Чӑвашсем

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Чӑвашсем (выр. Чуваши) — тӗрӗк чӗлхиллӗ ҫемье йышне кӗрекен халӑх[35]; Чӑваш Республикин (Раҫҫей) тӗп халӑхӗ. Раҫҫейри йышӗ — 1 067 139 (2021 ҫул)[36].

Сӑнласа пани

2010 ҫулта йышӗ ҫапла пулнӑ: тӗнчере — 1,5 млн[37], вӗсенчен Раҫҫейре — 1 млн 435 пин (2010 ҫулхи ҫырав кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн). Чӑваш Енре Раҫҫейри мӗнпур чӑвашӑн ҫурри ытларахӑшӗ пурӑнать, ыттисем Раҫҫейӗн пур регионӗсенче те тенӗ пек тӗпленнӗ, пысӑках мар пайӗ — Раҫҫей Федерацийӗн тулашӗнче, ытларах — Казахстанра, Узбекистанра тата Украинӑра.

Чӑвашсем виҫӗ тӗп этнографи ушкӑнне пайланаҫҫӗ: тури чӑвашсем (вирьял е тури) — Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр-анӑҫӗ, унта Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи финн-угр халӑхӗн компоненчӗ кӗрет; анат енчисем — Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр-тухӑҫӗ, генетика тӗпчевӗсемпе килӗшӳллӗн, малтанхи тӗрӗксенчен (хунсем) пулса кайнӑ; анатри чӑвашсем — Чӑваш Енӗн кӑнтӑр пайӗ тата унӑн тулашӗ. Чӗлхи — чӑваш чӗлхи. Вӑл тӗрӗк чӗлхисен пӑлхар ушкӑнӗнчи пӗртен-пӗр чӗрӗ юлнӑ чӗлхе шутланать. Икӗ диалект пур: тури («о»-па калаҫни) тата анатри («у»-па калаҫни).

Тӗне ӗненекен чӑвашсенчен ытларах пайӗ православи христианлӑхне пӑхӑнать. Тӗне кӗмен чӑвашсен йӑлине пӑхӑнакансем[38][39][40][41], ҫавӑн пекех кӑштах мӑсӑльмансем[42] пур.

Этногенезӗ

Пӗр ӑслӑ гипотеза тӑрӑх, хальхи чӑвашсен мӑн аслашшӗсем тӗрӗк чӗлхиллӗ куҫса ҫӳрекен халӑх пулнӑ, пирӗн эрӑчченхи пӗрремӗш пинҫуллӑхра хунсен анӑҫри ҫуначӗ шутланнӑ, Тӗп Азире пурӑннӑ. Пирӗн эрӑри II—III ӗмӗрсем тӗлне Ҫурҫӗр Кавказра тӗпленнӗ. VIII—VIII ӗмӗрсенче ытти пӑлхар йӑхӗсемпе Вӑтам Атӑлҫине куҫса кайнӑ та унта пурӑннӑ финн-угр йӑхӗсемпе пӗрпекленнӗ[43].

Чӑваш халапӗсемпе истори преданийӗсем тӑрӑх, чӑвашсен мӑн аслашшӗсем кӑнтӑртан, Кавказран куҫса килнӗ, хӑйсене сӑварсем тата пӑлхарсем тенӗ[44]. Сӑвар кнеҫлӗхне пӗрремӗш хут асӑнни Табаристан пуҫлӑхӗн ывӑлӗн Ибн-Хордадбэхӑн текстӗнче (8555—874 ҫҫ.) тӗл пулать: «Дербент хыҫӗнче (унта пуҫлӑхсем) — Сӑвар سوفار тата Лакз пуҫлӑхӗ…»[45] Сӑварсем — ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ авалхи халӑх, унччен вӗсене савирсем (сабирсем) тенӗ, пӗр вӑхӑт вӗсем хунсен союзникӗсем пулнӑ, Анӑҫ тата Ҫурҫӗр Кавказран ака-суха ҫӗр зонисене ҫурҫӗрелле куҫнӑ май хыҫҫӑн кайнӑ.

Истори тӗлӗшӗнчен чӑвашсен культуринче нихӑҫан та юрта тата куҫса ҫӳрекенсен йӑлисем пулман, пурнӑҫ йӗркин чылай палли тӑрӑх, чӑвашсем — авалхи ҫӗр ӗҫ культурипе аппаланакан халӑх[46]. Атӑлҫи тӑрӑхӗнче сӑварсен мӑн аслашшӗсем Кавказри сабирсен (савирсем) халӑхӗ пулнӑ. Стефан Византийский ҫапла палӑртнӑ: «Сапирсем (Σάπειρες) Понт облаҫӗнчи халӗ β урлӑ ятлӑ Савирсем» (Σαβειρος)[47]. Пирӗн эрӑри пӗрремӗш пинҫуллӑхра ака-суха ҫӗр зони куҫнӑ май Анӑҫ Кавказри сабирсем (савирсем) Атӑлҫи тӑрӑхне куҫнӑ.

Савирсем (сабирсем) Ҫӗпӗртен пулса кайни пирки версие М. И. Артамонов палартнӑ, гипотеза тӗлӗшӗнчен ӑна манси-вогулсен «сипир» этнонимпа ҫыхӑнтарнӑ[48]. Ҫӗпӗрте (Ибир-Сабир) малтанхи вӑтам ӗмӗрсенчи сабирсем пулнине асӑнакан пӗр ҫӑлкуҫ та ҫук, анчах сабирсем (савирсем), пирӗн эрӑри V ӗмӗртенпи ҫыру ҫӑлкуҫӗсем тӑрӑх, Дагестанра тата Ҫурҫӗр Кавказра пурӑннӑ. «Рамстед филолог шухӑшӗпе (KWb. 362) ҫак ят монголсен „чӑтлӑх, нӳрӗ вырӑн“ тенине пӗлтерекен Sibir сӑмахӗпе ҫывӑх, ҫавӑнтан тӗрӗк ячӗсем пулса каяҫҫӗ»[49].

Кавказра вӗсем пурӑнакан территорин пӗр пайӗ Сахиб ас-Сарир патшалӑхне кӗнӗ, ҫавна май Кавказра темиҫе ӗмӗр хушши вӗсене «сарирсем» политонимпа та асӑнма пултарнӑ, каярахпа вара, Атӑл ҫинче, — «палхарсем» политонимпа. Сабир (Säβίr) этнонимпа чи кайран усӑ курнине Аль-Мас’уди ӗҫӗсенче тӗл пулма пулать, вӑл вӗсене Хасар хаканлӑхӗн подданнӑйӗсен йышне кӗртет[50].

Кавказран савирсем XIV ӗмӗрте тин тӗппипех ҫухалнӑ. Ҫакна Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Дагестанри 2-мӗш типлӑ вилтӑпри палӑкӗсем сарӑлнипе ҫирӗплетнӗ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чӑвашсен вӗсемпе усӑ курас йӑла Раҫҫей Сеначӗн 1749 ҫулхи «Магометанствӑна куҫнӑшӑн чӑвашсене тата ытти ют халӑха йӗрлесси пирки» Указӗ тухичченех пулнӑ[51].

undefined
undefined
undefined
undefined

Йышӗ тата вырнаҫни

Чӑвашсен шучӗ, Вырӑс патшалӑхӗпе пӗрлешнинчен пуҫласа СССР арканиччен, пӗрмай ӳссе пынӑ. 1991 ҫул хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗн йышӗ ӳсме чарӑннӑ, вӑйлах чакма тытӑннӑ[52].

1989 ҫулта СССРта 1 842 300 чӑваш пурӑннӑ (ку йыш чи нумай пулнӑ вӑхӑт). 2002 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗнче халӑх йышӗ 1 637 094 ҫын пулнӑ; 2010 ҫулта — 1 435 872 ҫын кӑна. 2019 ҫулта чӑвашсем пурӗ те 1 223 395 ҫын ҫеҫ пулнӑ. 2021 ҫулхи ҫырав тӑрӑх, чӑвашсем 1 067 000 ҫын шутланнӑ.

Чӑвашсен антропологи типӗсем

Чӑваш халӑхӗн кӑткӑс антропологи йышӗ, унта тӗрлӗ антропологи компоненчӗсем уҫӑмлӑн палӑраҫҫӗ, унӑн этнос йӗркеленӗвӗ кӑткӑс пулнине кӑтартать[53]. Тури чӑвашсен тата анатри чӑвашсен антропологийӗ палӑрмаллах уйрӑлса тӑрать. Антропологи даннӑйӗсем ҫурҫӗрти чӑвашсен, кӑнтӑртипе танлаштарсан, йӗркеленӳ ҫулӗ уйрӑлса тӑнине ҫирӗплетеҫҫӗ[54].

Тури чӑвашсен антропологи типӗсен пӗрремӗш тӗпчевне Мускав университечӗн антропологи институчӗн экспедицийӗ 1936 ҫулта П. И. Зенкович ертсе пынипе туса ирттернӗ, унта ЧАССРӗн Муркаш, Элӗк, Калинин тата Красноармейски районӗсенче Т. А. Трофимова хутшӑннӑ. Визуаллӑ тӗпчев материалӗсем тӑрӑх, тишкернисен 63,5 % субурал типӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ, ҫак шутран ҫуррине яхӑнӑшӗн сахалрах е нумайрах европеоид енӗсем пуррине палӑртнӑ. 21,1 % яхӑнӑшӗ тӗрлӗ европеоид типӗнчен пулнӑ, ҫав шутра тӗксӗмреххисем те, ҫырӑ ҫӳҫлисем те, ҫутӑ куҫлисем те. Тӗксӗмреххисем ытларах пулнӑ. Тишкернисен 5,1 % кӑна сублапоноидлӑ тип шутне кӗртме пулнӑ, вӗсем лутра питпе тата сарлака сӑмсапа уйрӑлса тӑнӑ. Тишернисен 10,3 % монголоидлӑ типӗ тата вӗсен хутӑш европеоид формисен йышне кӗртнӗ. Ҫак йышран 1/3 пайне кӑна, урӑхла каласан, тишкернӗ ушкӑнӑн 3,5 % яхӑнӑшне, «таса» монголоидлӑ формӑсен йышне кӗртме пултарнӑ[53]. Монголоидлӑх, субурал йышшискер, ахӑртнех, Вӑтам ӗмӗрсенче Атӑлҫи территоринче югрӑпа (манси) хутшӑннӑ май тухнӑ. Ҫурҫӗр енчи чӑвашсен хушшинче европеоидлӑ тата лапоноидлӑ компонентсем тӗрлӗ европеоидлӑ (Балан, Фатьян культурисем) тата авалхи лапоноидлӑ компонентсенчен (Балахна культури тата ыт.) тата вӗсен хутӑш формисенчен (Апаш культури тата ыт.) тӑракан вырӑнти халӑхпа ҫыхӑннӑ ахӑртнех[53].

Тӑрӑхла пуҫлӑ, ҫӳллӗ тата сарлака питлӗ монголоидлӑ тип Чӑваш Ен территорине унта хун-пӑлхар йӑхӗсен йышӗнчи куҫса ҫӳрекен халӑх тӗпленнӗ май килме пултарнӑ. Кунашкал шухӑш пулаяслӑхне ҫакӑ ҫирӗлетет: Байкал леш енчи Ильм падинчи Суджин вилтӑпринчи, ҫавӑн пекех Венгрири хун-аварсен пытарнӑ вырӑнӗсенче чавса тупнӑ хунсен пуҫ купташкисем шӑпах ҫавӑн пек тӑрӑхла пуҫлӑ монголоидлӑ евӗр. Унсӑрӑн хальхи чӑвашсен тӑрӑхла пуҫлӑ, пысӑк та сарлака питлӗ монголоидлӑ тип яр уҫҫӑн палӑрнине ӑнлантарма йывӑр. Ҫак тип европеоидлисемпе хутшӑнсан субурал типӗпе пӗрпекрех формӑсем пулаҫҫӗ[53]. Чӑваш халӑхӗ йышне тӑрӑхла пуҫлӑ монголоидлӑ типне унӑн тепӗр варианчӗпе иккӗмӗшле кӗртни — «палеоҫӗпӗр» — вӑл та, ахӑртнех, хун-пӑлхар йӑхӗсен йышӗпе ҫыхӑннӑ[53].

Анатри чӑвашсен антропологийӗ Вӑтам Атӑлҫири европеоидлӑ ушкӑнсемпе ҫывӑх. Краниоскопи тата краниометри тишкерӗвӗ кӑнтӑрти чӑвашсем, ҫурҫӗртисемпе танлаштарсан, ытларах европеоидлӑ пулнине кӑтартать[55]. Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи халӑх европеоидлӑрах: пигментаци тӗттӗмрех, вӑтам ҫӳллӗшрен пысӑкрах, каҫӑр сӑмсаллисен тата вӑйлӑ профилировкӑллӑ питлисен проценчӗ ытларах. Ҫаксем йӑлтах вӗсен понт типӗн палӑрӑмӗсем пуррине палӑртаҫҫӗ[56][57][58]. Первомайски районӗн халӑхӗ патӑрьелсемпе елчӗксенчен лутрарах пулнипе уйрӑлса тӑрать, анчах та, вӗсем пекех, тури чӑвашсемпе танлаштарсан, европеоидлӑрах[56][58].

Этноним пулса кайни

Вырӑс администраци докуменчӗсенче «чюваша» этнонимпа пӗрремӗш хут 1511 ҫулта пеҫӗрменсем тӗлӗшпе усӑ курнӑ. Хальхи чӑваш халӑхӗ тӗлӗшпе пӗрремӗш хут усӑ курнӑ «чуваша» этноним С. Герберштейнӑн «Записки о Московии» (1521 ҫ.) кӗнекинче тӗл пулать[59].

Чылай вӑхӑт, ХІХ ӗмӗр вӗҫӗнченпе, этноним пулса кайнине «суваз» йӑх ячӗпе ҫыхӑнтарнӑ[60][61]. Арап ҫулҫӳревҫи ибн-Фадлан 922 ҫулта ҫырнисенче Атӑлҫи Пӑлхарти ислам тӗнне йышӑнма хирӗҫленӗ «суваз» йӑха (урӑх даннӑйсемпе «суван» е «сувар»[62][63]) асӑннӑ. Тӗпчевҫӗсем (Ковалевский А. П., Ашмарин Н. И. тата ыттисем) палӑртнӑ тӑрӑх, арап чӗлхинчи «с» час-часах араб чӗлхинче ҫук «ч» сасса улӑштарнӑ, ҫавна май «сувазсем» шӑпах ҫав хӑйсен авалхи ӗненӗвӗсемпе юлнӑ чӑвашсем. Урӑхла каласан, чӑваш тени «пӑлхар чӗлхиллӗ» тӗрӗксен пайӗн этнонимӗ патне тӳрремӗн тухать: *čōš → čowaš/čuwaš → čovaš/čuvaš.

Н. И. Золотницкий кӳршӗ халӑхсем пӗр-пӗрне чӗннӗ этнонимсене илсе кӑтартать: "… улӑхри Черемиссем Тутарсене Суас (урӑхла каласан, Чӑвашсем) тесе чӗнеҫҫӗ, Чӑвашсене вара, ту ҫинчи хӑйсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсене чӗннӗ пекех — курук мари (урӑхла каласан, ту ҫыннисем)[64]. Калаҫу «ясаклӑ тутарсем» пирки пырать, тепӗр майлӑ каласан, тутарсем ассимиляциленӗ Прикамьери чӑвашсем (сӑварсем) ҫинчен. Ахӑртнех, марилле «саус», паянхи кун тутарсемпе ҫыхӑннӑскер, тата «суасламарсем» (чӑвашсем) «чӑваш» сӑмаха пӑсса калани ҫеҫ, мӗншӗн тесен шӑпах Камӑн анат юхӑмӗнчен ҫурҫӗререхри ҫӗрсене малтан «Чувашская даруга» тенӗ. Н. И. Ашмарин филолог шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫак чӗлхесенчи суас сӑмах — чӑваш этнонимӑн йышӑннӑ малтанхи форми[65].

Мордва йӑхӗсем чӑвашсене ветьке тесе чӗнни пирки асӑннӑ ӗҫсем те пур: «Чуваши, которые такоже Чуваша, а по Мордовски Вьедеке называются, свойственное название татарам удерживают и выговаривают оное Татарам»[66]. Ку тӗслӗхре — Улатӑр, Ардатов тата Пӑва районӗсенче пурӑннӑ икӗ мордва йӑхӗ — кельмаз тата ветьке — пирки калакан авалхи предание чӑвашсем ҫине хуни[67].

Ҫирӗплетнӗ теорипе килӗшӳллӗн, пирӗн эрӑчченхи 201 ҫулта Китай хроникисенче пӗрремӗш хут «кюеше» е «цзюеше» термин пек асӑннӑ, ҫакна вӗсене пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗр вӗҫӗнче хунну йӑхӗсем пӑхӑнтарнӑ динлинсен несӗлӗсем тесе йышӑнакан тӗпчевҫӗсем чӑвашсем пирки пӗрремӗш хут асӑнни тесе шутлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак гипотеза критикӑна чӑтаймасть, мӗншӗн тесен Ибн Фадланӑн Мешхед алҫырӑвӗнче тӗрӗс мар ҫырнӑ, паллӑ ҫинче ытлашши пӑнчӑ пур, ҫавна пула пур ҫӗрте те усӑ куракан سوار сувар этноним سوان суван пек вуланма тытӑннӑ, ӑна سواز суваз тесе ӑнлантарнӑ[68].

Атӑл-урал мӑсӑльман ӑсчахӗ тата тутар суфийӗ Мухаммед-Мурад Рамзи шухӑшӗпе, «Талфик ал-ахбар ва талких ал-асар фи вакаи' Казан ва Булгар ва мулук ат-татар» ӗҫӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, «чӑваш» ятра этнос мар, конфессиллӗ палӑрту пулнӑ[69].

Чӑвашсен этнонимӗ пирки пурте йышӑннӑ шухӑш ҫуккипе чӑвашсен ячӗ пӗр пек янӑракан сӑмахсенчен пулса кайни пирки те версисем пур. Сӑмахран, Ю. Немет чӗлхеҫӗ гипотезипе: "… тӗрӗк этнонимӗ чӑваш Атӑл-тӗрӗк сӑмахӗпе živaš (лӑпкӑ, сӑпайлӑ, мирлӗ) пӗр пек. Кӑркӑс йӑх ячӗ пирки те ҫавнах каламалла: živaš = чăваш. Анатри кумадинецсен чабаш йӑхӗ пур (мирлӗ, тӑнӑҫлӑ, вӑрах). Юлашки виҫӗ ят та пӗр семантика ушкӑнне кӗрет, вӗсем хӑйне евӗр хушма ятсем[70]. «Ылтӑн Уртапа Хусан ханлӑхне пӑхӑнса пурӑннӑ тата хырҫӑ-марҫӑ тӳленӗ ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫак мирлӗ халӑха пӑлхарсемпе кӑпчаксем „чӑвашсем“ тенӗ»[71].

Историйӗ

Ӑслӑлӑх обществинче чӑвашсем кӗмӗл пӑлхарсен тӑхӑмӗсем тесе шутлаҫҫӗ[21][22][23][24][25][26][27][28][29][30][31]. Истори преданийӗсем хӑйсене хӑйсем монголсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ сӑвар халӑхӗпе пӗрпеклетеҫҫӗ: «Сувар (Сӑвар) хулине тӑшмансем пӗтӗмпех ҫаратса, ҫунтарса янӑ. Хула халӑхне тӑшманпа ҫапӑҫма тӑратнӑ харсӑр Пилтепера тата унӑн ҫар ҫыннисене ҫирӗп ҫыхса тӑватӑ пая касса ваклама Патту-хан патне ӑсатнӑ. Авалхи илемлӗ хула вырӑнӗнче чулпа кӗл куписем кӑна тӑрса юлнӑ. Тутар-монголсем хирӗҫ тӑнӑ хула ҫыннисене, вуннӑшӗнчен кашни тӑххӑрмӗшне, кӑвайт ҫинче ҫунтарса янӑ, чӗррисене вара чуралӑха хӑваласа кайнӑ. Тӑшман аллине лекменнисем Атӑл тата Сӑр урлӑ каҫса Сӑр вӑрманӗсенче пытаннӑ»[72][73].

Пӑлхар-чӑваш этночӗлхе ҫыхӑнулӑхӗн проблемине илес пулсан, хальхи вӑхӑтра ӑна пӗр пек пӗлтерӗшлӗ тата лайӑх татса панӑ тесе шутлама пулать. Ҫак ыйтусемпе ҫывӑх ӗҫленӗ тюрколог-компаративистсем хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхисен пӑлхар (е огур) ушкӑнӗнчи пӗртен-пӗр чӗрӗ чӗлхе пулнине йышӑнаҫҫӗ [Pritsak, 1955 Вenzing, 1959, I, 685—694; 695—751; Róna-Таs, Fodor, 1973; Ligeti, 1986; Тekin, 1988; Ceylan, 1997; Róna-Таs, 1999; 2011 тата ыт.]. Ҫак положенипе Хусан ӗҫтешӗсен те килӗшме тивет [Хакимзянов, 1978; 1987; 1987, 32—48 тата ыт.], анчах яланах тӗрлӗрен тӳрлетсе каланипе[74].Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченӗ А. А. Чеченов

Лингвистсем пӑлхар-чӑваш этночӗлхе пӗрлӗхне йышӑнаҫҫӗ[75]. Анчах та ҫакна шута илмелле: халӑх чӗлхи те трансформаци витӗмне лекет тата пӗтӗмпех урӑххипе ылмашӑнма пултарать.

Чӑваш халӑхӗ мӗнле пулса кайнине В. Ф. Каховский тӗпчевҫӗ професси шайӗнче тишкернӗ. Н. А. Ашмарин, А. П. Салмин этногенезӑн уйрӑм истори аспекчӗсене ҫутатнӑ. Ю. Ю. Ювенальев[76], В. В. Николаев тата А. А. Трофимов[77] хӑйсен гипотезисене тӑратнӑ. Д. Ф. Мадуров[78] ӗҫӗсенче чӑвашсен йӑла культуринче Малти Ази паллисем палӑрнӑ. Монографире вара чӑвашсен этногенезӗн ыйтӑвне тата унӑн IX—XIII ӗмӗрсенчи истори пластне туллин тата тӗплӗн тишкернӗ[79].

Истори ҫӑлкуҫӗсем чӑвашсем ака-суха ҫӗрӗ куҫнӑ май Атӑл тӑрӑх ҫурҫӗрелле кайнӑ сабир (савир) халӑхӗпе истори пӗрпеклӗхне кӑтартаҫҫӗ.

Чӑвашсем Хусан ханлӑхне кӗнӗ. Чӑваш киремечӗ ҫинче — Сӗве утравӗ ҫинче, чӑваш казакӗсемпе мурзисем IV Ивана присяга парса Николаас Витсенӑн 1704 ҫулхи картти ҫинче палӑртнӑ Сӗве крепоҫне (Сӗве хулине «Swárski» тесе палӑртнӑ) туса лартма пулӑшнӑ. Кунта, чӑваш халапӗсемпе килӗшӳллӗн, Мускав кнеҫӗ IV Иван чӑваш халӑхӗпе килӗшӳ тунине палӑртса хӑйӗн шурӑ лашипе чӳк тунӑ[80] . Хусана илме пулӑшнӑшӑн IV Иван чӑвашсене «патшалӑх ҫыннисем» тунӑ, ҫавӑнпа чӑвашсен хушшинче тарҫӑсем пулманпа пӗрех. Ене колонизациленӗ вӑхӑтра хальхи Чӑваш Республикин территорийӗнче хула-крепоҫсем туса лартнӑ: Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Етӗрне. Ҫав вӑхӑтрах, халӑх пӑлхавсем тунӑшӑн, правительство шикленнипе чӑвашсемпе ҫармӑссене тимӗр тирпейлессипе ӗҫлеме чарнӑ[81].

XVI—XVII ӗмӗрсенче чӑвашсем тӳрремӗнех хутшӑннӑ чи пысӑк халӑх пӑлхавӗсем пулса иртнӗ: 1571—1573 ҫулсенче, 1609—1610 ҫулсенче, 1634 ҫулта; чӑвашсем хресчен вӑрҫисен тапхӑрӗнче те 1670—1671 ҫулсенче — С. Т. Разин, 1774 ҫулта Е. И. Пугачёв ертсе пынипе пӑлхавсем ҫӗкленӗ. II Кӗтерне пӑлхава пусарнӑ хыҫҫӑнхи йӗр чӑваш халӑхӗн йышӗпе менталитетне япӑх витӗм кӳнӗ.

Чӑвашсен истори тата этнологи облаҫӗнчи ӑслӑлӑх тӗпчевӗсен политика витӗмӗн сӑлтавӗсем тата йӗрӗсем В. А. Шнирельман[82][83], Томохико Уяма[84], Андреас Капеллер[85], Ален Франк[86] ӗҫӗсенче сӑнланнӑ.

Чӗлхи

Хӑйӗн фонетика тытӑмӗпе чӑваш чӗлхи тӗрӗксен хушшинче уйрӑм вырӑн йышӑнать, пӑлхар ушкӑнӗнчи пӗртен-пӗр чӗрӗ юлнӑ чӗлхе шутланать, уйрӑм вырӑн йышӑнать. Атӑл-Кама чӗлхе пӗрлешӗвне кӗрет.

Стословниксен икӗ наборне тишкерсе тухни тата А. В. Дыбо туса ирттернӗ лексикӑпа статистика даннӑйӗсене тӗпе хурса тӗрӗк чӗлхисен генеалоги йывӑҫҫисен хронологине палӑртни ҫакна кӑтартнӑ: пратӗрӗк чӗлхисем арканма пуҫлани пӑлхар (чӑваш) чӗлхи ытти чӗлхесенчен (пӑлхар ушкӑнӗн уйрӑлнӑ пек палӑртнӑ) уйрӑлса кайнипе ҫыхӑннӑ. Икӗ генеалоги йывӑҫӗ ҫинче те пӗрремӗш тивӗҫлӗ узел пирӗн эрӑчченхи −30 — 0 ҫҫ. тӗлнелле тӑрать. А. В. Дыбо ҫак датӑна хунну пайӗ пирӗн эрӑчченхи 56 ҫулта Анӑҫ Монголирен анӑҫалла, ҫурҫӗр Синьцзян урлӑ Кӑнтӑр Казахстана, Сырдарьйӑна куҫнипе ҫыхӑнтарать.

Хамӑрӑн икӗ генеалоги йывӑҫӗн пӗрремӗш узелӗ вӑл — чӑваш чӗлхи ытти чӗлхесенчен уйрӑлни, ӑна пӑлхар ушкӑнӗ уйрӑлнӑ пек палӑртаҫҫӗ.Дыбо A. B. Хронология тюркских языков и лингвистические контакты ранних тюрков. — Академия, 2004. — 766 с.

Чӑваш чӗлхи (халадж чӗлхинчен сахалтарах) ытти тӗрӗк чӗлхисенчен самай вӑйлӑ уйрӑлса тӑнине Итали историкӗ тата филологӗ Игорь де Ракевильц палӑртать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхисен пӗтӗмӗшле характеристикипе питӗ пӗр пек мар, ҫавна май хӑш-пӗр ӑсчах ӑна тӗрӗк е монгол чӗлхи пек алтай ҫемйин никама пӑхӑнман пайташӗ тесе шутлать, чӑваш чӗлхине тӗрӗк чӗлхисемпе пӗрлештерни вара классификаци тӗллевӗпе компромислӑ йышӑну пулнӑ тесе палӑртаҫҫӗ[87].

Пачах урӑхла‚ ҪӗпӗртиТӗп Азири ‚ Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи тата Ҫурҫӗр Америкӑри халӑхсен танлаштаруллӑ-историллӗ чӗлхе пӗлӗвӗ енӗпе Раҫҫей специалисчӗсенчен пӗри ‚ филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ‚ РГГУ Тухӑҫ культурисен тата антика институчӗн компаративистика центрӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Олег Мудрак ҫапла шутлать:

Чӑваш е пӑлхар (чӗлхе) пур. Вӑл тӗрӗк чӗлхисечи хӑйне евӗр турат. Вӑл тӗрӗк элеменчӗ анӑҫалла тухнӑ чи пӗрремӗш тӗслӗх. Лексика, грамматика тата фонетика енчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать, анчах та вӑл тӗрӗк чӗлхи пулнинче иккӗленӳ ҫук. Халӗ ҫак чӗлхепе калаҫакансем Чӑваш Ен территорийӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ӗлӗк хальхи Тутарстан территорийӗнче пурӑннӑ. Атӑлҫи Пӑлхар тата пӑлхар этнонимпа ҫыхӑннӑ территорисем вӗсем пурӑннӑ территорисем пулнӑ та.Мудрак О. А. Язык во времени. Классификация тюркских языков (выр.). «"Полит.ру" гамәви лекцияләре» (16 акан 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.[88]

Культури

Тӗн культури

Мифологи

Чӑваш мифологийӗпе килӗшӳллӗн, тӗнче виҫӗ пайран тӑрать: ҫӳлти тӗнче, вӑтам тӗнче (ҫынсен тӗнчи) тата аялти тӗнче. Кашни пайӗн темиҫе сий пулнӑ: ҫӳлтинче виҫӗ сий, вӑтам тӗнчере пӗрре, аялти тӗнчере виҫӗ сий.

Халапсем тӑрӑх, Ҫӗр тӑваткал, чӑвашсем унӑн варринче пурӑнаҫҫӗ. Варринчи тӳпе Тӗнче йывӑҫне тытса тӑрать. Тӑватӑ енчен, ҫӗр тӑваткалӗн хӗррипе, тӳпе тӑватӑ юпа ҫинче тӑрать: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр тата чул юпасем ҫинче. Юпасен тӑрринче йӑвасем вырнаҫнӑ, вӗсенче — виҫшер ҫӑмарта, ҫӑмартасем ҫинче — кӑвакалсем. Ҫӗрӗн кашни кӗтесне чӑвашсем пӑхаттир-хӳтӗлевҫӗсене вырнаҫтарнӑ.

undefined

Ҫӗр ҫыранӗсене океан чӳхет, хумӗсем вара ҫырансене пӗрмаях аркатаҫҫӗ. Ҫӗр хӗрри чӑвашсем патне ҫитсен, ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗ хӑй ҫухалсан тӗнче пӗтет тесе шутланӑ.

Аслӑ Турӑ, ӗненнӗ тӑрӑх, ҫӳлти тӗнчере. Ҫавӑн пекех ҫӳлти тӗнчере ҫуралман ачасен чунӗсем — Пӳлӗх — пур. Тӗрӗс пурӑннӑ ҫын вилсен унӑн чунӗ ансӑр кӗперпе каҫса асамат кӗперӗ ҫине тухать, унтан ҫӳлти тӗнчене куҫать. Чӑвашсен йӑлана кӗнӗ ӗненӗвӗнче тамӑк пулман, анчах та христианлӑх витӗмӗпе ҫылӑхлӑ ҫыннӑн чунӗ ансӑр кӗпер ҫинчен аялти тӗнчене ӳкни, унта тӑхӑр хуранта ҫылӑхлӑ ҫынсен чунӗсем пиҫни ҫинчен калакан ӑнлав тупӑннӑ. Шуйтан тарҫисем (сӑнара исламран илнӗ) хурансем айӗнче вут-кӑвара тытса тӑнӑ. Сӑнарсем аялти тӗнчене хушӑксем (шӑтӑксем), «какӑр» текенскерсем, урлӑ лекнӗ.

Тӗн тата йӑлана кӗнӗ ӗненӳ

Чӑваш культурин, унӑн тавракурӑмӗн никӗсӗ —чӑвашсен йӑлана кӗнӗ ӗненӗвӗ. Историе илес тӗк, чӑвашсен мӑн аслашшӗсем христианлӑхӑн, исламӑн, иудаизмӑн тата зороастризмӑн тӗрлӗ юхӑмӗсен витӗмне лекнӗ, ҫав шутра паянхи индуистсен самай экзотикӑллӑ юхамӗсем те[89].

Аслӑ турӑ — Турӑ, ӑна ҫын евӗр ӳкерме ирӗк паман. Тӗнче духсемпе тулнӑ. Чӑвашсен тӗн кульчӗ аграри уявӗсен тата ҫӗр ӗҫӗсен ярӑмӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫул ярӑмӗ ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Мӑнкунран пуҫланнӑ. Соляр ҫулӗ пуҫламӑшӗнче Сурхури уявне (Сур хури) паллӑ тунӑ. Кайран, ҫурхи кунпа ҫӗр танлашӑвӗн кунӗччен пӗр эрне маларах, ҫуллахи ҫур ҫуллӑх пуҫламӑшӗн уявӗ Ҫӑварни (Ҫӑв эрни) ҫитнӗ. Аграри ярӑмне Акатуй пуҫланӑ (Самар чӑвашӗсен — Сабантуй, тури чӑвашсен — Сухати) — пӗрремӗш ака уявӗ. Христианлӑх ятӗнчен илнӗ Семик (Мӑнкунран ҫиччӗмӗш эрне), Ҫимӗк (Семик) — ҫутҫанталӑк чечеке ларнин уявӗ, халӑхпа пӗрле ваттисене асӑнни. Тырӑ акнӑ хыҫҫӑн ҫӗртме уйӑхӗнче уявсемпе туйсен «Уяв» уйӑхлӑхӗ ҫитнӗ. Ҫӗнӗ тыр-пула сӑвапланине — Чӳклемене — кӗрхи кун таврӑнӑшӗнче ирттернӗ[90].

Чӑвашсен ритуал ӗҫми сӑра шутланать. Сӑра куркин тӗрлӗ тӗсӗсем пур, вӗсенчен чи пӗлтерӗшли «Козьмодемьянск евӗрлӗ» курка шутланать. Хӗр сӑри — хӗрсем ял хуҫалӑх ӗҫӗсене вӗҫлесен улаха пухӑнни. Чӳк-раштав уйӑхӗсем — асӑнмалли уйӑх, ун валли автан сӑри хатӗрленӗ. Чӑвашсем вилнӗ тӑванӗсене час-часах асӑннӑ, мӗншӗн тесен мӗн пур инкек-синкеке, чир-чӗре вӗсем вилнисен чунӗсем ҫиллинипе ҫыхӑнтарнӑ.

Д. Месарош та чӑвашсен пӗрлӗхлӗ турӑ пуррине палӑртнӑ:

Кӑнтӑр енчи чӑвашсем Турӑ теҫҫӗ, ҫурҫӗр енчисем — Торӑ. Вырӑс ятарлӑ литератури чӑвашсен Турри тӗлӗшпе ӑнлава ҫирӗппӗн ӑнлантарайман. Вӑл шутсӑр духсене, ырӑ-и вӗсем е усал-и, ҫавӑн пекех ӑсра сӑнарланисене язычествӑна е «хура магие» кӗртнӗ. Чӗлхене тата япалана туллин пӗлменнипе хӑш-пӗр чир-чӗрӗн ӑнланмалла мар ячӗсене те дух ячӗсем пек йышӑннӑ. Вӗсен тӗп Турӑ (Турал) тата аялти чинри нумай дух пулнӑ[91].

Ислам витӗмӗпе чӑваш юмахӗсемпе халапӗсенче шуйттан тупӑнать. Ҫак мӑсӑльман сӑнаре тупӑнни чӑваш тӗнӗнчи дуализм пирки калаҫма сӑлтав панӑ:

Пӗррехинче, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пуҫласан, хресчен ҫырма хӗрринче пӑшал тытса ҫӳренӗ. Тӳпере аслати кӗмсӗртетнӗ, шуйттан, Турӑран мӑшкӑлласа, пӗлӗт еннелле кутӑн тапнӑ. Хресчен ҫакна курсан пӑшалне илнӗ те ӑна пенӗ. Пенипе шуйттан ӳкнӗ. Кӗмсӗртетме чарӑннӑ, Турӑ тӳперен хресчен умне аннӑ та ҫапла каланӑ:
— Эсӗ манран та вӑйлӑрах пултӑн иккен. Эпӗ ӗнтӗ ҫичӗ ҫул шуйттана йӗрлесе ҫӳретӗп, анчах ку таранччен ӑна пӗрре те тытаймарӑм-ха[91].

Ҫавӑн пекех чӑвашсен урӑх ӗненӳсем те пулнӑ, чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри вӑл — ялти таса вырӑнсене — ырсамай (киремет) — пуҫҫапни. Киремет ҫӳллӗ вырӑнта, ӗҫмелли таса ҫӑлкуҫпа юнашар сӑваплӑ вырӑн пулнӑ. Пурнӑҫ символӗ пулнӑ май кун пек вырӑнсенче юман, каврӑҫ е урӑх ҫирӗп те ҫӳллӗ чӗрӗ йывӑҫ ларнӑ. Чӑваш халӑхӗн ӗненӗвӗ хӑйне евӗрлӗ, анчах ҫармӑссен, ҫавӑн пекех Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсен йӑлана кӗнӗ ӗненӗвӗсемпе пӗрпеклӗх нумай. Унта ислам тӗнӗн витӗмӗ самаях палӑрать (тӗслӗхрен, Киремет, Киямат), паян вара чылайӑше христианлӑхпа ылмашӑнать.

XVIII ӗмӗрте «Атӑлҫи халӑхӗсене вӑйпа тӗне кӗртни» ҫинчен калакан указпа килӗшӳллӗн чӑвашсем массӑллӑ христианизацие лекнӗ.

Йӑлана кӗнӗ культура

  1. В составе Волжской Булгарии.

Ҫӗр ӗҫӗ

Чӑвашсен авалхи мӑн аслашшӗсем ҫӗр ӗҫӗпе сад ӗрчетес ӗҫре экстраординарлӑ хӑнӑхусемпе палӑрнӑ. Вӗсем хӑйсен ҫӗрӗсем ҫинчи тулӑ, урпа, вир, пӑрҫа, пӑри, ясмӑк, кантӑр, йӗтӗн, ыраш, пӑрҫа акнӑ, виҫӗ пусӑллӑ системӑпа усӑ курнӑ. Ку ҫакна пӗлтерет: уй-хирӗн пӗр пайне ҫурхи культурӑсем акнӑ, иккӗмӗш пайне — кӗрхи культурӑсем, виҫҫӗмӗш пайне вара сухаланӑ кӑна, нимӗн те акман, вӑл каннӑ[92]. Тепӗр ҫул (е 2—3 ҫултан) уйсене улӑштарнӑ. Ҫӗре йывӑр акапуҫпа сухаланӑ, тепӗр хут сухаланӑ чухне вара ҫӑмӑлрах хатӗрсемпе усӑ курнӑ, каярахпа — «вырӑс евӗрлӗ» сухапуҫӗпе. Пӗрчӗллӗ культурӑсенчен ҫынсем валли кӗрпе, ҫӑнӑх, салат тунӑ. Улӑмпа ҫуртсен тӑррине витнӗ, унпа тӑм кирпӗчсем тунӑ чухне усӑ курнӑ, ӑна выльӑха ҫитернӗ тата ун айне сарнӑ[93].

Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси

Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси республикӑри ял хуҫалӑхӗн тӗп отраслӗ шутланать. Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх, сысна, сурӑх, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетеҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра лаша тытасси упранса юлнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тытӑмра ытларах — мӑйракаллӑ шултра выльӑх, унран аш-какай, сӗт туса илеҫҫӗ. 2000 ҫул тӗлне республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 212 пине яхӑн пуҫ пулнӑ, ҫав шутра ӗнесем — 70 пин ытла, сыснасем — 199 пине яхӑн тата сурӑхсем — 39 пин. Производствӑра 113 пине яхӑн чӑваш ӗҫлет, ку — Чӑваш Енри экономика отраслӗсенче вӑй хуракансен 20 % яхӑн. Республикӑра пурӗ 466 ял хуҫалӑх предприятийӗ шутланать, вӗсен харпӑрлӑх форми тӗрлӗрен (коопераци хуҫалӑхӗсем, ТОО, ЗАО, УАО, муниципалитет предприятийӗсем тата ыт. те), ҫавӑн пекех 1150 хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ пур.

Ремесласем

Мӗн авалтан чӑвашсен ремесла вӑйлӑ аталаннӑ. Вӑл уйрӑм производствӑсене пайланнӑ, урӑхла каласан, ӑстасем хӑйсен ӗҫӗпе кӑна пурӑнма пултарнӑ, вӗсен тыр-пул акса туса илес, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес нуша пулман. Ремесленниксем тимӗр шӑратнӑ (ҫав шутра пысӑкрах пахалӑхлӑ хурҫӑ та) тата ӗҫ хатӗрӗсем, кӳмесемпе урапасен тӗрлӗ пайӗсем, ҫӑрасем, пӑтасем, савӑт-сапа, эрешсем, хӗҫ-пӑшал тата ыт. те туса кӑларнӑ. Чӑваш ӑстисем «хӑйсене хӑйсем туптанакан» долотпа ҫӗҫӗсем тума пӗлнӗ — ҫемҫе тимӗрӗн икӗ ярӑмӗ хушшине хӗртнӗ ҫирӗп хурҫӑ сийне хунӑ. Усӑ курнӑ чухне тимӗр ярӑмсем хурҫӑ сийрен хӑвӑртрах пӗтнӗ, ҫавӑнпа вӑл яланах ҫиелте мӑкӑрӑлса тӑнӑ, касакан хӗрри пулнӑ[94].

Пурлӑх культури

Ҫурт-йӗр

Чӑваш пӳрчӗн хӑйне евӗр енӗ — ҫурт тӑррин хӗррине «сухан» евӗр илемлетни тата пырса кӗмелли пысӑк хапха (мӑн алӑк).

Костюм

Йӑлана кӗнӗ тумтир тӗрлӗрен пулнӑ. Кӗлеткене тавралӑх витӗмӗнчен хӳтӗленисӗр пуҫне унӑн символ тата ритуал функцийӗсем пулнӑ. Чӑвашсен тумне пиртен, килте тӗртнӗ сукнаран, туяннӑ пусмаран, кӗҫҫерен, тир-сӑранран ҫӗленӗ. Атӑ-пушмак валли ҫӑка пушӑчӗпе, хупӑпа, йывӑҫпа усӑ курнӑ. Тумтир валли материала ытларах килти хуҫалӑхра хатӗрленӗ. Кантӑрпа йӗтӗнрен пир тӗртнӗ. Уяв тумне ҫӳхе пиртен ҫӗленӗ, вӑтам пахалӑхлӑ пиртен вара — ӗҫлемелли кӗпесем, шӑлаварсем. Сурӑх ҫӑмӗнчен ҫӗленӗ ҫӳхе пуставран (тала) уяв тата туй сӑхманӗсем ҫӗленӗ, хулӑн пуставран — ахаль сӑхмансемпе аҫамсем. Хӗрарӑм тумтирӗ йышне ҫаксем кӗреҫҫӗ: кӑкӑр умне ҫакмалли кӗскӗпе кӗпе, шупӑр (халат тӗсӗ), чěр ҫитти (саппун), пиҫҫиххи, тутӑрсем, атӑ, тӑла (анатри тата анат енчи чӑвашсен — шурӑ, турисен — хура), хӗрсен пуҫа тӑхӑнмалли тухья (конус евӗр, тӑрри хупӑ) тата качча кайнӑ хӗрарӑмсен хушпу (уҫӑ тӑрӑллӑ), сурпан тата сурпан тутри (хӗрарӑмсен алшӑлли евӗр пуҫа ҫыхмалли хатӗр), чалма (сурпан ҫийӗн ҫыхмалли), масмак (ҫамка ҫийӗн ҫыхмалли). Тенкӗрен, шӑрҫаран тата вӗтӗ шӑрҫаран ҫӗленӗ чӑваш эрешӗсен шутне тевет (хулпуҫҫи урлӑ ҫыхмалли), сӑрка, алка, шӑрҫа, мӑя, ама, шӳлкеме, сурпан ҫакки (кӑкӑр умне ҫакмалли эрешсем), ҫӗрӗ, сулӑ, яркӑч, сарӑ (качча кайнӑ хӗрарӑмсен пилӗк ҫине ҫыхмалли), ҫӳҫ хӳри, ҫӳҫ туни тенки, енчӗк (тӗкӗр тата укҫа енчӗкӗ), тӗкӗр тата ытти те кӗреҫҫӗ. Арҫынсем кӗпе, шӑлавар, атӑ, ҫӑматӑ, ҫӑпата, калпак тӑхӑннӑ, каччӑсем — ҫулӗк, кӗрӳ тутри, аллинче саламат тытнӑ. Арҫын ачасем аслисем евӗрех тумланнӑ, анчах ритуал сӗмӗсӗр[95].

Чӑвашсем Раҫҫейре пурӑннӑ вырӑнсем

2020 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей Федерацийӗнче 1 067 139 чӑваш шутланнӑ.

2002 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗнче 1 637 200 чӑваш пулнӑ; вӗсенчен 889 268-шӗ Чӑваш Республикинче пурӑннӑ, республикӑри халӑхӑн 67,69 % шутланнӑ. Чӑвашсем ҫавӑн пекех Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, Мускавра, Сарӑту, Тӗмен, Ростов, Волгоград, Кемӗр, Новосибирск, Иркутск, Чита, Ӗренпур, Мускав, Ярославль, Пенза, Иваново облаҫӗсенче, Красноярск тата Пермь енсенче тата ытти регионта пурӑнаҫҫӗ.

undefined
undefined

2010 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗнче 2002 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен чӑвашсен йышӗ 1 435 872 ҫын таран чакнӑ — 202 пине яхӑн ҫын (14 %) сахалланнӑ. Ҫав шутра Чӑваш Республикинче 75 пин чӑваш чакнӑ, урӑхла каласан, 1955 ҫулти шая ҫитнӗ.

Общество организацийӗсем

2005 ҫулта Чӑваш Республикин тулашӗнче 67 чӑваш наципе культура автономине регистрациленӗ. 2009 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне вӗсен йышӗ ӳссе 79-а ҫитнӗ. Чӑваш наципе культура автономийӗсене Раҫҫей Федерацийӗн 29 субъектӗнче (ҫав шутра Атӑлҫи федераци округӗнчи12 субъектра) тата 6 ют ҫӗршывра йӗркеленӗ[96].

Чӑваш Республикинче, Раҫҫей Федерацийӗнче, СНГ тата тӗнче ҫӗршывӗсенче йӗркеленнӗ наципе культура обществисене, пӗрлешӳсене, автономисене тата ытти пӗрлешӳ формисене Чӑваш наци конгресӗ пӗрлештерет.

undefined

Чӑвашсем филателире

1933 ҫулта СССРта почта маркисен «СССР халахӗсем» этнографи серине кӑларнӑ. Вӗсен хушшинче чӑвашсене халалланӑ марка та пулнӑ.

Сӑнсен пуххи

Ӑнлантарусем

  1. ^ Итоги ВПН-2020. Том 5 Национальный состав и владение языками. www.rosstat.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 Социально-демографический портрет России:по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — ИИЦ «Статистика России», 2012. — 183 с. — ISBN 978-5-4269-0025-7.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Всероссийская перепись населения 2002 года (выр.). Росстат. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  4. ^ Всероссийская перепись населения 2002 года. Национальный состав населения по регионам России (выр.). demoscope.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  5. ^ Агентство Республики Казахстан по статистике. Перепись 2009 (выр.). stat.kz. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.2013 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче архивланӑ. (Национальный состав населения.rar (выр.). stat.kz. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.)
  6. ^ В 1989 году — 22 305 чувашей в Казахской ССР: Демоскоп. Каз. ССР 1989 (выр.). demoscope.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  7. ^ Численность населения по областям, городам и районам, полу и отдельным возрастным группам, отдельным этносам на 1 января 2010 года= (выр.). stat.kz. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.2013 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
  8. ^ Всеукраїнський перепис населення 2001. Русская версия. Результаты. Национальность и родной язык (выр.). 2001.ukrcensus.gov.ua. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Chuvash Ethnic People in all Countries (выр.). joshuaproject.net. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  10. ^ Уз. ССР. 1989 (выр.). Демоскоп. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  11. ^ Итоги переписи населения Беларуси 2019 г. (выр.). belstat.gov.by. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  12. ^ Демографические тенденции, формирование наций и межэтнические отношения в Киргизии в 1926—2000 г. (выр.). Демоскоп. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  13. ^ Туркмен. ССР. 1989 (выр.). Демоскоп. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  14. ^ МССР. 1989 (выр.). Демоскоп. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  15. ^ Лит. ССР. 1989 (выр.). Демоскоп. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  16. ^ Национальный состав населения Перепись 2000 г. (выр.). Статкомитет Эстонии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. (Национальный состав населения (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.)
  17. ^ Груз. ССР 1989 (выр.). Демоскоп. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  18. ^ , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнчи копийӗ(латыш.)
  19. ^ Аз. ССР 1989 (выр.). Демоскоп. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  20. ^ Итоги переписи населения Таджикистана 2000 года: национальный, возрастной, половой, семейный и образовательный составы (выр.). Демоскоп. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.[ ]
  21. ^ 1, 2 Вернадский Г. В. Древняя Русь, VI. Хазаро-булгарский период (650-737 гг.), 3. Волжские булгары. — 1943.
  22. ^ 1, 2 Фасмер М. Р. Этимологический словарь русского языка. — Прогресс, 1964—1973 гг..
  23. ^ 1, 2 Татищев В. Н. История Российская с самых древнейших времён, ч.I, глава 22, п.18. — 1768—1848 гг.
  24. ^ 1, 2 Смирнов И. Н. О влиянии волжских болгар на черемис // Смирнов И. Н. Черемисы: Историко-этнографический очерк.. — Типография Императорского университета, 1889. — 19—24 с.
  25. ^ 1, 2 И. Н. Смирнов. Энциклопедический словарь Ф. А. Брокгауза и И. А. Ефрона, гл. Чуваши. — Брокгауз-Ефрон, 1890—1907.
  26. ^ 1, 2 Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — 1902.
  27. ^ 1, 2 Дыбо A. B. Хронология тюркских языков и лингвистические контакты ранних тюрков. — Академия, 2004.
  28. ^ 1, 2 Мудрак О. А. Классификация тюркских языков и диалектов с помощью методов глоттохронологии на основе вопросов по морфологии и исторической фонетике. (Серия «Orientalia и Classica». Вып.23). — Российский государственный гуманитарный университет, 2009. — 186 с..
  29. ^ 1, 2 Мудрак О. А. Заметки о языке и культуре дунайских булгар. // Аспекты компаративистики. Вып.1.. — Российский государственный гуманитарный университет, 2005. — 83-106 с.
  30. ^ 1, 2 Мудрак О. А. Аварская надпись на сосуде клада Надь-Сент-Миклош // Orientalia et Classica, Аспекты компаративистики, Вып. VI.. — Российский государственный гуманитарный университет, 2005. — 81—103 с.
  31. ^ 1, 2 Этногенез чувашского народа (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  32. ^ Этногенез чувашского народа (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  33. ^

    Исследованиями установлено, что основу чувашского этноса составляли тюркоязычные болгарские племена при участии финноязычного, главным образом марийского, населения Среднего Поволжья, второстепенную роль сыграли сармато-аланы, угры и восточные славяне. Этнический облик чувашей определили болгары.

    Димитриев В. Д. Об основной аргументации теории чувашского этногенеза // Проблемы средневековой археологии Урала и Поволжья. — Уфа, 1987. — С. 26—35
  34. ^

    Сложились на основе тюркского и финно-угорского населения Среднего Поволжья.

    Чуваши (выр.). Большая российская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  35. ^ Чуваши. Большая Советская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  36. ^ Опубликованы результаты Всероссийской переписи населения — Портал Ассамблеи и Дома Дружбы народов Татарстана(паллӑ мар). addnt.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  37. ^ Joshua Project (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  38. ^ Таймасов Л. А. Экспертный совет по проведению государственной религиоведческой экспертизы при управлении министерства юстиции российской федерации по чувашской республике. www.textarchive.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  39. ^ Салмин А. К. Традиционные обряды и верования чувашей. — Наука, 2010. — 240 с. — ISBN 978-5-02-025605-7.
  40. ^ Браславский Л. Ю. Религиозные и оккультные течения в Чувашии (культы, церкви, секты, деноминации, духовные школы). — Издательство «Чувашия», 2000. — 374 с. — ISBN 5-86765-170-3.
  41. ^ Вера древнего народа. Документальный фильм о традиционной этнорелигии чувашей, снятый ВГТРК «Татарстан» в чувашских сёлах Аксубаевского района Республики Татарстан (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  42. ^ Ягафова Е. А. Чуваши-мусульмане в XVIII — начале XXI вв.. — ПГСГА, 2009. — 128 с.
  43. ^ Этноатлас Красноярского края / Совет администрации Красноярского края. Управление общественных связей; гл. ред.. — 2-е изд., перераб. и доп. — Платина (PLATINA), 2008. — С. 67. — 224 с. — 2500 экз. — ISBN 978-5-98624-092-3. Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
  44. ^ Димитриев В. Д. Чувашские исторические предания. — Чувашск. кн. изд-во, 1993. — 446 с.
  45. ^ Алемань А. Аланы в древних и средневековых письменных источниках. — «Менеджер», 2003. — 614 с.
  46. ^ Мадуров Д. Ф. Выверка уклада чувашей на примере артефактов культуры // От истории природы к истории общества: прошлое в настоящем и будущем: Приложение к вестнику Российского философского общества. Материалы научной конференции. Ч. 1. — место=М.. — Российское философское общество, 2000. — 70-72 с.
  47. ^ Латышев В. В. Известия древних писателей греческих и латинских о Скифии и Кавказе. Т. I, вып. 1. — тип. ИАН, 1890. — 296 с.
  48. ^ Артамонов М. И. История хазар. — Издательство Государственного Эрмитажа, 1962. — 523 с.
  49. ^ Фасмер Макс. Этимологический словарь русского языка в 4 томах. Изд. 2-е. T. III. — «Прогресс», 1987. — 576 с.
  50. ^ Прицак О. Прицак О. Хазарские личные имена в Киевском письме // Голб Н., Прицак О. Хазарско-еврейские документы X века. — «Мосты культуры» / «Гешарим».
  51. ^ Закиев М. З., Кузьмин-Юманади Я. Ф. Волжские булгары и их потомки. — «Инсан», 1993. — 160 с.
  52. ^ Иванов В. Чуваши от переписи к переписи : газета. 2010 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче [ архивланӑ].
  53. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Трофимова Т. А. Антропологические материалы к вопросу о происхождении чувашей // Советская этнография. — 1950. — № Советская этнография. — .
  54. ^ Алексеев В. П. Очерк происхождения тюркских народов Восточной Европы в свете данных краниологии. / Вопросы этногенеза тюркоязычных народов Среднего Поволжья. Вып. 1. Отв. ред. Халиков А.Х.. — 1971. — С. 247. — 300 с.
  55. ^ Моисеев В. Г.,. Происхождение уралоязычных народов по данным краниологии. — Наука. — 1999. — С. 69. — 128 с.
  56. ^ 1, 2 Салмин А. К. Савиры, булгары и тюрко-монголы в истории чувашей. — Нестор-История. — 2019. — С. 69, 71. — 296 с.
  57. ^ Салмин А. К. История чувашского народа: анализ основных версий. — Нестор-История, 2017. — С. 72. — 464 с.
  58. ^ 1, 2 Алексеева Т. И. Антропологический тип населения Чувашии // Краткие сообщения / Институт этнографии имени Н. Н. Миклухо-Маклая АН СССР.. — 1955. — № XXIII. — .
  59. ^ Мадуров Д. Ф. Серебряная Булгария: основные вехи истории. — Алетейя, 2018. — 260 с.: ил с.
  60. ^ Ковалевский А. П. Чуваши и булгары по данным Ахмеда Ибн-Фадлана. — Чуваш. гос. изд-во, 1954. — 64 с.
  61. ^ Димитриев В. Д. Чувашские исторические предания: Очерки истории чувашского народа с древних времен до середины XIX века / Второе, дополненное издание. — Чуваш. гос. изд-во, 1993. — 22 с.
  62. ^ Фахрутдинов Р. Г. Мелодия камней. — Татарское кн. изд-во, 1986. — 224 с.
  63. ^ Фахрутдинов Р. Г. О степени заселенности булгарами территории современной Чувашской АССР // Вопросы этногенеза тюркоязычных народов Среднего Поволжья. — Татарское кн. изд-во, 1971. — 197—198 с.
  64. ^ Золотницкий Н. И. Корневой чувашско-русский словарь, сравнений с языками и наречиями разных народов тюркского, финского и других племён. — Тип. Имп ун-та, 1875. — 297 с.
  65. ^ Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — 1902. — 45 с.
  66. ^ Миллер Г. Ф. Описание живущих в Казанской губернии языческих народов яко то черемис, чуваш и вотяков. — ИАН, 1791. — 101 с. + 8 илл. 49 с.
  67. ^ Худяков М. Г. Вотские родовые деления // ИО АИЭ при Казанском университете. Т. XXXI, вып. 1. — Тип. Казан. ун-та, 1920. — 1-16 с.
  68. ^ Ковалевский А. П. Книга Ахмеда Ибн-Фадлана о его путешествии на Волгу в 921—922 гг. Статьи, пер., комм. — Изд. Харьк. ГУ им. А. М. Горького, 1956. — с. 35. — 345 с.
  69. ^ Чуваши и ислам: новое прочтение этнонима от татарского суфийского шейха. milliard.tatar. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  70. ^ Немет Ю. К вопросу об аварах / Кляшторный С. Г., Петросян Ю. А., Тенишев Э. Р. — «Наука», 1976. — 298—304 с.
  71. ^ Белых С. К. К вопросу о происхождении самоназвания бесермян // VIII Петряевские чтения. Материалы научной конференции. — «Наука», 24-25 февраля 2005. — 130—135 с.
  72. ^ Халăх сăмахлăхĕ: хрестомати / Г. Ф. Юмарт пухса хатĕрленĕ. — Чăваш кĕнеке изд-ви, 2003. — 287. — 415 с.
  73. ^ Мифсемпе халапсем / пухса хатĕрлекенĕсемпе ăнлантарусене çыраканĕсем И. И. Одюков, Е. С. Сидорова, Г. Ф. Юмарт // Чăваш халăх сăмахлăхĕ. IV т., 2-мĕш пайĕ. — Чăваш кĕнеке изд-ви, 1987. — с. 287—288. — 448 с.
  74. ^ Чеченов А. А. Опыт историко-генетической интерпретации феномена параллельного функционирования джокающих и йокающих идиомов в среднем Поволжье (по материалам языков эпиграфических памятников XIII—XIV веков с территории Булгарского улуса Золотой Орды) // Чувашская письменность: история и современность: Материалы международной научно-практической конференции, 17 июня 2011 г., Чебоксары / Э. Е. Лебедев. — Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 2012. — 13-14 с.
  75. ^ Теория булгаро-чувашской этноязыковой общности. www.chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  76. ^ Ювенальев Ю. Ю., Ювенальев С. Ю. Культура суваро-булгар. Этническая религия и мифологические представления. — Чебоксары, 2013. — 128 с. — ISBN 978-5-7361-0154-2.
  77. ^ Трофимов А. А. Зороастризм: суваро-болгарская и чувашская народная культура. — ЧГИГН, 2009. — 256 с.
  78. ^ Мадуров Д. Ф. Переднеазиатско-чувашские культурные параллели // Научно-педагогическое наследство В. Ф. Каховского и проблемы истории и археологии. Материалы научно-практической конференции. 19-20 декабря 2006 г. Книга 2. — ЧГИГН, 2009. — 360—382 с.
  79. ^ Мадуров Д. Ф. Серебряная Булгария: основные вехи истории. — Алетейя, 2018. — 260 с.: ил. с. — ISBN 978-5-906980-03-08.
  80. ^ Димитриев В. Д. Чувашские исторические предания. Ч. 1.. — Чувашск. кн. изд-во, 1983. — С. 69. — 109 с.
  81. ^ Чуваши. www.vokrugsveta.ru (21 ҫӗртмен 2010). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  82. ^ Шнирельман В. А. Очарование седой древности: Мифы о происхождении в современных школьных учебниках. www.сувары.рф. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  83. ^ Shnirelman V. A. Who Gets the Past? Competition for Ancestors among non-Russian Intellectuals in Russia. www.сувары.рф. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  84. ^ Уяма Т. От «булгаризма» через «марризм» к национальным мифам: дискурсы о татарском, чувашском и башкирском этногенезе // Новая волна в изучении этнополитической истории Волго-Уральского региона / К. Мацузато. — Центр славянских исследований, 2003. — 16—51 с.
  85. ^ Kappeler A. [http:библиотека.сувары.рф/books/kappeler_a._the_ethnogenesis_of_the_tatar_chuvash_mordv_mari_and_udmurt.pdf L'ethnogénèse des peuples de la Moyenne-Volga (Tatars,Tchouvaches, Mordves, Maris, Oudmourtes) dans les recherches soviétiques/ Cahiers du monde russe et soviétique]. — 1976. — Т. 17, № 2—3. — .
  86. ^ Frank A. J. Islamic Historiography and "Bulghar" Identity among the Tatars and Bashkirs of Russia. — Brill, 1998. — ix + 232 с.
  87. ^ Rachewiltz, Igor de. Introduction to Altaic philology: Turkic, Mongolian, Manchu (Handbook of Oriental Studies = Handbuch der Orientalistik. Section 8, Central Asia; 20) / by Igor de Rachewiltz and Volker Rybatzki; with the collaboration of Hung Chin-fu. p. cm.. — 2010. — С. 7.
  88. ^ Мудрак О. А. Классификация тюркских языков и диалектов: (с помощью методов глоттохронологии на основе вопросов по морфологии и исторической фонетике).(Orientalia et Classica. Труды Института восточных культур и античности. Вып. XXIII). — Российский государственный гуманитарный университет, 2009. — 191 с.
  89. ^ Мадуров Д. Ф. Предметы Василицкого клада. Интерпретация // Музейнi читания. Матеріали науковой конференцii «Ювелірное мистецтво — погляд крёзь віки». 12-14 ноября 2012 г.. — Музей исторических драгоценностей Украины, филиал Национального музея истории Украины, 2013. — 183-193 с.
  90. ^ Егоров Н. И. Праздники и календарные обряды // Скворцов М. И. Культура чувашского края. Ч. 1. — ЧКИ, 1994. — 176 с.
  91. ^ 1, 2 Мессарош Д. Памятники старой чувашской веры / Пер. с венг. — 2000.
  92. ^ Енькка Е. В. Земледелие: система, культуры, орудия труда // Родной край. Материальная и духовная культура чувашского народа XVI—XIX веков — учебное пособие для 6–7 классов. — Чувашское книжное издательство, 2009. — 247 с. — ISBN 978-5-7670-1646-4.
  93. ^ Сельское Хозяйство. www.gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  94. ^ Повествование о чувашах — Ремёсла. www.gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.
  95. ^ Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  96. ^ Чувашский национальный конгресс. www.old-culture.cap.ru (20 пушӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ.

Библиографи

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем