Кульцав ял тăрăхĕ

Кульцав ял тăрăхĕ Чăваш Республикинчи Вӑрнар районӗн ял тăрăхĕ.

Администраци адресӗ: Кульцав, Администраци урамĕ, 3.

Телефон: +7(83537)4-14-18.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Васильев Анатолий Павлович.

Тавралăхĕ

Районăн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă. Ял тăрăхĕ витĕр Кӗҫӗн Ҫавал тата Кушлавăш шывĕсем юхаççĕ.

Халăх йышĕ, тăрăх тытăмĕ

Чăвашсемпе вырăссем пурăнаççĕ. Халăх йышĕ — 1006 (1.1.2007 çул) çын.

Пурăнан вырăнсем

Кульцав, Алманчăк, Кивĕ Мĕлĕш, Упнер разъезчĕ, Çĕнĕ Хирпуç ялĕсенчен тăрать.

Кун-çулĕ

2006-мăш çулччен Кивĕ Мĕлĕш ял администраципе Кульцав ял администраци пулнă. 01.01.2006 пĕрлештернĕ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем