икӗ элеменчӗн тӗпӗ — аялти пурпур йӗртен тата тӗп элементран ялав тӑршшӗн 1,5% чухлӗ сарлакӑш сарӑ ярӑмпа уйрӑлса тӑракан хӗрхӗлтӗм ярӑмсем, вӗсем наци орнаменчӗ евӗр «туратсемпе» вӗҫленеҫҫӗ. Ҫак элементсем чӑваш диаспорине — Чӑваш Республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсене — кӑтартаҫҫӗ.
«Йывӑҫӑн» тӗп вуллипе пӗрлешмен, наци орнаменчӗпе вӗҫленекен, тӗп тата аялти элементсен «турачӗсен» хушшинче тӗп элемент патне 45 градус кӗтеспе вырнаҫнӗ кӗске тайлӑк ярӑм евӗр икӗ вӑтам элемент Чӑваш Республикинчи ытти наци халӑхне сӑнлать.
Виҫӗ хут ӳкернӗ авалхи хӗвел паллинчен (сакӑр вӗҫлӗ ҫӑлтӑр) тӑракан «Виҫӗ хӗвел» эмблема пурнӑҫ парнелекен тата ырӑлӑха сыхлакан хӗвел ҫутине пӗлтерет. Ялавӑн тӗп эмблемине — «Пурнӑҫ йывӑҫҫине» — ҫавӑрса илнӗ виҫӗ ҫӑлтӑр чӑваш халӑхӗн «Пулнӑ, Пур, Пулатпӑр» ӑнлавне кӑтартать, ҫакна графика мелӗпе кӑтартни шутланать.
Ӳкерни
Форми
Ялавӑн геометри варринче унӑн тӑршшӗн 1/3 пайне йышӑнакан, «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» тата «Виҫӗ хӗвел» эмблемӑсенчен тӑракан композици вырнаҫнӑ.
«Пурнӑҫ йывӑҫҫин» вуллипе тураттисем вертикаль, горизонталь тата тайлӑк ярӑмӗсенчен пулаҫҫӗ, вӗсен сарлакӑшӗ ялав тӑршшӗн 1,5% танлашать. «Пурнӑҫ йывӑҫҫин» вуллин пӗтӗмӗшле сарлакӑшӗ ялав тӑршшӗн 6,5% танлашать.
Варринчи сакӑр вӗҫлӗ ҫӑлтӑр «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» тӑрринче ялавӑн геометри варринчи вырнаҫнӑ. Ҫӑлтӑрӑн аялти вӗҫӗсем «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» композицин тӗп пайӗн наци орнаменчӗ евӗр «Йывӑҫ турачӗсем» ҫине таянаҫҫӗ.
Икӗ айккинчи сакӑр вӗҫлӗ ҫӑлтӑрсем варринчи ҫӑлтӑртан сулахаялла тата сылтӑмалла симметриллӗ вырнаҫнӑ. Вӗсен аялти вӗҫӗсем «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» композицин тӗп тата вӑтам пайӗсен наци орнаменчӗ евӗр «Йываҫ турачӗсем» ҫине тӗренеҫҫӗ.
Кашни ҫӑлтӑрӑн ҫӳллӗшӗпе сарлакӑшӗ ялав ҫӳллӗшӗн 1/5 пайӗ чухлӗ. Мӗнпур ҫӑлтӑрӑн «хулпуҫҫи» сарлакӑшӗ ялав тӑршшӗн 2,7% танлашать.
Тӗсӗсем
| Хӗрхӗлтӗм
(сандал-хӗрлӗ) |
Сарӑ
(ылтӑн тӗс) | |
|---|---|---|
| CMYK | 8, 92, 100, 33 | 0, 9, 100, 0 |
| Pantone | 484 CP | 109 CP |
| RGB | 162, 38, 11 | 255, 223, 0 |
| HEX | #A2260B | #FFDE00 |
Историйӗ
1918 ҫул
1917 ҫулхи ҫӗртмен 20-28-мӗшӗсенче Чӗмпӗр хулинче иртнӗ Пӗтӗм чӑвашсен наци съездӗнче Петроградри пулас Учредительсен пухӑвӗн депутачӗсем валли резолюцисемпе сӗнӳсем йышӑннӑ. Ҫав шутра пулас патшалӑх символики пирки те:
Оригиналлӑ текст (выр.)В целях объединения чуваш Съезд находит необходимым немедленно приступить к созданию национального флага и значка (герба) чувашского общества. Флаг с одной стороны должен быть цвета наиболее чувашами любимого в древности и более распространенного в настоящее время, с национальными рисунками и узорами. Другая сторона флага должна по цвету и рисункам выражать идею наступления эры национальной свободы для чуваш, начала культурно-национального объединения и их возрождения. Флаг должен быть по рисунку настолько прост, чтобы его могли делать и разрисовывать крестьянки-чувашки. Значок должен иметь инициалы ЧНО (Чувашское Национальное Общество). Съезд поручает Правлению Чувашского Национального Общества составить особую Комиссию из чувашских художников и лиц, хорошо знакомых с национальным духом чуваш, которой предложить, после тщательного изучения национальных вкусов и особенностей чуваш, составить проект флага и значка.
Чӑвашсене пӗрлештерес тӗллевпе Съезд чӑваш обществин наци ялавне тата паллине (гербне) пӗр тӑхтамасӑр тума тытӑнмалла тесе шухӑшлать. Пӗр енчен ялав ӗлӗк чӑвашсем ытларах юратнӑ тата хальхи вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ тӗслӗ, наци ӳкерчӗкӗллӗ тата эрешӗллӗ пулмалла. Ялавӑн тепӗр енӗ тӗсӗпе тата ӳкерчӗкӗсемпе чӑвашсем валли наци ирӗклӗхӗн тапхӑрӗ пуҫланнӑ шухӑша, культурӑпа наци пӗрлешӗвӗн пуҫламашне тата вӗсем чӗрӗлнине палӑртмалла. Ялав ӳкерчӗкӗн ҫав тери ансат пулмалла, ӑна чӑваш хресчен хӗрарӑмӗсем тума тата ӳкерме пултарччӑр. Значок ҫинче ЧНО (Чӑваш Наци Обществи) инициалсем пулмалла. Съезд Чӑваш Наци Обществин Правленине чӑваш ӳнерҫисенчен тата чӑвашсен наци сӗмне лайӑх пӗлекен ҫынсенчен тӑракан уйрӑм Комисси тума хушать, ӑна чӑвашсен наци сӗмӗпе уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗ тӗпченӗ хыҫҫӑн ялав тата значок проекчӗсене тума сӗнмелле.
1918 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче съездӑн ирхи ларӑвӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесӗн депутачӗ В. Н. Абрамов-Иревли наци ялавне йышӑнассине сӳтсе явмалли пирки ыйтӑва ҫӗкленӗ. Ятарлӑ комисси йӗркеленӗ, ӑна съезд председателӗ Д. П. Петров-Юман хӑй ертсе пынӑ. Ялавӑн темиҫе вариантне сӳтсе явнӑ, И. С. Максимов-Кошкинский, П. А. Фёдоров тата Васильев хатӗрленӗ проект ҫинче чарӑннӑ, ӑна хатӗрленӗ чухне Чӗмпӗр съездӗнчи сӗнӳсене шута илнӗ. Проектпа килӗшӳллӗн ялав икӗ тӗслӗ — симӗс тата шурӑ (сарӑрах тӗслӗ), наци эрешӗллӗ пулнӑ. Комисси симӗс тӗс ҫинче кӗтесре хӗвел ӳкерме сӗннӗ. Ялав аври юман йывӑҫӗ тӗслӗ пулнӑ. И. С. Максимов-Кошкинские ялавӑн татӑклӑ проектне тума тата ӑна съездра кӑтартма хушнӑ. Документсенче ялав ӳкерчӗкӗ тата унӑн тӗсӗсен пропорцийӗсем ҫинчен даннӑйсем ҫук. 1918 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсен I-мӗш ҫар съездӗнче проекта кӑшт сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ӑна чӑваш халӑхӗн наци ялавӗ пек официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ҫак ялавпа ун чухнех йӗркеленекен I-мӗш Чӑваш наци полкӗ ялав вырӑнне усӑ курнӑ, анчах ун ҫине полк ятне хӗрлӗ тӗспе ҫырса хунӑ[5].
Ялавӑн варианчӗсем (реконструкцисем)
1925 ҫул
1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РСФСР ВЦИК тата СНК декречӗпе килӗшӳллӗн Чĕмпĕр тата Хусан кӗпернисенчи темиҫе уесран Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑ, тӗп хули Шупашкар тесе йышӑннӑ. 1925 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче облаҫе Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики туса хунӑ.
1926 ҫул
1926 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн ЦИК Президиумӗ республикӑн гербӗпе ялавне хатӗрлекен комисси йӗркеленӗ, вӑл ялавӑн чи лайӑх проекте суйлама республика конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. 1926 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче комисси Чӑваш Енӗн ҫакӑн пек ялавне ҫирӗплетме йышӑннӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)Государственный флаг Чувашской Автономной Социалистической Советской Республики состоит из красного или алого полотнища, у которого на левом верхнем углу имеется вставка белого полотна с золотыми буквами: «Ч. А. С. С. Р.», обрамлённого чувашским орнаментом. Отношение ширины флага к длине 1:2. Отношение белой вставки к красному полотнищу 1:9.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Патшалӑх ялавӗ хӗрлӗ е кӗрен тӗслӗ пиртен тӑрать, унӑн сулахай ҫӳлти кӗтесӗнче чӑваш эрешӗсемпе ҫавӑрнӑ шурӑ пир пур, унта ылтӑн сас паллисемпе «Ч. А. С. С. Р.» тесе ҫырнӑ. Ялав сарлакӑшӗ тӑршшӗ тӗлӗшпе —1: 2 . Шурӑ вставкӑна хӗрлӗ пир ҫине куҫарни 1: 9.
Чӑваш АССРӗн ЦИК Президиумӗн 1927 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫак ялава ҫирӗплетнӗ. Ӳкерчӗк авторӗ П. Е. Мартенс ӳнерҫӗ тата фотограф пулнӑ.
1927 ҫул
1927 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче Республикӑри Советсен II (VII) съездӗнче Чӑваш АССРӗн патшалӑх ялавӗн ҫӗнӗ версине ҫирӗплетнӗ. Аббревиатура хыҫҫӑн пӑнчӑсем ҫухалнӑ, ылтӑн тӗсе хӗрли ҫине улӑштарнӑ, ун умне ылтӑн ҫурла тата мӑлатук хушнӑ[6].
Оригиналлӑ текст (выр.)Флаг состоит из красного или алого полотнища, на верхнем левом углу которого обрамленное чувашским орнаментом белое полотно с красными буквами «ЧАССР», впереди коих в верхнем углу серп и молот, расположенные крест-накрест рукоятками книзу. Отношение ширины флага к длине — 1:2, а белой вставки к красному полотнищу — 1:9.
Ялав хӗрлӗ е йӑм хӗрлӗ пиртен тӑрать, унӑн ҫӳлти сулахай кӗтесӗнче чӑваш орнаменчӗпе ҫавӑрнӑ, «ЧАССР» хӗрлӗ сас паллисемлӗ шурӑ пир, вӗсен умӗнче ҫӳлти кӗтесре аврисемпе аялалла вырнаҫнӑ ҫурлапа мӑлатук пур. Ялав сарлакӑшӗ тӑршшӗ тӗлӗшпе — 1: 2, шурӑ пир хӗрлӗ пир тӗлӗшпе вара — 1: 9.
1931 ҫул
1931 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш АССР Совечӗсен IV (IX) съезчӗ «Чӑваш АССРӗн патшалӑх гербӗпе ялавӗ ҫинчен» постановлени йышӑнса ялав ӳкерчӗкне тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Патшалӑхӑн официаллӑ символӗсенчен чӑваш наци орнаменчӗ евӗр декораци элеменчӗсене «пролетари патшалӑхӗн тӗрӗс наци политикине кӑтартмасть» тесе илнӗ те девизсем хушнӑ: выр. «Пролетарии, всех стран соединяйтесь!» тата чăв. "Пĕтĕм тĕнҭери пролеттарисем, пĕрлешĕр!"[7]
1933 ҫул
Ҫӗнӗ ялава 1933 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче чӑваш ҫырулӑхне русификациленӗ май йышӑннӑ: «тӗнҭӗри»[7] сӑмахра «ҭ» сас паллине «ч» сас паллипе улӑштарнӑ[8], ҫавӑн пекех «пролеттарисем» сӑмахра пӗр «т» сас паллине кӑларса пӑрахнӑ.
Оригиналлӑ текст (выр.)Флаг состоит из красного или алого полотнища. В верхнем левом углу золотые серп и молот, расположенные крест-накрест рукоятками книзу. Под серпом и молотом надпись золотыми буквами «ЧАССР» и на правом верхнем углу флага надпись: «Пӗтӗм тӗнчӗри пролетарисем, пӗрлешӗр!» Отношение ширины флага к длине — 1:2.
Ялав хӗрлӗ е йӑм хӗрлӗ пиртен тӑрать. Ҫӳлти сулахай кӗтесре аврисемпе хӗресле аялалла вырнаҫнӑ ылтӑн ҫурлапа мӑлатук. Ҫурлапа мӑлатук айне ылтӑн сас паллисемпе «ЧАССР», ялавӑн ҫӳлти сылтӑм кӗтесӗнче «Пӗтӗм тӗнчӗри пролетарисем, пӗрлешӗр!» тесе ҫырнӑ. Ялавӑн сарлакӑшӗ тӑршшӗ тӗлӗшпе— 1: 2.
1937 ҫул
1937 ҫулхи Конституципе килӗшӳллӗн ЧАССР гербӗ те, ялавӗ те РСФСР символӗсем пек пулса тӑнӑ, анчах та автономи ятне вырӑсла тата чӑвашла хушса ҫырнӑ. Ялав ҫине ҫапла ҫырнӑ: «АССР» аббревиатура республикӑн вырӑсла тата чӑвашла ячӗшӗн пӗрлехи пулнӑ.
Герб тата ялав пирки ҫырса кӑтартни ЧАССР Конституцийӗн Х пайӗн 111-мӗш тата 112-мӗш статйисенче пулнӑ.
Оригиналлӑ текст (выр.)Статья 112. Государственным флагом Чувашской Автономной Советской Социалистической Республики является государственный флаг РСФСР, состоящий из красного полотнища, в левом углу которого, у древка наверху, помещены золотые буквы «РСФСР» на русском и чувашском языках, с добавлением под надписью «РСФСР» буквами меньшего размера надписи «Чувашская АССР» на русском и чувашском языках.
112-мӗш статья. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин патшалӑх ялавӗ РСФСР патшалӑх ялавӗ шутланать, вӑл хӗрлӗ пиртен тӑрать, унӑн сулахай кӗтесӗнче, ҫӳлти авӑрӗ патӗнче, вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ «РСФСР» ылтӑн сас паллисене вырнаҫтарнӑ, «РСФСР» тесе ҫырни айне пӗчӗкрех сас паллисемпе вырӑсла тата чӑвашла «Чӑваш АССР» тесе ҫырнӑ.
1954 ҫул
1954 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн «Чӑваш АССРӗн Патшалӑх ялавӗ ҫинчен» Указ кӑларнӑ, 1954 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче вара Аслӑ Канаш Чӑваш АССРӗн «Чӑваш АССРӗн Патшалӑх ялавӗ ҫинчен» саккунне йышӑннӑ. Саккун Конституцири ялав пирки ҫырса кӑтартнӑ статьяна улшӑнусем кӗртнӗ. Хальхинче ялава РСФСРӑн ҫӗнӗ ялавӗ пек пулнӑ, анчах та унта чӑвашла ҫырнӑ ятне хушса хунӑ. «АССР» сас паллисем чӑвашла тата вырӑсла ҫырнисемшӗн пӗрлехи пулнӑ. 1956 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Патшалӑх ялавӗ пирки ҫӗнӗ Положение ҫирӗплетнӗ.
Оригиналлӑ текст (выр.)Государственным флагом Чувашской Автономной Советской Социалистической Республики является Государственный флаг РСФСР, состоящий из красного полотнища со светло-синей полосой у древка во всю ширину флага. Светло-синяя полоса составляет 1/8 длины флага. В левом верхнем углу красного полотнища изображены золотые серп и молот и над ними красная пятиконечная звезда, обрамленная золотой каймой. Под изображением серпа и молота надпись золотыми буквами «Чувашская АССР» на русском и чувашском языках. Отношение ширины флага к длине 1:2.
Серп и молот вписываются в квадрат, сторона которого равна 1/4 ширины флага. Острый конец серпа приходится по середине верхней стороны квадрата, рукоятки серпа и молота упираются в нижние углы квадрата. Длина молота с рукояткой составляет 3/4 диагонали квадрата.
Пятиконечная звезда вписывается в окружность диаметром в 1/8 ширины флага, касающуюся верхней стороны квадрата.
Расстояние вертикальной оси звезды, серпа и молота от древка равняется 2/5 ширины флага. Расстояние от верхней кромки флага до центра звезды — 1/8 ширины флага.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин патшалӑх ялавӗ РСФСР Патшалӑх ялавӗ шутланать, вӑл аври патӗнче ялав сарлакӑшӗпех ҫутӑ кӑвак йӑрӑмлӑ хӗрлӗ пиртен тӑрать . Ҫутӑ кӑвак йӑрӑм ялав тӑршшӗн 1/8 пайӗпе танлашать. Хӗрлӗ пирӗн сулахай енчи ҫӳлти кӗтесӗнче ылтӑн ҫурлапа мӑлатук ӳкернӗ, вӗсен тӑрринче — ылтӑн хӑюпа ҫавӑрнӑ пилӗк вӗҫлӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑр. Ҫурлапа мӑлатук ӳкерчӗкӗ айне ылтӑн сас паллисемпе «Чӑваш АССРӗ» тесе вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ. Ялав сарлакӑшӗ тӑршшӗ патне — 1: 2.
Ҫурлапа мӑлатук тӑваткал ӑшне вырнаҫаҫҫӗ, унӑн енӗ ялавӑн 1/4 сарлакӑшӗпе танлашать. Ҫурлан шӗвӗр вӗҫӗ тӑваткалӑн ҫӳлти енӗн варрине тивет , ҫурлапа мӑлатук аврисем тӑваткалӑн аялти кӗтесӗсене тӑрӑнаҫҫӗ. Авӑрлӑ мӑлатук тӑршшӗ тӑваткал диагоналӗн 3/4 пайӗпе танлашать.
Пилӗк вӗҫлӗ ҫӑлтӑр ялавӑн 1/8 сарлакӑшӗ чухлӗ, тӑваткалӑн ҫӳлти пайне тивекен ҫавракана вырнаҫать.
Ялав авринчен ҫӑлтӑрӑн вертикаль тӗнӗлӗ, ҫурлапа мӑлатук тӑршшӗ ялав сарлакӑшӗн 2/5 пайӗпе танлашать. Ялавӑн ҫӳлти хӗрринчен пуҫласа ҫӑлтӑр варрине ҫитиччен тӑршшӗ ялав сарлакӑшӗн 1/8 пайӗ чухлӗ.
1978 ҫул
Чӑваш АССРӗн 9-мӗш созыври Аслӑ Канашӗн черетсӗр VIII сессийӗнче, 1978 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче, Чӑваш АССРӗн ҫӗнӗ Конституцине (Тӗп саккунӗ) ҫирӗплетнӗ. Республика символӗсем пирки, герб тата ялав, 157-мӗш тата 158-мӗш статьясенче ҫырса кӑтартнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, гербпа ялав унчченхи пекех юлнӑ, анчах та хӑш-пӗр пӗчӗк улшӑнусем пулнӑ. Ялав ҫине вырӑсла тата чӑвашла ҫырни икӗ йӗркепе ӳкерӗнме тытӑннӑ.
Оригиналлӑ текст (выр.)Статья 158. Государственным флагом Чувашской Автономной Советской Социалистической Республики является Государственный флаг РСФСР, представляющий собой красное прямоугольное полотнище со светло-синей полосой у древка во всю ширину флага, которая составляет одну восьмую длины флага. В левом верхнем углу красного полотнища изображены золотые серп и молот и над ними красная пятиконечная звезда, обрамленная золотой каймой, а под ними золотыми буквами помещается надпись «Чувашская АССР» на русском и чувашском языках. Отношение ширины флага к длине — 1:2.
158-мӗш статья. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин патшалӑх ялавӗ РСФСР Патшалӑх ялавӗ шутланать, вӑл тӳрӗ кӗтеслӗ хӗрлӗ пир евӗр, аври патӗнче ялав сарлакӑшӗпех ҫутӑ кӑвак йӑрӑм, вӑл ялавӑн пӗрре саккӑрмӗш пайӗ чухлӗ. Хӗрлӗ пирӗн ҫӳлти сулахай кӗтесӗнче ылтӑн ҫурлапа мӑлатук ӳкернӗ, вӗсен тӑрринче — ылтӑн хӑюпа ҫавӑрнӑ пилӗк вӗҫлӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑр, вӗсен айне ылтӑн сас паллисемпе вырӑсла тата чӑвашла «Чӑваш АССРӗ» тесе ҫырнине вырнаҫарнӑ. Ялав сарлакӑшӗ тӑршшӗ патне— 1: 2.
Хальхи вариант
1990 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнчен республика ятӗнчен «автономи» сӑмаха кӑларса пӑрахнӑ, юпан 24-мӗшӗнче вара ҫӗнӗ ят панӑ — Чӑваш Республики. 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗ республикӑн суверенитечӗ пулни пирки пӗлтернӗ.
Кӗҫех ҫӗнӗ наци символӗсене хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ[9], анчах конкурс пирки пӗлтеричченех комиссие 100 ытла проект килнӗ.
Вӑрах вӑхӑт суйланӑ хыҫҫӑн 1992 ҫулхи ака уйӑхӗнче Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫи Э. М. Юрьев хатӗрленӗ гербпа ялава йышӑннӑ.
1992 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче Аслӑ Канаш Постановленийӗпе Чӑваш Республикин ялавӗ ҫинчен Положение ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ялав пирки ҫак Положенин 2-мӗш статйинче тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Ҫавӑн чухнех Конституцин тивӗҫлӗ статйисене улшӑнусем кӗртнӗ. Анчах патшалӑх символӗсен право статусне, ҫак сферӑра саккуна пӑхӑнассине тӗрӗслемелли йӗркене ҫирӗплетекен право нормисем ҫукки патшалӑхӑн тӗп атрибучӗсемпе туллин усӑ курма чӑрмантарнӑ. Ҫак лару-тӑру 1997 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккунне йышӑнма хистенӗ[10]. Вӑл Раҫҫейре ҫак специфика право сферинче пӗрремӗш тата нумай вӑхӑт пӗртен-пӗр саккун кӑларакан акт пулнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн штандарчӗ
Республика президенчӗн 2000 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнчи 78-мӗш номерлӗ Указӗпе[11] «Чӑваш Республикин президенчӗн штандарчӗ (ялавӗ) пирки Положение» ҫирӗплетнӗ. Президент штандарчӗ влаҫ символӗ шутланать.
Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнчи 46-мӗш номерлӗ саккунӗпе[12] Чӑваш Республикин конституцине улшӑнусем кӗртнӗ, вӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин должноҫри чи аслӑ сӑпачӗн тата ӗҫ тӑвакан влаҫ пуҫлӑхӗн — Чӑваш Республикин Президенчӗн — ятне 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫине улӑштарнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн штандартне тӑватӑ экземплярпа тӑваҫҫӗ:
- Базӑллӑ (кермен), вӑл яланах Чӑваш Республикин тӗп хулинче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн резиденцийӗнче Пуҫлӑхӑн служба (ӗҫ) пӳлӗмӗнче ҫакӑнса тӑрать;
- Штандарт дубликачӗ (паллаштармалли), вӑл Мускавра Чӑваш Республикин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительствин ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пӳлӗмӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ унта пулнӑ чухне ҫакӑнса тӑрать;
- Штандарт дубликачӗ (халӑх умне кӑлармалли), ӑна Шупашкарта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн резиденцийӗ умӗнче Пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗнче тата республикӑра пулнӑ кунсенче ҫӗклеҫҫӗ;
- Пӗчӗклетнӗ дубликат (транспортра усӑ курмалли), ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн автомобилӗн малти сылтӑм ҫуначӗ ҫине вӑл тухса ҫӳренӗ чухне ҫакаҫҫӗ.
Базӑллӑ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн база Штандарчӗ сарӑ тӗслӗ пурҫӑн пир евӗр, тӑватӑ енчен хӗрри хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, 150 х 150 см тӑршшӗ хӑюпа ҫавӑрнӑ. Пир варринче тӗрленӗ хӗрхӗлтӗм тӗслӗ «Пурнӑҫ йывӑҫҫи тата виҫӗ хӗвел» ӳкерчӗксем вырнаҫнӑ. Штандарт пирӗн хӗрхӗлтӗм тӗслӗ виҫӗ хӗррине ылтӑн ярапапа ҫавӑрнӑ.
Кермен тата паллаштармалли штандартсен аври ҫинче, ҫавӑрса илнӗ ярапаран 3 см аяларах Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн хушаматне, ятне, ашшӗн ятне тата вӑл ҫак постра хӑҫан пулнине кӑтартакан ҫулсене гравировка тунӑ кӗмӗл хӑмӑтсем (ункӑсем) ҫирӗплетеҫҫӗ.
Кермен дубликачӗ
Пир варринче вертикальлӗ тӗнӗлпе вырнаҫнӑ авӑр ҫумне каштапа е шнурокпа ҫирӗплетеҫҫӗ, вӑл пӗрмаях сарӑлса выртать. Аври ылтӑн тӑрӑпа — «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» эмблемӑна калӑпӑшлӑ-рельефлӑ ӳкернипе, ӑна калӑпӑшлӑ-рельефлӑ эллипспа ҫавӑрса илнипе — вӗҫленет. Кашта симметриллӗ вырнаҫнӑ пӗр пек декоративлӑ калӑпӑшлӑ-рельефлӑ элементсемпе тата ярапаллӑ ылтӑн явӑнчӑклӑ шнурсемпе вӗҫленет: вӑл 15 мм диаметрлӑ ылтӑн пӑрӑх евӗр, тӑршшӗ пир сарлакӑшӗпе тан, унта ярапаллӑ шнурсен сарлакӑшӗ (ярапаллӑ шнурсен тӑршшӗ пир калӑпӑшӗпе танлашать) вырнаҫать.
Паллаштармалли тата халӑх умне кӑлармалли дубликатсем
Кермен экземплярӗпе пусмипе те, тӗсӗпе те, ӳкерчӗкӗпе те чат пӗр пек. Авӑр ҫумне пирӗн сулахай енчен хӑюпа е витӗр ҫӗленӗ кӗсьепе ялав пек ҫирӗплетеҫҫӗ.
Транспорт дубликачӗ
Ӑна 30х30 см калӑпашлӑ енсемпе тӑваҫҫӗ, пир ҫинче те, тӑрринче те базӑллӑ экземпляр ӳкерчӗкне упраса хӑвараҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Флаг. www.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Закон Чувашской Республики от 29.04.1992 № 418 «Об изменениях и дополнениях Конституции (Основного Закона) Чувашской Республики». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Государственная символика. Флаг. Портал органов власти Чувашской Республики. Официальный интернет-портал.
- ^ Закон №78 - О внесении изменения в статью 9 Закона Чувашской Республики "О государственных символах Чувашской Республики". Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Из истории первых государственных символов чувашского народа (2008) - БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, ГУ. www.gia.archives21.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Государственные символы Чувашской Республики. gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 В связи с некорректным отображением символа «ꚋ» в браузерах он заменён в тексте на «ҭ»
- ^ Постановлением 1926 года в чувашском алфавите буква Ꚋ была заменена буквой Ч, однако фактически замена произошла только в 1933 году
- ^ Государственные символы Чувашской Республики. gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи акан 29-мӗшӗ.
- ^ Закон Чувашской Республики от 14.07.1997 № 12 «О государственных символах Чувашской Республики». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Чувашской Республики от 05.09.2000 № 78 «Об утверждении Положения о Штандарте (Флаге) Президента Чувашской Республики, его описания и рисунка». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Закон Чувашской Республики от 13.09.2011 № 46 «О внесении изменений в Конституцию Чувашской Республики». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
Литература
- А. П. Павлов, Э. М. Юрьев. . — Шупашкар: Чувашское книжное издательство. — 29 с.
Каçăсем
- Государственные символы Чувашской Республики (Официальный портал органов власти Чувашской Республики) (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- VEXILLOGRAPHIA: Флаги Чувашии (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- Схема построения флага (англ.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
