Хырла (юханшыв)
Хырла | |
---|---|
Характеристика | |
Тăршшĕ | 91,5 км |
Бассейн лаптăкĕ | 1005 км² |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | Ясная Поляна |
Шыв вăрри | Сĕве |
Вырнаçни | |
Патшалăх | Шаблон:Ялавлани/ |
РПШР | 08010400612112100002508[2] |
Хырла (Хырлă), — юханшыв, Сĕвен сулахай юппи. Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнче пуçланать те Шăмăршă районĕн çурçĕр енчи çĕрĕсем тăрăх юхать те Тутарстанра Сĕвене юхса кĕрет. Пĕтĕмĕшле тăршшĕ 91,5 çухрăм, Чăваш Енри — 37,5 çухрăм. Пĕтĕмĕшле бассейн лаптăкĕ 1005 км2, Чăваш Енре — 510 км2.
Шыв кадастрĕнч номер 8010400612112100002508. Чи пысăк юпписем: Мăн Хырлапа (29,2 çухрăм) Кĕçĕн Хырла (17 çухрăм).
Хырла çинче Пăва хули ларать.
Хырла çумĕнчи ялсем
- Ясная Поляна
- Карапай-Шăмăршă
- Хайпăла
- Васан
- Палтиел
- Тăрăн
- Патирек
- Палтиел
- Ырлăх
- Христах
- Тимпаел
- Яманчурел
- Мăкăр
- Протопопово
- Рункă
- Альших
- Мулланур-Вахитов
Шыв усравĕ
Патăръел, Шăмăршă тата Кăçал районĕсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме Хырла çинче 15 млн м3 калăпăшлă шыв усравне тăваççĕ. Вăл Палтиел ялĕнчен 1 км çурçĕрĕлле, Патирек ялĕнчен 3 км турирех вырнаçнă.
Виçисем:
- Калăпăшĕ - 15 млн м3 .
- Шыв лаптакĕ - 4,26 км2.
- Пĕве – тăпраран купаланă, çиелтен транспортпа çӳреме пулать.
- Капитальность класĕ – III.
- Тăршĕ - 1938,0 м.
- Сарлакăшĕ - 8,0 м.
- Çӳллĕшĕ – 15 м таран.
- Шыв юхтармалли – шахтăллă, хупă, пăрăхлă, тĕпĕнчен шывне кăларакан, автоматлă ăçлекен.
- Шывне кăлараканни хупă, пăрăхлă, насос патне пама май паракан.
Шыв усравне «Институт» Чувашгипроводхоз» ХАУ проекчĕпе тăваççĕ. 2005 çулта ĕçлеме пуçланă.
Шывпухине 2010 çулта тултарма тытăнаççĕ Шывпуххи Патăръел, Шăмăршă тата Кăçал районнĕнчи 84 яла шывпа тивĕçтерекен системăн пуçламăш тапхăрĕ пулса тăрать.
Туризм
Ейӳ вăхăтĕнче байдаркăсемпе кайма май пур. Маршрут М.127 - Патирек-Пăва-Сĕве хули. 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
- С.Э.Дринёв "Канал 5+" телекомпанине Хырла çинчи шывпуххи çинчен панă интервью (вырăсла)
- Шывпуххи тунă вырăнти ӳкерчĕкĕсем
- Раççей шыв кадастрĕ
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. Вып. 1. Нижнее Поволжье / под ред. О. М. Зубченко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 287 с.
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. Вып. 1. Нижнее Поволжье / под ред. О. М. Зубченко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 287 с.