Сурхури

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Сурхури — хӗллехи вӑхӑтра кун таврӑннӑ тапхӑрта палӑртаркан чӑвашсен авалхи уявӗ. Славянсен «Сурваки» (Нова година) уявӗпе пӗр килет.

Сурхурине ытларах чухне ҫветкене уявланине пекех пӗр эрне уявлаҫҫӗ. Христиан тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн ку уяв христиансен Раштавӗпе пӗр вӑхӑта килнӗ, ӑна Кӑшарниччен уявлама пуҫланӑ.

Ячӗ

Уяв ячӗн этимологийӗ питӗ ансат — вӑл «сурӑх урине» пӗлтерет. Ҫак уяв кунӗнче пурте юмӑҫ пӑхнӑ, вӗсенчен пӗринче, сӑмахран, тӗттӗм витере сурӑх уринчен тытнӑ, енчен те шурӑ сурӑх лекнӗ пулсан, упӑшки е арӑмӗ сарӑ ҫӳҫлӗскер пулассине пӗлтернӗ, хура сурӑх пулсан — хура ҫӳҫлӗскер. Ячӗ ҫакӑнтан тухнӑ.

Уявлани

Уяв йӑли-йӗрки ритуаллӑ ӗҫсенчен ҫыхӑнса тӑрать — ҫӗр ӗҫӗнче тата выльӑх-чӗрлӗх усранинче, ҫамрӑксем хӑйсен пулас арӑмӗпе упӑшкисене суйланӑ май юмӑҫ пӑхни тата ҫитес ҫулталӑк валли ырлӑх ыйтни. Уяв цеременисемпе иртнӗ, «Сурхурин» эпитечӗсенчен пӗри «Хӑратмалли кун» шутланнӑ, ҫак эрнере чӑваш ачисем тӗрлӗ усал-тӗсел тумне тӑхӑнса каҫхине урамсем тӑрӑх ҫӳренӗ, ҫуртсен чӳречисене шакканӑ, шӑв-шав кӑларнӑ, чан ҫапнӑ, юрӑ юрланӑ, ташланӑ, иртен-ҫӳрене хӑратнӑ. Чӳречерен шакканӑ май ҫамрӑксем Америкӑри хэллоуин уявӗнчи пекех ыйтнӑ: пылак-и, усал-и? Вӗсем, тӗпрен илсен, кукӑль, кӗрпе, пӑрҫа, ҫу, тӑвар, ҫамрӑксем ҫавӑн пекех хӑмла тата салат ыйтнӑ. Кил хуҫисем хыткукарлансан йӑла-йӗркене хутшӑнакансем шӳтлӗ те йӗплӗ юрӑсем юрланӑ, тата, сӑмахран, лаша ҫунине утӑ капанӗ тӑррине сӗтӗрсе лартма, вутӑ купине салатма, вак усал ӗҫсем тума пултарнӑ. Ҫапла вара, «Сӗрен» уявӗнчи пекех усал сывлӑшсене хӑваласа янӑ, тепӗр май каласан тӗттӗм каҫсене хӑваласа янӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн ҫутӑ кунсем ӳсме, каҫсем кӗскелме пуҫланӑ.

Ҫав вӑхӑтрах юмӑҫ яни те пулнӑ:

  • Сурӑх ури — тӗттӗм витере сурӑх уринчен тытнӑ, хӑш тӗс ҫакланни кӗрӳ каччӑ е хӗр сарӑ е хура ҫӳҫлӗ пулассине палӑртнӑ.
  • Ҫӗрӗ яни — ҫӗрӗсене шыва яни, ун хыҫҫӑн кам кама качча каяссине палӑртнӑ.
  • Кӗҫатӑ пени – ҫӑматӑ ывӑтни, ӳкнӗ хыҫҫӑн сӑмси хӑш еннелле кӑтартни тӑрӑх шӑпа пӳрнӗ ҫын хӑш енче пурӑннине палӑртнӑ.

Ӑҫтан килнӗ

Уяв авалхи пӑлхарсенчен килнӗ пулас: Сурваки уявӗнчен е Сӑрвакане (Сурӑх кунӗ) йӑларан.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Скворцов М. И. Культура чувашского края. Чебоксары, 1995. ISBN 5-7670-0697-0.

Каҫӑсем


Юмăç пăхни Чăваш халăхĕн авалтан пыракан уявĕсем тата йăли-йĕрки Чăваш Ен ялавĕ

Авăн сăри | Автан сăри | Акатуй | Ача ят хуни | Вăйă | Вырма | Ĕрет | Ĕçкĕ-çикĕ | Карта чӳкĕ | Кăшарни | Кĕр сăри | Мункун | Никĕс пăтти | Ниме | Пуса сăри | Сĕрен | Сурхури | Çăварни | Çăнăхта | Ҫимӗк | Çинçе | Туй | Улах | Учук | Хăмпăлча | Хĕр сăри | Чӳк | Чÿклеме |