Шуркасси Сурăм

Шуркасси Сурăм (выр. Шоркасы, Шор-Семёнкин) — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче шутланать.

Ял тытамĕ, халăх йышĕ

Хуршевĕш юханшыв хĕрринче вырнаçнă. 130 çын (2006), 83 çын (2012) пурăнать.

Кун-çулĕ

1917 çулччен Етӗрне уесӗн Чăваш Сурăм вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи авăн, 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ хыççăн Вăрнар районне, 1964 çулхи пушăн 11-мĕшĕ хыççăн Муркаш районне кĕнĕ, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Вуламалли

  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • «Аликовская энциклопедия», редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • «Аликовскому району 75 лет», под ред. Ефимова Л. А., Шупашкар, 2002.
  • Тăван Атăл, журнал, "Вăй патăр элĕксем", Шупашкар, №6, 1996.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем