Кульцав
Кульцав — Чăваш Енĕн Вӑрнар районӗнчи чăн малтан вырăс ялĕ пек никĕсленнĕ пурăнакан вырăн. Ял.
Кун-çулĕ
Сĕве хули дворянинĕ Петр Кольцов 1745 — 1750 çулсенче чăвашсенчен тытса илнĕ çĕр çинче Кольцовка ялне туса лартнă. Крепостной хресченĕсене вăл тĕрлĕ çĕртен пуçтарнă: унта Рязань, Калуга, Кострома кĕпĕрнисенчен кӳрсе килнĕ хресченсем тата Хусанпа Сĕверен илсе пынă таркăн хресченсем пулнă[1]
1927 çулчен Етĕрне уесне кĕнĕ. 1918 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕччен Туçа вулăсне кĕнĕ, 1919 çулхи авăнăн 28 Кушлавăш вулăсне, кайран вара, вулăссемпе улăссене пĕтеричченех, каллех Туçа вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрнар районне кĕрет. Коротков С. К. Ленин ячĕллĕ колхоз председатĕле пулнă вăхăтра чапĕ пĕтĕм çĕршывĕпе сарăлнă. Колхозра 13 Социаллă ĕç паттăрĕ вăй хунă.
Паллă çыннисем
- Михайлов Максим Дормидонтович — опера юрăçи.
- Коротков Сергей Ксенофонтович — Социализмла Ӗҫ Паттăрĕ (икĕ хут).