Вырма

Вырма – ҫитӗннӗ тырпула пухса кӗртмелли йывӑр та яваплӑ тапхӑр. Ӗлӗк тырра ҫурлапа вырнӑ. Кирек мӗнле ӗҫе пурнӑҫланӑ чухнехи пекех ӗҫҫи пуҫланас умӗн чӳк ирттернӗ, Турра тав туса, пулӑшма ыйтса кӗлӗсем каланӑ. Вырман хӑйӗн йӑли-йӗрки пулнӑ.

Ячӗ

Ҫулла ҫӗр ҫинче ӗҫлекен чӑваш халӑхӗшӗн йывӑр тапхӑр пулнӑ: акнӑ ҫимӗҫе ӳстермелле, унтан пухса илмелле. Питрав иртсен утҫи пуҫланнӑ. Утӑ ҫулса пӗтернӗ тӗле тырӑ пиҫсе ҫитнӗ — вырма пуҫланнӑ. Вырма пӗтсен – авӑн.

Чӑваш халӑхӗ уйӑх ячӗсене те ӗҫ-хӗлне тата пурнӑҫ йӑли-йӗркине кура панӑ, ҫуллахи уйӑх ячӗсем ҫӗртмеутӑҫурлаавӑн шӑпах ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ.

Вырма «выр» ӗҫе пӗлтерекен сӑмах ҫумне «-ма» аффикс хушса пулнӑ.

Йӑла-йӗрки

Вырмана тухас умӗн

Пӗр-ик кун маларах ӗҫ пӑтти лартнӑ: мунча кӗнӗ, лайӑх апатланнӑ. Вырмана чипер ирттерсе ярас тесе чӳк тунӑ: пашалу, пӑтӑ, ҫӑмарта пӗҫернӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче сӑра вӗретсе, икерчӗ пӗҫерсе, тӑвансене пухса, вилнисене асӑнса чӳк тунӑ.

Ҫемьери чи ҫӑмӑл алӑлли ҫав кун ана ҫине кайнӑ, пӗр ывӑҫ (е темиҫе туна) тырпул вырса илсе пуҫ урлӑ ывӑтнӑ, Турӑран ырлӑх-сывлӑх ыйтса тав тунӑ[1]. Темиҫе кӗлте вырса ҫыхнӑ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ.

Хӑш-пӗр ялсенче «ҫурла кӑларма» (хывма) ҫемйипех тухнӑ. Пилӗк ан ыраттӑр тесе малтан каснӑ хӑмӑлтан пиҫиххи туса пилӗке ҫыхнӑ, тырпул лайӑх пухса кӗртме Тураран пил ыйтнӑ. Ҫав кун нумай ӗҫлемен.

Хӑш-хӑш вырӑнта ҫурла кӑларма ялӗпе суйласа илнӗ хисеплӗ те ӗҫчен ҫынна янӑ – кӑмӑллӑ ҫын пуҫласан вырма ӑнать тенӗ[2].

Вырма

Вырмана пӗтӗм ял-йыш ирех тухнӑ. Ҫурлапа тырӑ вырасси йывӑр та вӑхӑтра пурнӑҫламалли ӗҫ, ҫавӑнпа та вӑл вӑхӑтра ялта алла ҫурла тытайман ватӑсем, уксах-чӑлах тата пӗчӗк ачасем ҫеҫ юлнӑ.

Выракансем ана умне ҫитсен ҫурлисене сылтӑм хулпуҫҫи ҫине хунӑ, ҫемье пуҫӗ (ватти) Турӑрарн ӗҫе хӑвӑрт вӗҫлеме пулӑшма ыйтса кӗлӗ каланӑ.

Тырпул пӳрен ана Турри, тырпул пӳрен ана Ырри, пуҫланӑ ӗҫӗме, ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗме ҫитерме парсамччӗ, шухӑшланӑ ыра шухашӑма пурнӑлама парсамччӗ. Ҫурлам алран ан ӳктӗр, тӑпаҫӑм ан хуҫӑлтӑр, кӗлтемсене шӑши ан ҫыпӑҫтӑр, ҫил-тӑвӑл ан ҫавӑртӑр, пӑрла ҫумӑр ан ҫаптӑр, вут-кӑвар ан хыптӑр. Ӳснӗ-пӳрнӗ тыррама пӗрчӗн-пӗрчен пуҫтарма, пӳлмене кӗртсе хума, тирпейлен тыткалама ӑс-хакӑлпа вӑй-хал пасамччӗ. Илнӗ телтен ан иксӗт, панӑ тӗлтен ан сивӗт. Тырпул пӳрен ана Турри, тырпул пӳрен ана Ырри, пуҫӑма тайса пуҫланӑ ӗҫӗме, ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗме ҫитерме ыйтатӑп. Ҫӗклесем пирӗн ӑс-хакӑла, ҫӗклесем пирӗн вӑй-хала.

Пӗрремӗш ҫемьери чи ҫӑмӑлли пуҫланӑ, ун хыҫҫӑн – ыттисем.

Кӑнтӑр апатне ана варрине ларма тӑрӑшнӑ, унсӑрӑн тырӑ ӑнма пӑрахать тенӗ. Канма анана тӑрӑхла выртнӑ, урлӑ выртсан пилӗ ыратать имӗш.

Шӑрӑх вӑхӑтра ял, кил-ҫурт чипер тӑнине тӗрӗслеме яла ачасене юланутпа янӑ, ҫак хушӑра ачи каннӑ та, апатпа сивӗ шыв та илсе килнӗ, кил-хуралтӑна тӗрӗсленӗ, ялти хыпар-хӑнара пӗлнӗ. Вырма хуҫи (кил пуҫӗ) ача-пӑчапа яш-кӗрӗме кӑштах канмалӑх «сысна кӑнтӑрли», «явкай», «хуп кӗпер» туса панӑ. Каннӑ хушӑра ача-пӑча, ҫамрӑксем выляса-шӳтлесе илнӗ:

Ана, мана вӑйна пар,

Вӑйна пар та хӑйма пар, Хӑйма ҫисен вӑй кӗрет, Какай ҫисен юн вӗрет! Ана, мана вӑйна пар, Утмӑл патман тыра пар, Урхамах пек утна пар, — Парне парсан ӗҫ вӗрет,

Ал-урана сип кӗрет!

Ана вӑйне илни

Пуҫланӑ анана вырса пӗтерсен вӗҫӗнче пӗр ывӑҫ пек – ана пайне – вырмасӑр хӑварнӑ. Кайранхи кӗлтисене хӗвелтухӑҫ еннелле хурса пурте унталла пӑхса ларса ана вӑйне — вӑя каялла тавӑрма — ыйтнӑ. Кашни выракан хӑйӗн кӗлти ҫине ларнӑ.

Ана, вӑйна пар. Пилӗке-ҫурӑма кантар, аллӑма-урама канлӗхне пар. Киле пырсан хӑйма пар. Хутаҫ тулли укҫа пар. Нӳхреп тулли сӑра пар.

Ҫурла ҫыххи

Пур тырпула вырса пӗтерсен ҫурла ҫыххи тунӑ. Анари юлашки тырра пӳрт лаптӑкӗ пысӑкӑш хӑварса кайран пӗтӗм ҫемйипе килсе вырнӑ. Пуҫламан ҫӑкӑрпа пӑтӑ (анат енчи чӑвашсем пӑтӑ вырӑнне чӑкӑт) илсе пынӑ. Вырмасӑр хӑварнӑ лаптӑк тавра кӗлтесем ҫине ларса тухнӑ. Ҫемьере ватти ҫӑкӑр сӑмсине, чӑкӑт татӑкне ҫурла вӗҫӗпе ҫӗре чавса чикнӗ, кӗлӗ каланӑ, тырпула ӗрчевлӗ ӳстерме пулӑшнӑшӑн Турра, Ҫӗр амӑшне, Ҫӗр ашшӗне тав тунӑ, пухнӑ тырра чипер упрама пулӑшма ыйтнӑ[2].

Эй, Турӑ, ҫак анана ӗмӗр ҫӑкӑрлӑ ту, эпир сана мӑн ҫӑкӑр сӑмси парӑпӑр, асӑнӑпар, пур ачам-пӑчампа, килӗм-йышӑмпа асӑнӑпӑр, килес ҫул тата халӑхран малтан пӗтерме пар пире, ҫырлах, Турӑ, тырӑ-пулӑ ҫуратан Турӑ, сана халӗ мӑн ҫӑкӑр паҫласа асӑнапар, хӗле кӗрсен ҫӗнӗ тырӑпа сӑра туса асӑнӑп.

Ҫӗр Ашшӗ, ҫӗр Амашӗ, ҫӗрти валӗ, ҫӗр йышӗшӗн сирӗн пай, хӑвӑр кӑкӑр ҫине чиксе хӑваратӑп сирӗн пая.

Турра тав туса кашни ҫын пуҫне виҫшер хӑмӑл ҫӗре чавса чикни те пулнӑ.

Кил хуҫи пурин ҫурлине пӗрле пуҫтарса ҫыхнӑ та хыҫалалла ывӑтнӑ: камӑн ҫурли уйрӑммӑн ӳкнӗ, ҫав ҫын вилет, салтака е качча каять тесе ӗненнӗ. Унтан «ҫурла ҫыххи» туса ирттернӗ, ку йӑла-йӗрке тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗрен пулнӑ.

Вырма пӗтсен Турра, Ҫӗр амӑшне, Ҫӗр ашшӗне тав тунӑ чухне ҫӑкӑрпа, чӑкӑтпа пӗрле ҫурла та чавса чикнӗ.

Пӗр ывӑҫ тырпула ҫӗр айне варса хунӑ, тепӗр ывӑҫ тырпулпа ҫурласене пӗрле пуҫтарса ҫыхнӑ та анана чавса чикнӗ. «Кӑҫал Тура пире капла пачӗ ӗнтӗ тата килес ҫул та ҫапла тутӑ вырса илмелле пултӑр», — тенӗ. Анана чавса чикмесен ҫитес ҫул тырӑ пулмасть тенӗ, ҫурласем анана кӳнӗ кучченеҫ пулнӑ.

Ҫурласене тепӗр ҫулччен тырӑ хӑмӑлӗпе чӗркесе упранӑ.

Кӗлӗсем

Вырма пуҫлас умӗн каламалли кӗлӗ

Тырпул пӳрен ана Турри, тырпул пӳрен ана Ырри, пуҫланӑ ӗҫӗме, ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗме ҫитерме парсамччӗ, шухӑшланӑ ыра шухашӑма пурнӑлама парсамччӗ. Ҫурлам алран ан ӳктӗр, тӑпаҫӑм ан хуҫалтар, кӗлтемсене шӑши ан ҫыпӑҫтӑр, ҫил-тӑвӑл ан ҫавӑртӑр, пӑрла ҫумӑр ан ҫаптӑр, вут-кӑвар ан хыптӑр. Ӳснӗ-пӳрнӗ тыррама пӗрчӗн-пӗрчен пуҫтарма, пӳлмене кертсе хума, тирпейлен тыткалама ӑс-хакӑлпа вӑй-хал пасамччӗ. Илнӗ телтен ан иксӗт, панӑ телтен ан сивӗт. Тырпул пӳрен ана Турри, тырпул пӳрен ана Ырри, пуҫама тайса пуҫланӑ ӗҫӗме, ӗмӗтдленнӗ ӗмӗтӗме ҫитерме ыйтатӑп. Ҫӗклесем пирӗн ӑс-хакӑла, ҫӗклесем пирӗн вӑй-хала.

Каҫалӑк кӗлли

Ама Турӑ! Ана умӗнче калатӑп: вӑй-хал пар, пилӗкӗн питтине пар, ҫурла шӑлне пар! Ӗҫленине кура капан ҫумне капан пар, ана тулли ҫӗмел пултар, этем ывӑл-хӗрӗн кӗлет тултӑр! Кӗлет тулли чухне арча тулли пулать, арча тулли чухне кӑмӑл тулать. Илнӗ тӗлтен иксӗлмӗ, пана тӗлтен палӑрмӗ, алӑ-ура вылянсан каснӑ ывӑҫ кататех, ана мала каятех. Пилӗк-ҫурӑма, ал-урана им-юм яр, ҫӑмӑллӑх пар. Ӗмӗтӗмӗр пысӑк, ҫавна ан кӗскет. Хурӑнташ-ӑрусемпе, ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑпа, тус-юлташпа, тантӑш-ҫулташпа тулӑх пуранмалла, вӑхӑчӗ ҫитсен пӗрле хӑналанмалла туса пар. Ҫӑмӑллӑх пар, Ама Турӑ! Ана ҫӑмӑллӑхне пар!

Ӑнлантарусем

  1. ^ Народные праздники (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Чувашский праздник Жатва (Вырма) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Скворцов М. И. Культура чувашского края. Чебоксары, 1995. ISBN 5-7670-0697-0.
  • Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2005. — 446 с.
  • Осенне-зимний цикл // Этнография чувашского народа / Чувашский государственный институт гуманитарных наук ; [Д. В. Егоров и др. ; рук. проекта и науч. ред. В. П. Иванов]. – Чебоксары, 2017. – С. 285-286.
  • Никитин, А. С. Вырма / Александр Никитин // Мир чувашский : [учебное пособие] / А. С. Никитин. – Чебоксары, 2003. – С. 804-805.
  • Календарные праздники и обряды : [жатва] // Чуваши. История и культура : историко-этнографическое исследование : в 2 т. / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; под ред. В. П. Иванова. – Чебоксары, 2009. – Т. 2. – С. 141-142.

Категорисем