Мордва Республики
| Çак статьяна е уйрăма чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнса çĕнĕрен çырмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Мордва Республики (мăкшӑ Мордовия Республиксь, ирçе Мордовия Республикась, выр. Республика Мордовия), — Раççей патшалăхӗн Атăлçи федераллă округне кĕрекен республика. Тĕп хули — Саранск. Республикăн патшалăх чĕлхисем: ирçĕпе мăкшă чĕлхисем, вырӑс чӗлхи.
1930 çулхи нарăсăн 10 Мордови автономи облаçне йĕркеленĕ, 1934 çулхи раштавăн 20 Мордови АССР ятне панă, 1990 çултанпа вара Мордови Республики ятлă.
Мордва Республики Чулхула, Ульяновск, Пенза, Кисан облаçĕсемпе тата Чăваш Енпе юнашар вырнаçнă.
Административлă пайĕсем
- Ардатов районĕ
- Атюрьевски районĕ
- Атяш районĕ
- Большеберезниковски районĕ
- Большеигнатовски районĕ
- Дубенски районĕ
- Ельниково районĕ
- Зубово-Полянски районĕ
- Инсар районӗ
- Ичалкă районĕ
- Кадошкински районĕ
- Кочкуровски районĕ
- Краснослободски районĕ
- Лĕмпĕр районĕ
- Ромодановски районĕ
- Старошайговски районĕ
- Темников районĕ
- Теньгушевски районĕ
- Торбеевски районĕ
- Чамзински районĕ
Культура, çутĕç
| Статьян çак пайне халлĕхе çырман. РУВИКИне хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тавралăхĕ
Халăхĕ
Халăх йышĕ — 840 400 çын (2008)(856 800 çын 2006) (866 600 — 2005). Йышлăхĕ — 32,2 çын/çм² (2008)(32,7 çын/çм² 2006), хулара пурăнакансем —59,8 % (2008)(59,2 % 2006) (58,9 % — 2005).
Наци шучĕпе
| Халăх | Йышĕ, 2002 çулта, пин |
|---|---|
| Вырăссем | 540 717 (60,8 %) |
| Мордвасем | 283 861 (31,9 %) |
| Тутарсем | 46 261 (5,2 %) |
| Украинсем | 4 801 (0,5 %) |
| Урăххисем | 13 126 (1,5 %) |
Мордвасем, — экзоэтноним, çак палăртупа Мордва Республикинче пурăнакан халăхсене кăтартаççĕ. Тĕрĕссипе, республикăра пурăнакан халăх мăкшăсем ирçесем çине пайланать.
Кашни йышĕн хăйĕн чĕлхи пур, хăйĕн йăли-йĕрки тата ытти уйрăмлăхĕсем. Вĕсем хушшинче тата икĕ пĕчĕк юшкăн пур. Ку терюхансем тата каратайсем. Пĕрремĕшсем XIX ĕмĕртех вырăс чĕлхине вĕреннĕ хыççăн вырăссем хушшинче çухалнипе пĕрех. Теприсем Тутарстанра Атӑлăн сылтăм енчи çыран хĕрринчи виçĕ ялта пурăнаççĕ, тутарла тата вырăсла калаçаççĕ.
Халăх йышĕ 1970 çулхи халăх çыравĕпе 1 263 пин çынна танлашнă. Кун чухне мăкшăпа ирçене уйăрман, пĕрле шутланă. 2002 çулхине Раççейре пурĕпе 843,4 пин мордва халăхĕ пурăннă. Мăкшасем 49,6 пин çын пулнă, ирçесем — 84,4 пин çын.
Вуламалли
| Статьян çак пайне халлĕхе çырман. РУВИКИне хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Каçăсем
- Мордва халăхĕн кун-çулĕ (выр.)
- Патшалăх тытăмлăхĕн серверĕ
- Мордва Республики «Вся Россия» хыпар кĕнекинче 2008 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- «Мордовия» ФК
| Ку Мордва Республики географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |