Шӳрпе

Шӳрпечăвашсем выльăх-чĕрлĕх пуссан пӗçерекен апат. Ҫăра мар тата ӳпке-пӗвертен, какайран хатӗрлекен яшка. Какайсăр пӗçернӗ яшкана шÿрпе темеççӗ. Шÿрпе чăвашсен наци апат-çимӗҫӗ шутланать, ăна ятарласа какай шÿрпи тесе палăртаççĕ[1].

undefined

Этимологи

Шӳрпе — авалхи кӑк иран чӗлхинчен тухнӑ (шурпа) сӑмах. Унпа пӗр тымарлӑ сӑмахсем шӳрпе, шурба, шурпа, шулма, шурма, сорпа, шерба, монгол тата тӗрӗк чӗлхиллӗ пур халӑхӑн та анлӑ сарӑлнӑ сӑмах[2].

Уйрӑмлӑхсем

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кунашкал яшкана чӑвашсем пысӑк уявсенче е выльӑх-чӗрлӗх пуссан хатӗрленӗ. Мӗн чухлӗ чӗрӗ апат-ҫимӗҫ, ҫавӑн чухлӗ яшка тутлӑрах пулать. Хӑш-пӗр чӑвашсем кун пек яшкана ҫӗрулми те яраҫҫӗ. Анчах ҫӗрулми ярас йӑла каярах пулса кайнӑ.

С ем авал кӗрпепе аш кӑна янӑ, каярах, Акатуйсенче, кӗрпепе тата ӳпке-пӗверӗпе кӑна усӑ курма пуҫланӑ, мӗншӗн тесен ашне сутнӑ, унтан, ӗмӗр каярах — хуласене панӑ, ку колхоз вӑхӑтӗнче пулнӑ.

Анатри чӑвашсем час-часах шӳрпе пӗҫерекен хурана вӑйсӑрланнӑ та ватӑлнӑ автана та янӑ.

Шӳрпе темиҫе ӗмӗр каяллах пысӑк уявсенче, уйрӑмах Питрав кунӗнче, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, тӗп апат пулнӑ, — ун чухне така чикесси йӑлара пулнӑ. Пӗтӗмӗшпе илсен, нумай чӑваш ялӗнче халӗ те пысӑк кӗреке шӳрпесӗр иртмест[3].

Рецептсем

Чӗре — 200 г, пӗвер — 100 г, ӳпке — 200 г, мӑнхырӑмлӑх — 150 г, пуҫлӑ сухан — 200 г, укроп, тӑвар, пӑрӑҫ, ыхра — тутине кура.

Малтан ӳпке-пӗверне тӗплӗн тирпейлеҫҫӗ, сурӑх ашӗн шӑнӑрӗсене, ҫуллӑ сийӗсене сӳсе илеҫҫӗ. Унтан вӗсене вӑтам калӑпӑшлӑ тӑваткалӑн касаҫҫӗ те сивӗ шыва яраҫҫӗ, шыв какая йӑлтах хупламалла. Вӑйлӑ ҫулӑм ҫинче яшкана вӗреме кӗртеҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ҫулӑма чакараҫҫӗ те тата 40-50 минут хушши пӗҫереҫҫӗ. Ҫӗрулмине ҫавӑн пекех тӑваткалӑн касаҫҫӗ, сухана вӗттӗн касаҫҫӗ. Пахчаҫимӗҫе шӳрпене хушмалла, тӑварпа специсем тутине кура ямалла, вара хатӗр пуличчен пӗҫермелле. Антарнӑ чухне кашни порцие вӗтетнӗ ешӗл курӑк тата ыхра ямалла.

Какай шӳрпи

500 г валли: 56 (25) г сысна ури, 50 (25) г чӗре, 22 (12) г пӗвер, 113 (75) г ӳпке, 47 (25) г мӑнхырӑмлӑх, 21 (10) ӗне ашӗ е сурӑх ашӗ, 119 (100) г пуҫлӑ сухан, 5 г вир кӗрпи, 5 г тӑвар, 0,5 г пӑрӑҫ, 5 г симӗс сухан, 5 г ыхра.

1-мӗш вариант. Сысна урисене, мӑнхырӑмлӑха уйрӑмшар пӗҫереҫҫӗ. Шывне тӑкаҫҫӗ. Какайне шӑмӑран уйӑраҫҫӗ, чӗл-чӗл тураҫҫӗ. Чӗрене, пӗвере, ӳпкене, ӗне е сурӑх ашне сивӗ шыва ярса 2-2,5 сехет пӗҫереҫҫӗ, унтан кӑлараҫҫӗ, шӳрпене сӑрӑхтараҫҫӗ. Пӗҫернӗ ӳпке-пӗверне, аша тӑваткаллатса касса бульона хураҫҫӗ, чӗл-чӗл туранӑ сысна урисен какайне, мӑнхырӑмлӑхне хушаҫҫӗ. Вӗреме кӗртеҫҫӗ те ҫуса тасатнӑ вир кӗрпи, тӑвар, вӗттӗн туранӑ сухан хурса хатӗр пуличчен пӗҫереҫҫӗ. Хатӗр пуличчен 5 минут маларах пӑрҫаллӑ пӑрӑҫ, лавр ҫулҫи яраҫҫӗ. Антарнӑ чухне вӗттӗн туранӑ симӗс сухан е укроп сапаҫҫӗ. Вӗттӗн туранӑ ыхра уйрӑммӑн параҫҫӗ.

2-мӗш вариант. 1-мӗш вариантпа хатӗрленӗ пекех хатӗрлеҫҫӗ, анчах вир кӗрпи вырӑнне тӑваткалӑн каснӑ ҫӗрулми яраҫҫӗ.Антипова З. Л., Алексеев В. Н. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ. Чувашская кухня.

Какай шӳрпи канашла

Така е сысна ашне вӑтам тӑваткалсемпе касаҫҫӗ, тӑвар, пӑрӑҫ сапса хӗреличчен ӑшалаҫҫӗ, унтан томат хушса пӗрле 2-3 минут ӑшалаҫҫӗ. Чӗрепе пӳрисене уйрӑмшарӑн пӗҫереҫҫӗ. Чӗрине пӗҫернӗ бульонӗпе усӑ кураҫҫӗ, пӳресенне — тӑкаҫҫӗ. Пӗҫернӗ хыҫҫӑн ҫак ҫимӗҫсене тӑваткаллатса е чӗл-чӗл касаҫҫӗ. Суханпа кишӗре сысна ҫӑвӗпе пӑшӑхлаҫҫӗ. Хатӗрленӗ ҫимӗҫсене (томатпа пӗҫернӗ какай, чӗре, пӳре, сухан, кишӗр) вӗри шыва ярса вӗреме кӗртеҫҫӗ, ҫӗрулмине тӑваткалӑн тураса ярса хатӗр пуличчен пӗҫереҫҫӗ. Вӗҫӗнче тӑвар, лавр ҫулҫи хушаҫҫӗ. Ҫинӗ чухне симӗс сухан хураҫҫӗ.Антипова З. Л., Алексеев В. Н. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ. Чувашская кухня.

Какай шӳрпи кӗҫӗнарапуҫла

Ӳпке-пӗверсӗр, сурӑх какайӗпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Сурӑх кӳлепине йӑлтах тӑваткаллатса тураҫҫӗ, шывра 2-2,5 сехет пӗҫереҫҫӗ. Унтан вӗтӗ тӑваткалӑн туранӑ сухан хушаҫҫӗ. Вӗҫӗнче тӑвар, пӑрӑҫ, лавр ҫулҫи яраҫҫӗ. Шултра шӑмӑсемпе усӑ курмаҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра кӑвайт ҫинче пӗҫереҫҫӗ. Хӗллехи вӑхӑтра — паварта (лаҫра) пысӑк чукун хуранра.Антипова З. Л., Алексеев В. Н. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ. Чувашская кухня.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Анна Бабкина. Топ-10 блюд чувашской кухни: хуплу, шурпе и другие (выр.). Моя планета (16 кӑрлачӑн 2025).
  2. ^ Чувашская кухня: супы/ Мясная похлебка (шӳрпе) (выр.). Цифровая библиотека чувашского наследия «Наследие Чувашии». Национальная библиотека Чувашской Республики.
  3. ^ Чувашская кухня в 10 главных блюдах. Шӳрпе (выр.). Журнал VisitVolga (4 ҫӑвӑн 2023).

Вуламалли

  • Чӑваш кухни / сост. Н. М. Анисимова, П. В. Сымкин. – Чебоксары: Издательство «Чувашия», 1992.
  • Е. В. Сергеева. Традиционная кухня и застольный этикет чувашей (конец XIX — начало XXI в.) анатри чӑвашсен этнографи ушкӑнӗн материалӗсем тӑрӑх истрикӑпа этнографи тӗпчевӗ. — Чебоксары: Фонд историк-культурологических исследований им. К. В. Иванова, 2015. — 172 с.
  • Чуваши их соседи: этнокультурный диалог в пространственно-временном континууме: материалы межрегиональной научно-практической конференции (г. Чебоксары, 15-16 ноября, 2011) / сост. Отв. Ред. В. П. Иванов. – Чебоксары: ЧГИГН, 2012. – 312 с.
  • Антипова З. Л., Алексеев В. Н. Чӑваш апачӗ-ҫиҫӗмӗ. Чӑваш кухни. — Чебоксары: ГУП Чувашской Республики «Чувашское книжное издательство» Минкультуры Чувашии, 2007. — 206 с.
  • Чӑваш ен культури. I пайӗ: Вӗренӳ пособийӗ /В. П. Иванов, Г. Б. Матвеев, Н. И. Егоров тата ыт. те / Сост. М. И. Скворцов. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1995. – 352 стр. – 91 стр.