Тӗне кӗртни

Тӗне кӗртни (Шыва кӗртни; выр. Крещение; грек βάπτισμαба́птисма — «шыва кӗртни») — христиан чиркӗвӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ йӑласенчен пӗри. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ҫын Чиркӳ членӗ пулса тӑрать, турра ӗненекенсен йышне кӗрет. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑна ҫын Чиркӳри ытти мӗнпур йӑласене, чи малтан, Евхаристине, хутшӑнма май пултарать. Шыва кӗртессин йӑли е шыва кӗнинчен (конфессие кура пӗр е виҫӗ хутчен), е шыва кӗрекен ҫынна шывпа сапнинчен тӑрать. Йӑла вӑхӑтӗнче пресвитер (священник) йышӑннӑ кӗлӗ сӑмахӗсемпе кӗлӗ тӑвать. Шыва кӗртессин йӑлине, пӗлтерӗшне тӗрлӗрен ӑнлантарса пулин те, христиансен пур конфессийӗ те йышӑнать.

Йӑла епле йӗркеленни

Иудейсен твила пур — миквӑра ҫӑвӑнмалли йӑла[1], унпа прозелит иудаизма кӗнӗ чухне кӑна мар, ритуаллӑ тасамарлӑхран нумай хутчен тасалнӑ чухне те усӑ кураҫҫӗ[2].

Шыва кӗртекен Иоанн Иордан юханшывӗнче тӗне кӗртмелли ӗҫе (Мф. 3:1—17, Мк. 1:2—11, Лк. 3:3—21, Ин. 1:25—33) пурнӑҫланӑ, ҫапла май вӑл иудейсене Мессия — Иисус Христос — пирки каласа панӑ, ун пирки вӗрентнӗ. Шыва кӗртнине ҫын Турӑ умӗнче хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннине кӑтартса пурнӑҫланӑ. Христиансен вӗрентӗвӗ тӑрӑх унӑн ҫылӑх пулман пулин те Иисус Христос та Иоанн шыва кӗртнин йӑлине хутшӑннӑ (1Пет. 2:22). «Иоанн шыва кӗртни» ҫапла майпа христиан тӗнне кӗрнине, Турӑ халӑхне ун валли хатӗрленине кӑтартакан йӑла пулса тӑнӑ (Деян. 19:4).

Йӑлан теологийӗ

Историллӗ чиркӳсенче, ҫавӑн пекех лютеранствӑпа англиканствӑра[3][4], шыва кӗртни йӑла-йӗрке шутне кӗрет[5]. Протестантсен ытти деноминацийӗсенче(выр.)чăв. шыва кӗртнине символлӑ йӑла-йӗрке пек ӑнланаҫҫӗ.

undefined

Фома Аквинский Теологи сумминче (III, 66,3) ҫырнӑ тӑрӑх, «шыв тӗне кӗмелли матери шутланать» (aqua est propria materia Baptismi). Чиркӳ шучӗпе шыва кӗнӗ чухне ҫын ӳт илӗртекен, ҫылӑхлӑ пурнӑҫран хӑтӑлать те Таса Сывлӑшран ӑс-хакӑллӑ пурнӑҫа чӗрӗлет[6]. Шыва кӗнӗ чухне ҫын унчченхи мӗнпур ҫылӑхран тасалать кӑна мар, вӑл ҫылӑхшӑн та тӗппипех пӗтет:

Шывпа усӑ курса тӗппипех пӗтернине сӑнарласа кӑтарнӑ май мӗнпур ҫыпӑҫнӑ кӑлтӑка пӗтереҫҫӗ, анчах ҫакӑ йӑлт пӗтерни мар, вӑл вӗҫӗмсӗр пыракан усал ӗҫсене кӑшт чарса лартни кӑна пулать[7].Григорий Нисский

Римлянсем патне янӑ Ҫырура каланӑ тӑрӑх, шыва кӗрекен ҫын Христоспа (ҫылӑхшӑн вилет) пӗтет, ҫапла май вӑл Унпа ӗмӗрхи пурнӑҫ валли чӗрӗлет: «Ҫапла эпир, Христос вилӗмне асӑнса тӗне кӗрсе, Унпа пӗрле пытарӑннӑ; Христос Атте Турӑ мухтавӗпе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ пек, пирӗн те малашне ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнас пулать» (Рим. 6:4).

Шывпа Чӗмрен пулса кайни

Шыва кӗртнипе час-часах ҫыхӑнтарса Ҫӗнӗ Халалӑн тӗп сыпӑкӗсенчен пӗрине асӑнаҫҫӗ, унта Иисус Христос иудейсен равинне Никодима ҫапла калать:

Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ, тенӗ. Никодим калать Ӑна: пӗр ватӑлсан ҫын епле ҫуралма пултарӗ? вӑл тепӗр хут амӑшӗн варне кӗрсе ҫуралма пултарайӗ-и вара? тенӗ. Иисус хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран, Сывлӑшран ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ.

Шыва кӗртессине тӗрлӗ конфессисем тӗрлӗрен ӑнланнин уйрӑмлӑхӗ чылай чухне Христосӑн ҫак сӑмахӗсене тӗрлӗрен ӑнлантарса панипе сӑлтавланаҫҫӗ. Православире, католицизмра тата хӑш-пӗр протестантсен конфессийӗсенче «шывпа Чӗм» ҫуралнипе йӑлана кӗнӗ тӑрӑх шыва кӗртмелли йӑла-йӗркене ӑнланаҫҫӗ, пӗр вӑхӑтрах вӑл ӑс-хакӑл енчен чӗрӗлӗве (ҫӳлтен ҫуралнине) те пӗлтерет. Баптистсемпе пятидесятниксен ӑнланӑвӗнче ку сыпӑкра шыва кӗртмелли йӑлана христиансен тӗлӗшӗнчен палӑртман теҫҫӗ. Иисус Никодимпа калаҫнӑ вӑхӑт тӗлнелле Шыва кӗртекен Иоанн шыва кӗртни ҫеҫ пулнӑ, вӑл вара иудейсен твил тасату ритуалӗ пулнӑ, унсӑр пуҫне Мессийӑна ӗненни тата ҫылӑхсене каҫарттарни пек паллӑ пулнӑ[8].

Малтанхи тапхӑрти чиркӳре шыва кӗртни

Апостолсем пурӑннӑ вӑхӑтра ытларах чухне Христос тӗнне ӗненнине тӳрремӗн ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн шыва кӗртнӗ, ятарласа нумай вӑхӑт хушши хатӗрлене тӑман (Деян. 2:37—46, Деян. 8:26—40, Деян. 9:10—19, Деян. 10:44—48, Деян. 18:8, Деян. 19:5—7 тата ытти те).

Каярахпа шыва кӗртес йӑлана тӗплӗн хатӗрленме пуҫланӑ[9]. II ӗмӗрте шыва кӗме хатӗррисене пурне те малтан ӑс парас йӑла ҫирӗпленнӗ. VI ӗмӗрччен ҫитӗннӗ ҫынсене шыва кӗртме хатӗрлессине ирттермеллех пулнӑ тата ӑна оглашни (е катехизаци) тенӗ. Оглашени урлӑ ҫнсене темиҫе разряд (пиллӗк таран) ҫине пайланӑ, оглашенине вара виҫӗ ҫул хушши е ытларах та тӑсма пултарнӑ.

undefined

Авалхи чиркӳ «юнпа шыва кӗртнине» (baptisma sanguinis) пӗлнӗ, хӗсӗрленӗ вӑхӑтра шывпа тӗне кӗмен Христосшӑн асапланнӑ ҫынна та таса тесе йышӑннӑ. Ку ирӗклӗх шыва кӗртессине тӗнчешӗн тата ҫылӑхшӑн асапланнӑ пек ӑнлантарнӑран пулса тухнă. Енчен те асап тӳснĕ чухне хӑйне христиан тесе пӗлтернӗ çын чӗрӗ юлсан, унӑн «юнпа тӗне кӗнине» (асап тӳснине) каярахпа тӗрӗс йӗркепе шыва кӗртсе ҫирӗплетмелле пулнӑ[10].

Ӗлӗк-авал ҫуралнӑ ҫынна е Христоса ӗненме пуҫланӑ ҫынна чиркӳ йышне кӗртессине, ҫавӑн пекех оглашенине, тӗне кӗртнине тата миропа сӗрнине этем ӑс-хакӑл енчен мӗнле хатӗрленнине кура вӑхӑтпа уйӑрнӑ пулнӑ. Шыва кӗрес умӗн чун-чӗререн ӳкӗнмелле тата пурнӑҫа тӗпрен юсама тӑрӑшни пирки пӗлтермелле пулнӑ. Оглашени витӗр тухнӑ ҫынсен ячӗсене ытларах чухне Аслӑ Типӗ пуҫланас умӗн ятарлӑ списоксене кӗртнӗ; оглашени витӗр тухнисем пӗтӗм общинӑпа типӗ тытнӑ, епископ вара ҫак хушӑра вӗсем ҫинчен свидетельствӑсем пуҫтарнӑ, оглашени витӗр тухнисемпе калаҫу ирттернӗ. Ҫыннӑн чӑн та ырӑ шухӑш пулни ҫирӗпленнӗ пулсан, Мӑнкун умӗн шыва кӗртес йӑла-йӗркене ирттернӗ[11].

Ҫитӗнче ҫитнӗ хыҫҫӑн кӑна шыва кӗнӗ: Назианз епископӗн ывӑлӗ Григорий Богослов(выр.)чăв. хӑйӗн ашшӗнчен 30 ҫула ҫитсен шыва кӗнӗ[12], Аслӑ Василийпе Иоанн Златоуст пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тин шыва кӗнӗ. Вӑл тапхӑрта (IV—V ӗмӗрсенче) шыва кӗнӗ хыҫҫӑн тунӑ ҫылӑхсем каҫарӑнмаҫҫӗ тесе шутланӑ. Ҫавна май хӑшӗ-пӗри вилӗм ҫитнӗ вӑхӑтра кӑна тӗне кӗнӗ. Апла пулин те 397 ҫулхи Карфаген Соборӗн 124-мӗш правилинчех пепкесемпе тин ҫуралнӑ ачасене шыва кӗртме йышӑнманнисем тӗлӗшпе анафема пур. Пепкесене тӗне кӗртме Киприан Карфагенский(выр.)чăв. хистенӗ[13].

Православире шыва кӗртни

Шыва кӗртнин йӗрки (чинӗ)

Оглашенипе шыва кӗртмелли йӑла-йӗркене мӗнле ирттермеллине требникра ҫырса панӑ[14]. Православи чиркӗвӗнче шыва кӗнине виҫӗ хутчен купельри сӑваплӑ шыва пуҫпа чӑмтарса ирттереҫҫӗ — Ашшӗ, Ывӑлӗ тата Таса Сывлӑш ячӗпе. Ҫавӑн пекех шыв сапса та тӗне кӗртеҫҫӗ, апла пулин те II Алексий(выр.)чăв. патриарх РПЦ духовенствине тӗне кӗнине сӑваплӑ шыва туллин чӑмтарса ирттерме ыйтнӑ, шывпа сапса мар. Шывпа сапса тӗне кӗни йӑлари йӗрке шутланмасть пулин те ун пек ирттернине йышӑнаҫҫӗ. Шыва кӗнӗ чухне йӑла-йӗркери сӑмахсене калаҫҫӗ:

undefined

Шыва кӗртмелли йӑла-йӗркене архиерей е священник пурнӑҫлать, питӗ кирлӗ пулсан, «вилӗмлинчен хӑтӑлма» ӑна ахаль ҫын та ирттерейрет, анчах йӑла-йӗркери сӑмахсене каламаллах[15]. Шыва кӗртнӗ ҫын чӗрӗ юлсан священник ун тӗлӗшпе тӗне кӗртес йӑлана, ӑна йӗркеллӗ ирттернӗ пулсан, урӑх пурнӑҫламасть. Унӑн ун пек ҫын тӗлӗшпе мирӑпа сӗрнине ирттермелле, ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынна Причащени тата ытти чиркӳ йӑли-йӗркисене явӑҫтарма юрать. Ахаль ҫын шыва кӗнӗ ҫын вилнӗ пулсан храмра уншӑн кӗлтума та, проскомидире(выр.)чăв. пайсем кӑларма та юрать.

Христианлӑхӑн малтанхи ӗмӗрӗсенче шыва кӗртес умӗн оглашени ирттернӗ, урӑхла каласан, ҫынна Православи тӗнӗн никӗсӗсемпе пӗлтерӗшӗсене тарӑннӑн та пур енлӗн ӑнлантарса панӑ. Вырӑс православи чиркӗвӗнче 2011 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ «О религиозно-образовательном и катехизическом служении в Русской Православной Церкви» документпа[16] килӗшӳллӗн ҫулланнӑ ҫынсене шыва кӗртнӗ чухне малтан «вӗсемпе темиҫе калаҫу ирттермелле, ун вӑхӑтӗнче Ӗненӳ символӗ, Сӑваплӑ Ҫырури хӑш-пӗр вырӑнсем, христиансен(выр.)чăв. кӑмӑл-сипет никӗсӗсем, ҫав шутра ҫылӑхсемпе ырлӑхсем пирки, Чиркӗвӗн литурги пурнӑҫӗ ҫинчен каласа памалла». Ку хутпа килӗшӳллӗн унашкал катехизацие тӗне кӗртекен ачан ашшӗ-амӑшӗпе тата хреснашшӗпе хреснамӑшӗпе ирттерме сӗнеҫҫӗ. Ку йӗркене вӑл ҫынсем тӗнӗн никӗсӗпе паллашнӑ чухне тата чиркӳ пурнӑҫне хутшӑннӑ чухне кӑна ирттермесӗр май пур[17].

undefined

Шыва кӗнӗ чухне хӑй ҫын е унӑн хреснашшӗпе хреснамӑшӗ (пепкине шыва кӗртнӗ чухне) виҫӗ хутчен сатанана йышӑнманни, «унӑн мӗн пур ӗҫне тата ӑна пӑхӑнни» пирки каламалла, виҫӗ хутчен пурне те илтмелле «Христоспа пӗрлешес» шухӑша пӗлтермелле тата ӑнланса илмелле Тӗн символне вуласа тухмалла (шыва кӗрекен ҫыншӑн е унӑн хреснашшӗпе хреснамӑшӗшӗн унта мӗн пурри ӑнланмалла пулмалла).

Ун хыҫҫӑн священник аслӑ ектение(выр.)чăв. калать, купельти шыва сӑваплатать. Ҫакна вӑл сӑхсӑхас умӗн пӳрнесене кирлӗ пек тытса ирттерет. Шыва сӗрсе илет, шыва кӗрекен ҫынна елейпе сӗрет. Ҫакӑн хыҫҫӑн шыва кӗртмелли йӑлана ирттерет. 31-мӗш псалома (Пс. 31) вуланӑ вӑхӑтра тӗне кӗртекен ҫын ҫине хӗрес тата шурӑ тум тӑхӑнтартать. Авалхи чиркӳре шыва кӗнӗ ҫыннӑн пуҫӗ ҫине, асап тӳснӗ ҫынсен йышне кӗнӗ тесе палӑртса пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ. Священник мирӑпа сӗрет те тӗне кӗнӗ ҫынпа тата унӑн хреснашшӗпе тата хреснамӑшӗпе купель тавра виҫӗ хутчен ҫаврӑнать. Апостол (Рим. 6:3-11) тата Евангели (Мф. 28:16-20) вулаҫҫӗ, священник мирӑна ҫуса шӑлса тасатать, шыва кӗнӗ ҫыннӑн ҫӳҫне кастарать, икӗ хут нумайлатнӑ ектенипе отпуст калать.

Ҫапла вара шыва кӗртнӗ чухне темиҫе йӑла-йӗркепе усӑ кураҫҫӗ, вӗсенчен кашнин ӑс-хакӑл енчен хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур:

  • шыва кӗрекен ҫын анӑҫалла (тӗттӗмлӗх палли) шуйттанран (ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен тӗттӗмлӗхе сӑнлать) пӑрӑнни пирки пӗлтерет;
  • сатана хирӗҫ кӗрешме ҫӗнтерейми пулмашкӑн пепкене шыва кӗртес умӗн елейпа сӗрни;
  • шыва чӑмтарни, ун чухне Таса Сывлӑш шыва кӗрекенни ҫине вӑрттӑн анать, Пурнӑҫ вӑрлӑхӗ (Акакан ҫинчен калакан сӑмах) парнелет, ҫылӑхсенчен(выр.)чăв. тасатать;
  • хӗресе кӑкӑрӗ ҫине хуни шыва кӗнӗ ҫын хӗресе — ҫӑлӑнӑҫ паллине — яланах асра тытма, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпе ӑна тӳсӗмлӗн (тата савӑнса) йӑтса пыма хатӗр пулнине пӗлтерет.
  • шурӑ тум тӑхӑнни шыва кӗнӗ ҫын ҫылӑхсенчен тасалнине, таса пурнӑҫ тытса пымаллине палӑртать. Унсӑр пуҫне шурӑ тӗс — Христоспа пӗрле вӗреннинчен савӑннине кӑтартать (Сӑваплӑ ашшӗсем кашни ҫыннӑн чунне Турӑ ҫураҫнӑ хӗр пулма чӗнсе илнӗ тесе вӗрентеҫҫӗ);
  • купель тавра ҫӳрени — ӗмӗрлӗх палли;
  • ҫӳҫ кастарни — тин ҫеҫ тӗне кӗнӗ ҫынна Турӑ ирӗкне пани.

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн мирӑпа сӗреҫҫӗ, шыва кӗнӗ ҫӗнӗ христиан ытти турра ӗненекенсемпе пӗрле Евхаристие(выр.)чăв. хутшӑнма пултарать.

Пепкесене тӗне кӗртни

Православире кирек хӑш ӳсӗмри ҫынна та, тин ҫуралнӑ пепкесенчен пуҫласа, тӗне кӗртме пулать. Пепкесене ашшӗ-амӑшӗ тата унӑн хресашшӗпе хреснамӑшӗн ӗненӗвӗпе шыва кӗртеҫҫӗ[18]. Вӗсем ачана христианла воспитани парассишӗн яваплӑх тытаҫҫӗ, шыва кӗрекен ачан ӗненӗвӗшӗн явап тытаҫҫӗ тата ӑна пӑхса ӳстерес енӗпе ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тивӗҫ. Хреснашшӗпе хреснамӑшӗ пулма пултараймаҫҫӗ: монахла пурӑнакансем, ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем валли, пӗр ачана шыва кӗртнӗ чухне мӑшӑрлӑ ҫынсем (ҫемьеллӗ ҫынсене тӗрлӗ ачан, енчен те вӗсене тӗрлӗ вӑхӑтра шыва кӗртеҫҫӗ пулсан, хреснамӑшӗпе хреснашшӗ пулма ирӗк параҫҫӗ)[19].

Ӗлӗк-авал хӑйсен ӑс-тӑнӗпе шыва кӗрекенсене кӑна тӗне кӗртме тӑрӑшнӑ, ҫавна пула ачасене сайра хутра шыва кӗртнӗ, ҫакӑ сахал мар тавлаштарнӑ[5]. Хӑш-пӗрисем ачасем ҫылӑхсӑр тесе шутланӑ, вӗсем вилсен те тӗне кӗмесӗрех ҫӑтмаха лекеҫҫӗ тесе шутланӑ, теприсем Христос сӑмахӗсене тӗпе хурса ачасене те шыва кӗртни кирлине палӑртнӑ: «ачасене вӗҫертӗр те Ман пата пыма ан кансӗрлӗр, мӗншӗн тесен Тӳпери патшалӑхра ҫавӑн пек» (Мф. 19:14), III ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Ипполит Римский(выр.)чăв. те ачасене вӗсен ашшӗ-амӑшӗн ӗненӗвӗпе тӗне кӗртнине практикӑлани пирки ҫырса панӑ[20]. Нумайӑшӗ, чӑннипе ӗненекенсем те, шыва кӗме васкаман, ҫакна вӗсем вилӗм ҫывхаричченех тӑснӑ, киленсе, ҫылӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнса пурнӑҫ вӗҫӗнче пӗтӗм ҫылӑхран шыва кӗрсе тасалма, ҫылӑхсӑр тенӗ пекех вилме ӗмӗтленнӗ. Ҫакна пула Чиркӳ ҫак йӑлапа кӗрешме пуҫланӑ, пепкесене 8-мӗш кунранах (Кивӗ Халалти ӳт кастарнипе те ҫапла тунӑ) шыва кӗртме сӗннӗ. Ачан сывлӑхӗ е пурнӑҫӗ тӗлӗшпе хӑрушлӑх пур пулсан маларах та ирттерме хистенӗ. Кун пек чухне ним ӑнланман ача ашшӗ-амӑшӗ тата унӑн храснашшӗпе хреснамӑшӗн ӗненӗвӗпе шыва кӗрет.

undefined

40-мӗш кунччен православи йӑлипе пурӑнакан ача амӑшӗн те (тасалса ҫитеймен пек) храма кӗме юрамасть. Воцерквлени чухне арҫын ачана Симеон Богоприиемецӑн юррине вуласа ҫурҫӗр алӑк урлӑ алтарь ҫине илсе кӗреҫҫӗ, Ҫӳллӗ вырӑн(выр.)чăв. урлӑ престол тавра ҫаврӑнаҫҫӗ; хӗрачасене алтарь ҫине кӗртмеҫҫӗ[18].

7 ҫула ҫитиччен ачана шыва кӗртнӗ чухне унӑн ашшӗ-амӑшӗнчен кӑна килӗшнине ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӑна Турӑ умӗнче ачашӑн явап тытаҫҫӗ. 14 ҫул тултариччен ачана шыва кӗртнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗнчен те, ҫул ҫитмен ачаран та килӗшни кирлӗ. 14 ҫултан аслӑраххисемшӗн ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтни шыва кӗме кирлех мар.

Католицизмра шыва кӗртни

Шыва кӗртнин йӗрки

Шыва диакон, священник е епископ(выр.)чăв. кӗртет, питӗ кирлӗ чухне ҫак ӗҫе ахаль ҫын та (laicus), хӗрарӑм та (mulier)[21][5], унсӑр пуҫне тӗне кӗмен ҫын та (nonbaptizatus) пурнӑҫлама пултарать[22]. Шыва кӗрес умӗн ҫын сатанана йышӑнмассине пӗлтерет те ӗненӳ символне вулать. Латинла йӑлара шыва кӗртнӗ чухне ытларах чухне виҫӗ хут шывпа шӑвараҫҫӗ (effusionis) е шывпа пӗрӗхтереҫҫӗ (aspersionis), тухӑҫри тата хӑш-пӗр анӑҫри (тӗслӗхрен, амвросиансен) йӑлисенче — йыша чӑмтарса (immmersionis) ирттереҫҫӗ. Фома Аквинский шыва кӗнӗ чухне пӗр хутчен шыва чӑмтарма пулать тенӗ (теологи сумми, III, 66,8). Шыва кӗртнӗ чухне йӑла-йӗрке сӑмахӗсене калаҫҫӗ: «(ят)», эпӗ сана Ашшӗпе Ывӑл тата Таса Сывлӑш ячӗпе тӗне кӗртетӗп» (ego te baptizo in nomine patris et filii et spiritus sancti)[23]. Византи йӑлинчи(выр.)чăв. шыва кӗртмелли чинопоследи ҫӳлерех ҫырса кӑтартнӑ православи тӗнӗнчи пекех.

Аслисене тӗне кӗртни

Католиксен чиркӗвӗнче аслисене шыва кӗртес умӗн йӑла-йӗркене хутшӑнма хатӗрлентермелле, христианлӑхри малтанхи тапхӑрта та ҫавӑн пекех пулнӑ. Ӗненӳ догмачӗсем ҫинчен каласа паракан, чиркӳ пурнӑҫӗн йӗрки тата христианинӑн тивӗҫӗ пирки ӑнлантарса панине катехуменат(выр.)чăв. е оглашени теҫҫӗ, ӑс илекенсене вара — катехуменсем е оглашенине хутшӑнакансем. Катехуменат темиҫе уйӑхран пуҫласа темиҫе ҫула (Раҫҫейре — пӗр ҫул) тӑсӑлать. Авалхи йӑлапа килӗшӳллӗн аслисене шыва кӗртнине час-часах Тӗне кӗртекен Литурги текен вӑхӑтра Мӑнкун умӗн турра кӗлтунӑ вӑхӑтра тӑваҫҫӗ. Анчах йӑла-йӗркене литурги вӑхӑчӗ хушшинче мар та ирттерме пултараҫҫӗ.

Тӗне кӗртмелли йӑла-йӗркене ирттерес умӗн священник оглашенине хутшӑнакансенчен шыва кӗресшӗн-и тесе ыйтать, унтан тӗне кӗрекенсен ҫамки ҫинчи хӗрес паллине ӳкерсе вӗсене пиллет, ун хыҫҫӑн шыва кӗрекенсене пӗрремӗш ҫылӑхран тасатма экзорцизм кӗлли ирттерет. Храмри пур ҫын та, ҫав шутра катехуменсем те, пӗтӗм Сӑваплӑ ҫнсем валли литани вулаҫҫӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн священник шыва кӗмелли шыва пиллет. Пиллеме священник шыва кӗмелли шыва виҫӗ хутчен пасхал(выр.)чăв. — Мӑнкун ҫуртине — путарать. Тин кӑна тӗне кӗртнӗ ҫынсене елейпа сӗрсе тухаҫҫӗ (мирӑпа сӗрессин йӑла шутне кӗмест) — ҫакӑ усалпа кӗрешнӗ чухне ҫирӗп пулнине пӗлтерет. Катехуменсен елейпа сӗрни те оглашенине хутшӑнакансем хатӗрленнӗ тапхӑрӗнче те пулма пултарать[24].

Храмри пур ҫын та (хӑйсен шыва кӗнӗ чухнехи сӑмах панисене ҫӗнетнӗ май) пурте сатанана(выр.)чăв. йышӑнмасси пирки пӗлтереҫҫӗ тата Христоса Турӑ тата Патша пек ӗненме сӑмах параҫҫӗ, унтан вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетеҫҫӗ ҫакӑн валли Тӗн символне сасӑпа вулаҫҫӗ. Священник виҫӗ хутчен шыва чӑмтарса е шывпа сирпӗтсе тӗне кӗртмелли йӑла-йӗркене ирттерет, вӑл сакӑн пек сӑмахсем калать: «Сана Ашшӗпе Ывӑлӗ тата Таса Сывлӑш ячӗпе тӗне кӗртетӗп». Йӑла-йӗркене ирттернӗ хыҫҫӑн тин ҫеҫ тӗне кӗнӗ ҫынна ҫутнӑ ҫурта тыттараҫҫӗ, Христосӑн ҫутӑ паллине тата ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн тасалнине палӑртакан шурӑ тум тӑхӑнтартаҫҫӗ.

Шыва кӗртнин йӑла-йӗркийӗ пӗрремӗш ҫылӑха тата христианин унччен тунӑ пур ҫылӑха та ҫуса тасатать, ҫавна пула шыва кӗрес умӗн катехуменсем ҫылӑх каҫарттармаҫҫӗ.

Католиксен чиркӗвӗ(выр.)чăв. шутланӑ тӑрӑх, Христосшӑн асапланса вилнисем, тӗне кӗмен пулсан та, «юнпа тӗне кӗнӗ» (Baptismum sanguinis) тесе шутланаҫҫӗ, вӗсем Чиркӳн тулли праваллӑ пайташӗсем пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех катехуменсем те, шыва кӗме хатӗрленнӗ тапхӑрта вилнӗ пулсан «ӗмӗтпе тӗне кӗнисен» (Baptismus flaminis) йышӗнче шутланаҫҫӗ. Юнпа тӗне кӗни те, ӗмӗтпе тӗне кӗни те, йӑла-йӗркене ирттермен пулсан та, шыва кӗнин мӗнпур ырлӑхӗпе тивӗҫтереҫҫӗ[25].

Енчен те пӗр-пӗр ҫын шыва кӗнӗ пирки иккӗленӳсем пур пулсан, ун тӗлӗшпе условлӑ тӗне кӗртессин йӑлине ирттерме пултараҫҫӗ[26].

undefined

Тухӑҫ енчи католиксен чиркӗвӗсенче тӗне кӗртнӗ хыҫҫӑн ытларах чухне мирӑпа сӗрессин йӑлине тата пӗрремӗш причастине ирттереҫҫӗ. Латинла йӑлара епле пулсан та причасти тумалла, мирӑпа сӗрнине тӗне кӗртес йӑлана ӑна ирттерме ирӗк пур епископ е священник тусан пурнӑҫлаҫҫӗ; апла мар пулсан мирӑпа сӗрнине каярах ирттереҫҫӗ. Хӑйсен малтанхи причастишӗн тин ҫеҫ тӗне кӗнисем ҫуртасемпе тухаҫҫӗ те министрантсемпе(выр.)чăв. пӗрле причасти тӑваҫҫӗ.

Пепкесене тӗне кӗртни

Католиксен чиркӗвӗнче пепкесене шыва кӗртме юрать. Каноникӑллӑ правӑн кодексӗпе килӗшӳллӗн, «ачана саккунлӑ майпа тӗне кӗртчӗр тесен, ӑна католиксен тӗнне йышӑнма вӗрентсе ӳстерес шанчӑк пурри кирлӗ. Ун пек шанӑҫ ҫук пулсан, шыва кӗртессине партикулярлӑ правин сӗнӗвне пӑхмалла та, ун тӑрӑх ирттермелле, ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пирки асӑрхаттарас пулать».

Тухӑҫри католиксен чиркӗвӗсенче пепкене тӗне кӗртнӗ хыҫҫӑнах ун тӗлӗшпе мирӑпа сӗрмелли йӑлана ирттерме пулать тата вӑл Евхаристи(выр.)чăв. йӑлине хутшӑнма пултарать. Латинла йӑла-йӗркере пӗрремӗш причастипе мирӑпа сӗрессине йӑлана кӗнӗ тӑрӑх каярах ирттереҫҫӗ. Пӗрремӗш причастине 7–12 ҫула ҫитсен ирттереҫҫӗ, мирӑпа сӗрессине — ҫамрӑк чухне (ку йӑлана ытларах чухне епископ ирттерет).

Протестантизмра шыв кӗртни

Ытти историллӗ чиркӳсенчи пекех, протестантизмра та шыва кӗни Христоспа пӗрле вилсе вилӗмрен чӗрӗлнине, ҫылӑхран тасалнине, Чиркӳпе пӗрлешнине пӗлтерет. Евангелири христианин-баптистсем Ҫӗнӗ Халалри «вараланнӑ ӳте ҫуса тасатни мар, Турӑ умӗнче таса чун-чӗрепе пурӑнма сӑмах пани» сӑмахсене «Турӑпа Хахала кӗме хуравласа йышӑнни, Турӑ ырӑ совеҫпе пурӑнма ыйтнине килӗшни» пек ӑнланаҫҫӗ[27][28][4].

undefined

Протестантсен конфессийӗсенче шыва кӗнипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйту ҫине уйрӑхларах пӑхаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — йӑла-йӗркене мӗнле ирттересси. Лютерансем, англикансем, пресвитериансем, меннонитсем(выр.)чăв. тата ыттисем шыва кӗртмелли тӗрлӗ варианта йышӑнаҫҫӗ (чӑннипе варар ытларах шывпа сапассипе усӑ кураҫҫӗ). Ҫав вӑхӑтрах баптизмра тата унпа тӑванлӑ конфессисенче шыва кӗртнӗ чухне туллин шыва чӑмтараҫҫӗ.

Протестантсен(выр.)чăв. конфессийӗсем хушшинчи чи ҫивӗч сӳтсе явакан темӑсенчен пӗри вӑл — ачасене шыва кӗртесссипе (ачасене тӗне кӗртесси) ҫыхӑннӑ ыйту.

Ачасене шыва кӗртме килӗшменни

Пепкесене шыва кӗртессине хӑш-пӗр протестантсен конфессийӗсенче (лютеранлӑх, кальвинизмӑн тӗп юхӑмӗсем, англиканство, методизм тата ытти те) йышӑнаҫҫӗ. Теприсенче вара — меннонитствӑра, мессианла иудаизмра, баптизмра тата баптизмпа тӑванлӑ евангели христианлӑхӗнче, адвентизмра(выр.)чăв., историлле баптистла йӑлапа ҫыхӑннӑ классикӑлла пятидесятничествӑра тата харизматика юхӑмӗнче(выр.)чăв. (ҫав хушӑрах хӑш-пӗр пятидесятничество чиркӗвӗсенче ачасене тӗне кӗртеҫҫӗ) — йышӑнмаҫҫӗ. Шыва кӗрекен хӑй мӗн тунине ӑнланса илсе хутшӑнмасть пулсан ҫакӑн пек конфессисем ӑна шыва кӗртни тесе шутламаҫҫӗ[29].

undefined

Виктор Шлёнкин богослов шухӑшӗпе, «Ачана шыва кӗртнине Ҫӗнӗ Халалпа усӑ курса тӳрремӗнех ӑнлантарса пама май ҫук. Сӑваплӑ Ҫырура ачасене шыва кӗртме май пурри ҫинчен тӳррӗн ниҫта та каламан»[4]. Ачасене шыва кӗртме хирӗҫ тӑракансен шухӑшӗпе, «Турра ырӑ совестьпе пурӑнма сӑмах» шыва кӗрекен хӑй кӑна пама пултарать, ҫакна унӑн тӑванӗсем е храснашшӗпе хреснамӑшӗ тӑваймаҫҫӗ.

Баптистсен турӑ сӑмахӗсене ӑнланма пул ашакан Сергей Санниковӑн шухӑшӗпе, Ҫӗнӗ Халалра шыва кӗме ирӗк памалли виҫӗ тӗп услови кӑтартнӑ[30].

  • Турӑ Сӑмахне хапӑл туса йышӑнни. «Ҫапла ӗнтӗ, Унӑн Сӑмахне хапӑлласах йышӑннисем тӗне кӗнӗ, вара ҫав кун виҫӗ пине яхӑн чун хутшӑннӑ» (Деян. 2:41). Ҫакӑ шыва кӗме кирлӗ ҫӑлакан ӗненӳ Турӑ Сӑмахӗнчен сиксе тухнӑран пулса пырать. Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «ӗненни — илтнинчен, илтни вара — Турӑ Сӑмахӗнчен (Рим. 10:17)» — тесе ҫырать Санников.
  • Ӳкӗнӳ
  • Чун-чӗререн тухакан ӗненӳ. «Апостолсен ӗҫӗсен 8-мӗш сыпӑкӗнче евнух шыва кӗнине ҫырса кӑтартнӑ. Кунта шыва кӗме май паракан тепӗр условине палӑртнӑ: «Ак ҫак шыв мана тӗне кӗме чӑрмантарать-им? » — ыйтать евнух. Вара вӑл Филипп хуравне илтнӗ: «пӗтӗм чӗререн ӗненетӗн пулсан, пултаратӑн» — палӑртать Санников.

Палӑртнӑ шыва кӗртнине йышӑнмалли условисем тата шыва кӗртнин тӗп шухӑшӗ ҫак йӑла-йӗркене хӑйӗн ӗҫӗшӗн явап тытма пултаракансем, ҫылӑха йышӑнма пултаракансем тата ырӑ совеҫлӗ пулма сӑмах пама пултаракансем хутшӑнма пултарни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ачасем, Турӑ ҫӑлнин чӑнлӑхне ӑнланса илеймен, хӑйсен ӗҫӗсемшӗн явап тытма пултарайман ҫынсем пекех, Иисуспа халал хывма пултараймаҫҫӗ. Вӗсем Турӑ Сӑмахне йышӑнаймаҫҫӗ, ӗненме пултараймаҫҫӗ, ӳкӗнме, ырӑ совеҫпе пурӑнма сӑмах пама пултараймаҫҫӗ.Сергей Санников[30]

Баптизм тата тӑванла конфессисем

Баптистсем(выр.)чăв. ачасене 14–15 ҫулта тӗне кӗртме пуҫлаҫҫӗ, «чи кӗҫӗн ҫул» тӗлӗшпе кашни хутӗнче уйрӑммӑн, тӗне кӗртекен ачан ӑс-тӑнӗпе кӑмӑлне шута илсе, татса параҫҫӗ. Катехизаципе «сӑнаса пӑхмалли вӑхӑт» (ҫав тапхӑр вӑхӑтӗнче общинӑри ҫынсем шыва кӗме хатӗрленекен ҫын чӑнах та пӗлсе ӗненнине тата ҫылӑхлӑ пурнӑҫ йӗркине йышӑнманнине ӗненса ҫитмелле) тапхӑрӗ ытларах чухне ҫур ҫултан кая мар тӑсӑлать, хӑш чухне ҫакӑ темиҫе ҫул йышӑнать.

Шыва кӗртесси пирки йышӑнӑва община членӗсем пӗрлехи пухура палӑртаҫҫӗ. Шыва кӗни пӗр хушӑрах шыва кӗрекеннине общинӑна йышӑнни шутланать. Баптизмра пӗр хутчен шыва чӑмтарса тӗне кӗртеҫҫӗ. Чӑмтарас умӗн пастор шыва кӗрекен ҫынран ҫапла ыйтать: «Иисус Христос Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗненетӗн-и? Турӑшӑн ырӑ кӑмӑлпа пурӑнма сӑмах паратӑн-и?». Ҫирӗппӗн хуравланӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапла калать: «Сан ӗненӳ тӑрӑх Ашшӗпе Ывӑлӗ тата Таса Сывлӑш ячӗпе сана тӗне кӗртетӗп». «Аминь» сӑмаха тӗне кӗрекен ҫын пасторпа пӗрле калать. Шыва кӗртнӗ хыҫҫӑн пасторсем тӗне кӗнӗ ҫына халалласа кӗлӗ тӑваҫҫӗ, кайран Хлебопреломлени(выр.)чăв. йӑлине ирттереҫҫӗ[31].

Ачасене тӗне кӗртмесӗр, баптистсем тата тӑванла конфессисен ҫыннисем община членӗсен час-часах ырлӑхшӑн турра пӗрле кӗлӗ тӑваҫҫӗ[32].

Условлӑ шыва кӗни

Енчен те пӗр-пӗр ҫынна тӗне кӗртни пирки иккӗленӳ пур пулсан католиксен чиркӗвӗнче условлӑ шыва кӗртни йӑлапа усӑ кураҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫак сӑмахсемпе усӑ кураҫҫӗ: «Сана шыва кӗртмен пулсан, эпӗ сана Ашшӗ, Ывӑлӗ тата Таса Сывлӑш ячӗпе шыва кӗртетӗп»[33].

Ятарласа шыва кӗртни

Амвросий Медиоланский тата Пархатарлӑ Августин[34] шухӑшӗсене никӗсе хурса «ятарласа шыва кӗни» текен ӑнлав ҫуралнӑ. Унӑн тӗп шухӑшӗ — ҫын чун-чӗререн ӗненнӗ, тӗне кӗресшӗн пулнӑ пулсан, анчах та ҫакна тума ӗлкӗреймен (сӑмахран, сасартӑк вилнӗ е йывӑр лару-тӑру кансӗрленӗ) Турӑ ҫав-ҫавах ӑна йышӑнӗ те ҫӑлӗ. Чи кирли кунта — чун-чӗререн ҫак ӗҫе тума ӑнтӑлни[35]. «Юнпа тӗне кӗни» уйрӑм сӑлтав шутланать — вӑл ҫын тӗне кӗреймесӗр Христоса ӗненнӗшӗн вилнине пӗлтерет[36].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Редакция энциклопедии. микве (выр.). Электронная еврейская энциклопедия ОРТ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.
  2. ^ Редакция энциклопедии. чистота и нечистота ритуальные (выр.). Электронная еврейская энциклопедия ОРТ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  3. ^ Н. Барсов. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
  4. ^ 1, 2, 3 Таинства евангельских христиан-баптистов. www.rusbaptist.stunda.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3 Тертуллиан О крещении. www.odinblago.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
  6. ^ . — М.
  7. ^ О таинствах. Таинство Крещения. Православие.Ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  8. ^ Харчлаа, 1990.
  9. ^ Ткаченко А. А., Макаров Е. Е., Никифоров М. В. . — М.: Церковно-научный центр «Православная энциклопедия». — Т. XXXVIII. — С. 612-707. — 752 с. — 33 000 экз. — ISBN 978-5-89572-029-5.
  10. ^ Вступление в Церковь - читать, скачать - протопресвитер Николай Николаевич Афанасьев (выр.). azbyka.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
  11. ^ Оглашенные. Азбука веры. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
  12. ^ А.Амман. Путь отцов: четвертый век: Григорий Богослов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  13. ^ Киприан Карфагенский, свщмч., Творения, Том 1. www.odinblago.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  14. ^ Требник. Последование святаго крещения. azbyka.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
  15. ^ Таинства Православной церкви // Настольная книга священнослужителя. www.magister.msk.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  16. ^ О религиозно-образовательном и катехизическом служении в Русской Православной Церкви (выр.). Патриархия.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
  17. ^ Катехизация. Азбука веры. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
  18. ^ 1, 2 Вячеслав Пономарев. Справочник православного человека. Часть 2. Таинства Православной Церкви. Молитвы 40-го дня («жене родильнице, по четыредесяти днех»). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  19. ^ Памятка приходящему ко крещению. Крестные родители — восприемники. www.zavet.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
  20. ^ Апостольское предание, Апостольское Предание - священномученик Ипполит Римский (выр.). azbyka.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  21. ^ Кодекс канонического права кан. 861
  22. ^ Фома Аквинский. Сумма теологии. III. [Вопрос 67. О служителях, которые сообщают таинство крещения]
  23. ^ Катехизис Католической Церкви. Ст. 1239. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  24. ^ The Roman Missal and the Easter Vigil. usccb.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  25. ^ Катехизис Католической Церкви. ccconline.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  26. ^ Кодекс канонического права. Канон 869. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
  27. ^ Санников, 2011, с. 135.
  28. ^ Музычко.
  29. ^ Санников, 2011, с. 141.
  30. ^ 1, 2 Сергей Санников Водное крещение. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  31. ^ Вероучение (1985 г.). Российский Союз евангельских христиан-баптистов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  32. ^ И. В. Каргель. Что тебе делать с детьми. — 1907. — № 6.
  33. ^ Catholic Encyclopedia. Baptism. www.newadvent.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.
  34. ^ «О Крещении, против донатистов», книга IV, глава 22.
  35. ^ Пилипенко Е. А. «Крещение (в современном западном богословии)» // Православная энциклопедия. М., 2015. Т. XXXVIII. С. 696—702.
  36. ^ Александр (Семёнов-Тян-Шанский), «Православный катехизис».

Вуламалли