Чăваш кухни
Уйрăмлăхĕсем
Чăваш кухнине çине вырăс, тутар, удмурт, мари кухнисем сĕм янă пулсан та, халăх йăлинчи хăйне палăртакан йĕрсене хăварнă. Чăваш кухнине кĕрекен тĕп çимĕç - пахча çимĕçĕ. Чăвашсем тахçантанпах çĕр ĕçĕпе тата выльăх ĕрчетне. Аш ытларах хĕлле çинĕ, ун чухне çутăпа холодильник пулман. XIX ӗмӗрĕн вĕçĕнче çĕрулми çиме тытăннă. Унсăр çырла, кăмпа, мăйăр та çисе пурăннă.
Яшкасем
Тĕрлĕрен яшка: техĕмлĕ аш яшки е пулă бульонĕ, çăра аш яшки (шӳрпе), серте яшки, сĕт яшки, турăх яшки (сивĕтнĕ яшка).
Çăкăр
Чăваш çăкăрсăр пĕртте апатланмасть, темелле. Халăх хăй тĕнĕпе пурăннă саманара çăкăр сăваплă çимĕç шутланнă, ăна çемьере аслисем кăна касма тивĕç пулнă.
Чустаран пĕçернĕ çимĕçсем
Чăвашсем ĕлĕкренех кĕрпе, çырла, пахча çимĕç, тăпăрч, аш е пулă (хуплу) кукăльне пĕçереççĕ. Çĕрулми йăлана кĕрсен, унран пашалу тата пӳремеч хатĕрлеме тытăнаççĕ. Çатма çинче пахча çимĕç икерчи пеçернĕ.
Аш çимĕçĕсем
Сĕт çимисем
Ĕçмесем
Чăвашсем сăра вĕретме XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче тытăннă. Чăваш сăрине урпа е ырашран пĕçернĕ. Шупашкарта сăра музейĕ ĕçлет.
Вуламалли
- Сергеева Евгения Валерьевна. ТРАДИЦИОННЫЕ МУЧНЫЕ ИЗДЕЛИЯ В СИСТЕМЕ ЖИЗНЕОБЕСПЕЧЕНИЯ ЧУВАШЕЙ И МАРИЙЦЕВ 2018 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче архивланӑ..
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Чувашская кухня. Портал чувашской культуры. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- Даниил Головин. Чувашская кухня. кулинария России. KEDEM.RU. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.