Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1891 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Элӗк муниципаллӑ округӗ) Ехремкасси ялӗнче чухӑн чӑваш килйышӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ирех ҫӗре кӗнипе тара кӗрсе кӗтӳ пӑхма тивнӗ.

1903 ҫулта Элӗкри икӗ класлӑ училищӗне вӗренме кӗнӗ. Пӗлӳ илсе вӗрентӳҫӗ пулса ӗҫлес ӗмӗт ӑна Чӗмпӗре илсе ҫитернӗ. Иван Яковлевӑн чӑваш шкулне кӗресшӗн пулнӑ, анчах та вунсакӑр ҫул тултарнине пула (шкула вунтӑваттӑррисене кӑна йышӑннӑ) ӑна илмен. Шкул ҫумӗнчи ӑста лаҫне ӗҫе вырнаҫнӑ, 1913 ҫулта 1-мӗш Чӗмпӗр гимназинче экстерн майӗпе вӗрентӳҫӗ ятне илмешкӗн экзамена ӑнӑҫлӑ тытнӑ. Империализм вӑрҫи тапрансан ҫара хӗсмете йыхравланӑ.

Аслӑ Октябрь социализм революцийӗ ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн Хусан кӗперне ӗҫтӑвкомӗ ҫумӗнчи Чӑваш ӗҫӗсен комиссариатӗнче тата «Ҫӗрӗҫлекен» журнал редакцинче вӑй хунӑ. Чӑваш пичет кӑларӑмӗсене статьясем ҫырнӑ.

1920 ҫулта, Чӑваш автономи облаҫне туса хурсан, Шупашкар куҫса килнӗ. Тӑлмач вырӑнӗнче тӑрӑшнӑ, чӑвашла хаҫатсемпе журналсен редакцинче ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ вырӑнне йышӑннӑ. Ӗҫе пӑрахмасӑрах Наум Андреевич Чӑваш педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ.

1940 - 1943 ҫулсенче Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗнче ӗҫленӗ, каярахпа 1967 ҫулччен Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн чӗлхе секторӗнче, пенсие тухичченех, вӑй хунӑ.

Н. А. Андреев 1984 ҫулта авӑнӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1966).

Ӗҫӗсем

Чӑваш чӗлхин лексокологийӗпе фразеологине, стилистикине, морфологине тӗпченӗ. Чӑвашла терминсем, сӑмахсарсем тӑвас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Вырӑсларан чӑвашла нумай куҫарнӑ: М. Шолоховӑн «Поднятая целина» романне (1935), Н. Островскин «Как закалялась сталь» романне (1948), Джонатан Свифтӑн «Путешествие Гулливера» повеҫне (1954), И. В. Гётен «Фауст» трагедине (1979) тата ыт.

1970–1980 ҫулсенче Наум Андреев иран-чӑваш этнос, культура тата чӗлхе ҫыхӑнӑвӗсене чылай тӗпченӗ.

Пичетленӗ ӗҫӗсем

  • «Чӑваш чӗлхин лексикологийӗ», Шупашкар, 1961.
  • «Чӑваш чӗлхин стилистики (Очерксем). Пӗрремӗш пайӗ», Шупашкар, 1961.
  • «Чӑваш чӗлхин стилистики (Очерксем). Иккӗмӗш пайӗ. Морфологи», Шупашкар, 1964.
  • «Чӑваш чӗлхин стилистики (Очерксем). Виҫҫӗмӗш пайӗ. Синтаксис», Шупашкар, 1966.
  • Русско-чувашский словарь общественно-политических терминов, Шупашкар, 1960.
  • Гете, И. В. Фауст : трагеди / И. В. Гете ; вырӑсларан Н. А. Андреев-Урхи куҫарнӑ. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 256 с.
  • Гриммсем. Хӗрлӗ ҫӗлӗк : [юмах : шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли] / Гриммсем ; Н. Урхи куҫарнӑ ; ӳкерчӗкӗсем Дорэнӑн. — Шупашкар : Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1937. — 12 с. : ил.
  • Йӑва : [юмах] : шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли / Н. Урхи куҫарнӑ, ӳкерчӗкӗсем К. Рудаковӑн ; [редакторӗ М. Еник]. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1938. — 10 с.
  • Плисецкий, М. С. Этем пулса кайни : ҫутҫанталӑкпа этем ҫинчен калаҫусем / М. С. Плисецкий . Н. Урхи куҫарнӑ ; [редакторӗ Н. С. Меценатов]. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 32 с.
  • Роллан, Р. Жан Кристоф : кӗҫӗн тата вӑтам ҫулхи ачасем валли кӗскетсе ҫырнӑ / Ромен Роллан ; Н. Урхи куҫарнӑ ; А. Могилевскин ӳкерчӗкӗсем. — Шупашкар : Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 28 с.
  • Фламмарион, К. Астрономи кӗнеки / К. Фламмарион ; вырӑсларан Н. А. Урхи куҫарнӑ. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеки уйрӑмӗ, 1924. — 137 с. : ил.

Астӑвӑм

  • 2011 ҫулта, Наум Урхи ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ тӗле, Элӗк районӗнчи Ехремкасси ялӗнче ӑсчах ҫуралнӑ тата пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Елена Тры. 75-летний «вундерстудент» перевёл «Фауста» (выр.). sovch.chuvashia.com. Газета «Советская Чувашия» (18 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Аликовская энциклопедия, редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Чебоксары, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • «Чӑваш литературин антологийӗ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2.
  • Наум Андреевич Андреев – Урхи Наумӗ : сб. ст. : к 110-летию со дня рождения / сост. А. П. Хузангай. – Чебоксары : ЧГИГН, 2002. – 84 с. : портр.
  • Алексеев, А. Ырми-канми ӗҫчен ҫинчен / А. Алексеев // Коммунизм ялавӗ. – 1981. – 22 нояб.
  • Андреев (Урхи) Наум Андреевич // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ. – Шупашкар, 2006. – С. 24-27.
  • Асамат, С. Чӑн-чӑн илем юлать йӑх асӑнмалӑх / С. Асамат // Хыпар. – 2007. – 13 кӑрлач. – С. 13.
  • Eфимов, Л. А. Наум Андреевич Андреев (Урхи) // Eфимов, Л. А. Элӗк енӗ / Л. А. Eфимов. – Элӗк, 1994. – С. 293-294.
  • Иванов, А. Чаплӑ чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ / А. Иванов // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). – 2008. – 16 кӑрлач (№ 3). – С. 3.
  • Иванов, В. Eхремкасси ӑсчахӗ / В. Иванов // Ялав. – 1993. – № 4. – С. 31.
  • Иванов, В. Феномен / В. Иванов // Тӑван Атӑл. – 1996. – № 6. – С. 29.
  • Павлов, И. Пархатарлӑ кунҫул / И. Павлов // Тӑван Атӑл. – 1981. – № 12. – С. 74.
  • Петров, Н. Ватӑ тӗпчевҫӗ – тӑлмач / Н. Петров // Ялав. – 1966. – № 12. – С. 25.
  • Сергеев, В. И. Пирӗн Наум Андреевич / В. И. Сергеев // Ялав. – 1981. – № 12. – С. 17.
  • Уткин, Г. А. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ чӗлхеҫӗ : [чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ, куҫаруҫи, Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наум Андреевич Андреев (Урхи) ҫинчен] / Г. А. Уткин // Хыпар. – 2012.–- 14 кӑрлач (№ 4/5). – С. 15/
  • Андреев (Урхи) Наум Андреевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 13.
  • Андреев Наум Андреевич (Урхи) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 27.
  • Ефимов, Л. А. Андреев (Урхи) Наум Андреевич / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 61.
  • Иванов, Н. Неутомимый переводчик и исследователь / Н. Иванов // Молодой коммунист. – 1971. – 6 дек.
  • Петров, Н. П. Н. А. Андреев / Н. П. Петров // Ученые записки / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1963. – Вып. 22. – С. 298-300.
  • Федотов, М. Н. А. Андреев / М. Федотов // Совет. тюркология. – 1984. – № 5. – С. 105-106.
  • Федотов, М. Неутомимый труженик науки / М. Федотов // Совет. Чувашия. – 1981. – 22 нояб.
  • Хузангай, А. П. Андреев (Урхи) Наум Андреевич / А. П. Хузангай // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 105.