Ефейкин Аким Кузьмич

Аким Кузьмич Ефейкин (1903 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ, Элĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1974 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ, Шупашкар) — совет ӑсчахӗ, биологи ăслăхĕсен докторӗ, профессор[1].

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1902 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ —Чăваш Республикин Элӗк муниципаллӑ округӗ) Тимĕрçкасси ялĕнче çĕр ĕçчен çемьинче çуралнă. Вунă çулта Çулавăç ялĕнчи шкулта вĕренме пуçланӑ, унтан Элĕкри пуçламăш аслă училищĕре вӗреннӗ.

1923 çулта Шупашкарти рабфака вĕренме кӗнӗ. Çулталăк иртсен Хĕрлĕ Çара илнӗ. Ăслăлӑх çулĕпе утма çирĕп тĕллев тытнă каччă хĕсмет вăхăчĕ тухичченех Хусанти Хĕвелтухăç педагогика институтне естествознани агрономи факультетне вĕренме кӗнӗ, студент чухнех ăслăлӑхпа тĕпчев ĕçĕсене кӳленнӗ, генетикăпа уйрăмах кăсăкланнӑ.

1934 çулта «Ӳсентăрансен генетики» специальнӑҫпа Ленинградри патшалăх университечĕ çумĕнчи аспирантурăна ăнăçлă пĕтерсе, Шупашкара таврăннӑ, Чăваш ялхуçалăх институтĕнче ĕçе пикеннӗ[1].

Ăна биологипе (ботаникăпа) ӳсентăрансен физиологийĕн кафедрине ертсе пыма шанаççĕ.

1939 çулта биологи ăслăлӑхĕсен кандидачĕн ăсчах степенне илме диссертаци хӳтĕленӗ.

1956 çулта «Онтогенез и мерис — тема покрытосемянных растений» темăпа СССР Ăслăлӑх академийĕн В. Л. Комаров ячĕпе хисепленекен ботаника институтĕнче диссертаци хӳтӗленӗ, биологи ăслăлӑхĕсен докторĕ пулса тăнӑ. Кĕçех ăна профессор ятне панӑ. Çак ята вăл Элĕк енĕнче чи малтан тивĕçнисенчен пĕри шутланать.

Ӗҫӗсем «СССР Ăслăлӑх академийĕн доклачĕсем», «Ботаника журналĕ», «Генетика» журналсенче пичетленнĕ.

Вăл ерте пынипе темиçе аспирант диссертаци хатӗрлесе хӳтӗленӗ.

А. К. Ефейкин профессорăн чĕри 1974 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче тапма чарăнать.

Ҫемье

  • Хӗрӗ — Адель Акимовна Ефейкина (22.4.1933, Петродворец — 8.8.1999, Шупашкар), художница[1].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Пĕтĕм Союзри генетиксемпе селекционерсен пĕрлĕхĕн пайташĕ;
  • Пĕтĕм Союзри ботаника пĕрлĕх Тĕп Канашĕн пайташĕ;
  • Чăваш АССРӗнчи генетиксемпе селекционерсен пĕрлĕхĕн ятарлă ертӳçи;
  • Чăваш АССРӗнчи çутçанталăка сыхлакан пĕрлĕх президиумĕн пайташĕ;
  • ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ.

Хисепӗсем

  • Чаваш АССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1972)[1];
  • Ленин орденĕ[1];
  • Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ[1];
  • медальсем;
  • РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп хучĕ;
  • ЧАССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп хучĕ;
  • «Пĕлӳ» пĕрлĕхĕн Хисеп хучĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Т. С. Сергеев. Ефейкин Аким Кузьмич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 27-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Матвеев, Н. Паллӑ ботаник тата педагог : [Аким Кузьмич Ефейкин ученый ҫинчен] / Н. Матвеев // Хыпар. — 2002. — 17 авӑн.
  • Ефейкин Аким Кузьмич // Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики. — Чебоксары, 2017. — С. 177.
  • Ефимов, Л. А. Ефейкин Аким Кузьмич / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия = Элӗк энциклопедийӗ. — Чебоксары, 2009. — С. 203-204.
  • Сергеев, Т. С. Ефейкин Аким Кузьмич / Т. С. Сергеев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 574.

Каçăсем