Анатри чăвашсем
РАН экспертизи
РАН экспертизи


тӗрӗслесе тухнӑ
Анатри чӑвашсем | |
---|---|
Хальхи ят | анатри |
Йышӗ тата ӑҫта сарӑлнӑ | |
Сӑнласа пани | |
Чӗлхе | чӑваш чӗлхи |
Тӗн | православи, халӑх тӗнӗ |
Йышне кӗрет | чӑвашсем |
Тӑванла халӑхсем | тутарсем, марисем, бесермяне[1] |
Ӑҫтан тухнӑ | пӑлхарсем, сӑварсем, пӑртассем, тĕрĕксем |
Анатри чӑвашсем (анатри) — чӑваш халӑхӗн этнографи ушкӑнӗ. Этнографсемпе виҫӗ кӗҫӗн ушкӑна уйӑраҫҫӗ: ҫурҫӗр (Энӗшпе Вӑрӑм хушшинче); вӑрман хӗрри е анӑҫ (Аслӑ Пӑла тата Хырла хушшинче); кӑнтӑр е хирти (Кӗтнепе Хырла хушшинче)[2].
Территорийӗ
Анатри чӑвашсем пурӑнакан вырӑн анат енчи чӑвашсем пурӑнакан вырӑнпа чикӗленет, куҫакан зона Вӑта юханшывӗн хӗррипе вырнаҫнӑ. Анатрисен йышне Чӑваш Енӗн кӑнтӑр районӗсем тата Тутарстан Республикипе Чӗмпӗр облаҫӗ ҫывӑхӗнчи районсем кӗреҫҫӗ.
19-мӗш ӗмӗрте территорие Ҫӗрпӳ уесӗн кӑнтӑр пайӗ тата Чӗмпӗр, Пӑва, Теччӗ уесӗсен ҫурҫӗр ҫӗрӗсем кӗнӗ[3].
Пулса кайни
Хирти кӗҫӗн ушкӑн XVI ӗмӗрте Хусана илнӗ хыҫҫӑн патша администрацийӗ хӗснипе Чӑваш Енӗн тӗп районӗсенчен, Приказаньерен тата Заказаньерен тухнӑ ҫынсенчен, ҫавӑн пекех территорие ирӗклӗ колонизациленипе йӗркеленнӗ. Хусан ханлӑхӗн тапхӑрӗнче анатри чӑвашсем икӗ кӗҫӗн ушкӑна пайланнӑ, вӗсен хӑйне евӗрлӗхне чӗлхе тата ытти паллӑсем тӑрӑх палӑртаҫҫӗ: анат енчисем тата анатрисем. Анатарисем тухӑҫ енчи кӳршисемпе — тутарсемпе — этнокультура тӗлӗшӗнчен ытларах ҫыхӑннӑ. XVI ӗмӗр варринчен пуҫласа, чӑвашсем вырӑс этносӗ хӗснипе кӑнтӑрти хир районӗсене куҫса килнӗ май, Вӑрӑм юханшывӗнчен кӑнтӑрарах анатри чӑвашсен ҫӗнӗ кӗҫӗн ушкӑнӗ йӗркеленнӗ— хирти[4].
П. Н. Третьяков ЧАССР территорийӗнче ҫӗр чавса шыранӑ хыҫҫӑн чӑваш ҫӗрӗсен кӑнтӑр-тухӑҫ пайӗ, анатрисен тӑрӑхӗ, Пӑлхар патшалӑхӗн йышне кӗнине палӑртнӑ. Ӑна чикӗ валӗсемпе уйӑрнӑ, ун ҫинче пӑлхарсен феодаллӑ аслӑ сийӗсем ларнӑ, вирьял чӑвашӗсем вара ҫав чикӗ тулашӗнче пулнӑ. Совет востоковечӗ, историк-арабисчӗ, этнографӗ А. П. Ковалевский ҫырнӑ тӑрӑх, монгол-тутарсем тапӑнса килсен тата XIII—XIV ӗмӗрсенче пӑлхар патшалӑхне малалла аркатнӑ май халӑх Кама леш енне ҫурҫӗрелле кӑна мар, чӑвашсем пурӑнакан анӑҫри вырӑнсене те тарса килнӗ, ҫакӑ кунта пӑлхар элементне татах та вӑйлӑлатма пулӑшнӑ. Этнографи даннӑйӗсем ҫавӑн пекех, пӗр енчен, чӑвашсен йӑли кунти тӗп халӑхпа авалтанах ҫыхӑннине кӑтартаҫҫӗ, сӑмахран, кӳршӗ ҫармӑссемпе. Тепӗр енчен, уйрӑмах Чӑваш Енӗн кӑнтӑр районӗсенче, хирти халӑхсен йӑлипе ҫыхӑннине кӑтартаҫҫӗ[5].
Антропологийӗ
Анатри чӑвашсен антропологийӗ Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи европеоид ушкӑнӗсемпе ҫывӑх. Краниоскопи тата краниометри анализӗ анатри чӑвашсен, тури чӑвашемпе танлаштарсан, европеоидлӑхӗ ытларах пулнине кӑтартать. Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи халӑхӑн европеоидлӑх ытларах: вӗсен пигментацийӗ тӗттӗм , кӗлетки вӑтам кӑтартуран ҫӳллӗрех, нумайӑшӗн сӑмса кӑкӗ ҫӳллӗрех, пит профилировки вӑйлӑрах. Ҫаксем йӑлтах вӗсенче понт йышши енсене тупса палӑртаҫҫӗ. Первомайски районӗн халӑхӗ патӑрьелсемпе елчӗксенчен лутрарах пулнипе уйрӑлса тӑрать, анчах та вӗсенче те, тури чӑвашсемпе танлаштарсан, европеоидлӑх нумайрах.
Тумтирӗ
Ӳт ҫине тӳрех кӗпе тӑхӑннӑ. Ӑна тӗрлӗ пахалӑхлӑ шурӑ пиртен, унпа мӗн тӗллевпе усӑ курнине, ҫавӑн пекех ҫемье тупӑшне шута илсе, ҫӗленӗ. Шурӑ кӗпесене йӑла-йӗркепе сӑвапланӑ, чӑвашсен пур ушкӑнӗсен те язычество кӗллисене ирттернӗ вӑхӑтра ӑна тӑхӑнмалла пулнӑ. Кӗпене йӳле янӑ, пиҫиххипе ҫыхнӑ. Тури чӑвашсем харӑсах 3 пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ, анатрисемпе анат енчисем — вӗҫне илемлетнӗ пӗр пиҫҫихипе[6].
Чӑвашсемпе тутарсен тумӗнче пӗрпеклӗх самай пулнине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, шупӑр. Вӑл туника евӗр, вӑрӑм ҫанӑллӑ, арки ҫинче вертикаль ҫӗвӗсем тӑрӑх ҫурӑк пур. Кӑкӑрӗ, ҫурӑм тата хулпуҫҫи тӗлӗнчисене йӑлтах геометри орнаменчӗсемпе илемлетнӗ[7].
Анатри чӑвашсен костюмӗ улӑхри ҫармӑссен костюмӗпе пӗр пекрех. Ҫакӑ тумтир формисенче, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсенче, орнаментацире (мотивсем тата мӗнле вырнаҫни) тата костюм манерӗнче палӑрать. Чылай ят та пӗрешкел: кӗпесен кӑкӑр тӗлӗнчи ҫурӑк патӗнчи тӗрри ҫармӑсла та, чӑвашла та мел ятлӑ, хӗрарӑм кӗпин кӑкӑр тӗлӗнчи геометри фигурисем евӗр эрешсем (ромб, тӑваткал, нумайкӗтеслӗх) ҫармӑсла пӧштӱр тата пӧштыр пулать, чӑвашла — пӳштӗр, хулпуҫҫи ҫинчи овал евӗр медальон пек тӗрре ҫармӑсла — колдырмач, чӑвашла хултӑрмач тенӗ (ҫапах та чӑвашла сӑмахӗ тӗрӗк чӗлхинчен тухнӑ, вӑл ҫавӑн пекех чагатай тата азербайджан чӗлхисенче тӗл пулать).[8]
Ҫапла майпа XIX ӗмӗр вӗҫӗчченех тумтире шурӑ пиртен ҫӗленӗ, тӗрӗпе тата хӗрлӗ хӑюсемпе эрешленӗ. Анатри тата анат енчи чӑвашсен кӗписен кӑкӑрӗ тӗлӗнчи пайне час-часах сыпмалла, тӳрӗ кӗтеслӗскер, хушнӑ. Хӗрарӑм кӗпин декорне кӑкӑрӗ тӗлӗнче (кӗскӗ тата сунтӑх), ҫанни тата арки ҫинче тунӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче анатри чӑвашсем, ытти этноушкӑнпа танлаштарсан, кӗпесемпе саппунсене кӑвак тата хӗрлӗ клеткӑллӑ пиртен улача е фабрика пусмисенчен ҫӗлеме тытӑннӑ, вӗсен силуэчӗ сарлакарах пулса тӑнӑ, декорӗ — ҫутӑрах та ула-чӑларах[9].
Ҫиелти тумтирӗ
Каҫсерен тата ҫулла сулхӑн кунсенче чӑвашсем шурӑ хостран ҫӗленӗ ҫӳхе шупӑр е хура тата кӑвак тӗслӗ ҫӳхе сукнаран ҫӗленӗ пустав тӑхӑннӑ. Вӗсене тӳрӗ касса ҫӗленӗ е ҫурӑмӗ кӑшт пилӗклӗ пулнӑ, сылтӑмран сулахаялла тӳмеленнӗ. Шап-шурӑ шупӑра ҫавӑн пекех чӳк тунӑ чухне мӑчавӑрсем тӑхӑннӑ. Ҫапах та шупӑра тата хура тӗслӗ ҫӳхе сӑхмана ытларах тури чӑвашсем тӑхӑннӑ, анатрисем пустав сӑхман кӑмӑлланӑ. Анатри чӑвашсем уяв сӑхманӗсене хура е кӑвак тӗслине ытларах хакланӑ, турисем — шуррипе саррине.
Хӗллехи тумтир — сарӑ тата хура тӗслӗ сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ кӗрӗк. Кӗрӗкӗсене вӑрӑм ҫӗленӗ, пилӗкӗ ҫине хутламсем е пӗрӗнчӗксем тунӑ, ҫухавипе ҫанни ҫинче ҫӑм пулнӑ. Пӗрӗнчӗк мӗн чухлӗ нумайрах пулнӑ, кӗрӗк ҫавӑн чухлӗ ытларах пуянрах шутланнӑ, мӗншӗн тесен кун валли материал ытларах кирлӗ пулнӑ. Чи лайӑх кӗрӗксен ҫухавине, аркӑ хӗррине, кӗсйисене хура пустав, сахьян е мерлушкӑ ярӑмӗпе ҫӗленӗ.
Нӳрӗ ҫанталӑкра е ҫула тухсан сӑхман ҫийӗн хулӑн сукнаран ҫӗленӗ аҫам, юпанчӑ, ҫумӑрлӑх тӑхӑннӑ. Вӗсене тӳрӗ ҫӗленӗ, вӑрӑмӑшӗ — пакӑлчак таран, ҫухави пысӑк пулнӑ. Аҫама йӳле ярса ҫӳренӗ е пилӗкрен пиҫиххипе ҫыхнӑ.
Атӑ-пушмакӗ
Арҫынсемпе хӗрарӑмсем ытларах ҫӑпата тӑхӑннӑ. Арҫын ҫӑпатине пысӑках мар пуҫлӑ, хӗррине лутра туса ҫичӗ пушӑтран явнӑ. Хӗрарӑм ҫӑпатине питӗ тӗплӗ тунӑ: ҫӳхерех 9-12 пушӑтран явнӑ. Анатри чӑвашсем ҫӑпатана пустав чӑлхапа тӑхӑннӑ. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ районӗсенчи (Патӑрьел, Елчӗк) хӗрарӑмсем ҫавӑн пекех пустав кӗске чӑлхапа ҫӳренӗ. Кӑҫатӑна ӗлӗк пуян хресченсем тӑхӑнса ҫӳренӗ. XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа ывӑлне туй валли — сӑран атӑ, хӗр валли сӑран пушмак туянса парас йӑла ҫуралнӑ.
Пуҫ хатӗрӗсем тата эрешӗсем
Чӑваш хӗрарӑмӗсен авалхи пуҫ хатӗрӗсем икӗ ушкӑна пайланаҫҫӗ: пӗркенчӗксем тата калпаксем. Пӗркенчӗк ушкӑнне масмак ҫыхнӑ сурпан (анатри чӑвашсен — сарлакарах, шултра эрешлӗ), чалма тата хӗр пӗркенчӗкӗ кӗреҫҫӗ. Сурпансене илемлетес тата вӗсене тӑхӑнса ҫӳрес тӗлӗшпе чӑвашсен тӗрлӗ этноушкӑнӗнче хӑйсен специфики пулнӑ. Анатри чӑвашсен сурпанӗ вӑрӑм пулнӑ (2,5 метра яхӑн), пуҫа хупланӑ. Вӗсем сурпана пуҫ тутрипе ҫирӗплетнӗ. Масмак ҫинчи эрешсен орнаменчӗ тӗрлӗрен пулнӑ: лашасен, кайӑксен, аҫтахасен кӗлеткисем, чӑваш мифологийӗнчи тӗнче пулса кайнине кӑтартакан орнаментлӑ картинӑсем тата ытти те. Чалмана — ҫӳхе шурӑ пиртен ҫӗленӗ косынкӑна — анатри тата анат енчи чӑвашсем ҫыхса ҫӳренӗ. Вӑл пуҫа йӑлтах хупланӑ (йӑла тӑрӑх, чӑваш хӗрарӑмӗсен ҫӳҫне кӑтартман). Чалма хӗррине тӗрӗпе илемлетнӗ.
Пуҫа тӗрӗпе илемлетнӗ сурпан тата сурпан тутри ҫыхса ҫӳренӗ, XIX ӗмӗрӗн юлашки чӗрӗкӗнченпе вӗсене эрешлӗ пир-авӑрпа хитрелетнӗ. Хӗрарӑм костюмӗ шутне ҫавӑн пекех пуҫа тӑхӑнмалли хушпу (икӗ тӗслӗ) кӗнӗ; хӗрсен тухйи конус евӗр пулнӑ, ӑна вӗтӗ шӑрҫаллӑ шултра эрешсемпе илемлетнӗ. Эрешсене (мӑя, мӑй ҫыххи, алка, тевет тата ыт. те) тенкӗсемпе тата вӗтӗ шӑрҫапа хитрелетнӗ. Пилӗке ҫыхмалли сарӑ пулнӑ, ӑна тӗрӗпе тата ҫӳҫепе капӑрлатнӑ[6].
Ӑнлантарусем
- ^ Гаген-Торн Н. И. Женская одежда народов Поволжья: (Материалы к этногенезу). Чебоксары, 1960. С. 224-225.
- ^ А.А. Трофимов, Е.А. Ягафова, М.Г. Кондратьев, Л.П. Сергеев, П.П. Фокин, Г.Б. Матвеев, Г.Н. Иванов. Низовые чуваши // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 16.09.2021.
- ^ Матвеев Г.Б. Вклад Н.И. Воробьева в районирование этнографических групп чувашей (по данным этнографии) // Историческая этнология. Historical Ethnology. — 2024. — Т. 9, № 5. — .
- ^ Энциклопедия | Низовые чуваши . enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 28 Кӑрлач уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 4 Ҫурла уйӑхӗн 2020 ҫул.
- ^ Ковалевский А. П. Чуваши и булгары по данным Ахмеда Ибн-Фадлана. — Чуваш. гос. изд-во, 1954. — С. 7. — 64 с.
- ^ 1, 2 В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев. История Чувашского края. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1995.
- ^ Tатары и чуваши — ветви одного древа (выр.) (8 Юпа уйӑхӗн 2021).
- ^ М. Р. Федотов. Этимологический словарь чувашского языка. Т. 2.. , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ Энциклопедия | Низовые чуваши . www.enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 26 Ҫу уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 26 Ҫу уйӑхӗн 2022 ҫул.
Çавăн пекех пăхăр
Вуламалли
- Молотова Т. Л. Взаимосвязи марийцев с другими народами по материалам народного костюма. Археология и этнография марийского края. Выпуск 20. — 1991.
- Лукоянов Г. В. Марийские заимствования в чувашском языке. — 1973.
Чăвашсем |
|
---|---|
Культура | |
Кун-çул |
Аслă Пăлхар • Атăлçи Пăлхар • Ылтăн Урта • Хусан ханлăхĕ • Мускав патшалăхĕ • Раççей Империйĕ • СССР • РФ |
Тĕне тытни (алфавитпа) | |
Вырнаçу | |
Тĕрлĕрен |