Гаген-Торн Нина Ивановна
Нина Ивановна Гаген-Торн ( 1900 ҫулхи раштав уйӑхӗн 2 (15)-мӗшӗ, Санкт-Петербург — ҫӗртме, 4 1986, Пушкин) — вырăс этнографĕ, историкĕ, сăвăçи тата мемуар-çыравçи.
Кун-çулĕ
Вырăсланнă швед, Иван Эдуардович Гаген-Торн çемьинче, çуралнă.
Петроград университетĕнче вĕренсе тухнă (1924). Çурçĕр халăхĕсен институтĕнче, Антропологипе этнографи институтĕнче тата ур. çĕрте ĕçленĕ. Атăлçи халăхĕсен культура, фольклор тата этнографи ыйтăвĕсене тĕпченĕ. Истори ăслăлăхесен кандидачĕ (1946).
1936 çулта ăна аресленĕ, 58-10/2 статьяпа айăпласа 10 çуллăха лагере хупнă; Колымара асапланнă (1942 ç. ирĕке кăларнă). 1947 çулта тепĕр хут аресленĕ те 5 çуллăха лагере хупнă; Мордовире ларса тухнă. Хыççăн Ҫӗпӗре пурăнма янă.
1954 çулта таврăннă, 1956 çулта таса ята тавăрнă.
1955—1977 çулсенче СССР ĂА Ленинград уйрăмĕн Н. А. Миклухо-Маклай ячĕллĕ этнографи институтĕнче ĕçленĕ. Этнографи тĕпчев ĕçĕсемсĕр пуçне «Слово о полку Игореве» кăссайăн хăшпĕр тĕттĕм кĕтесĕсене çутатса парасшăн тăрăшнă.
Н.И. Гаген-Торн ача-пăча, çамрăклăх, тĕрмери мемуар прозине хайланă. Нумай çул хушши сăвăсем çырнă. Н. И. Гаген-Торнăн «лагерь» поэзийĕ А. Барковăн, В. Шаламовăн, Ю. Домбровскин тата ур. ĕçĕсемпе пĕр шайрах тăрать.
Ленинград облаçĕнчи Мăн Ижорăра пытарнă.
Ĕçĕсем
- Гаген-Торн Н. И. . — М.: Наука (ГРВЛ).
- Гаген-Торн Н. И. Женская одежда народов Поволжья. Шупашкар, 1960.
- Гаген-Торн Н. И. Memoria / Сост., предисл., послесл. и примеч. Г. Ю. Гаген-Торн. М.: Возвращение, 1994.
- Подборка избранных стихотворений 2006 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
- В "Энциклопедии Санкт-Петербурга"( ӗҫлемен каҫӑ)
- В Энциклопедии "Слова о полку Игореве"
- На сайте "Воспоминания о ГУЛАГе" 2007 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче архивланӑ. (с ошибочной датой рождения!)
- Галина хĕрĕн асаилĕвĕсем