Вӑрнар

Вăрнар, — Чăваш Енĕн чи пысăк паççулки, Вӑрнар районӗн администраци центрĕ.

Паççулкăн ытларах пайĕ чукун çулăн çурçĕр енче вырнаçнă. Кунта иккĕ-пиллĕк хутлă çуртсем, администраципе обществăллă çуртсем, предприятисем лараççĕ.

Паççулкă тытăмĕ, халăх йышĕ

1999 çул пуçламăшĕнче кунта 13,2 пин çын пурăннă. Çав енченех 1959 çулта 7,4 пин çын, 1979 çулта — 10,5 пин, 1989 çулта — 12,4 пин çын пурăннă.

Тавралăхĕ

Вăрнар республикăн вăта çĕрĕсенче, Хусан-Мускав чукун çул çинче вырнаçнă. Çĕмĕрлепе Вăрнар хушши — 33,5 çухрăм, Канашпа Вăрнар хушши — 33 çухрăм. Шупашкарпа Вăрнар 91 çухрăм тăршшĕ автомобиль çулĕпе çыхăннă. Географи енĕпе питĕ меллĕ вырăнта вырнаçнă пирки Вăрнар ытти районсемпе тата Раççей регионĕсемпе тăчă çыхăну тытать.

Çутçанталăк

Кăнтăр енче тата кăнтар-хĕвеланăç енчен, хĕвелтухăç енелле те вăрман хупăрлать. Ытларах енĕпе çав вăрмансенче юман ешерет.

Кун-çулĕ

1918 çулта кунта чукун çул станцине никĕсленĕ. Ячĕ Вăрнар ятлă пĕчĕк юханшывран пулнă. 1927 çулта паççулкă шайне кĕнĕ, район тĕпĕ пулса тăнă.

Вуламалли

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем