Красноармейски
Красноармейски (чăн чăваш ячĕ Малти Тăрак) — Чăваш Енри Красноармейски районӗн администраци центрĕ. Мӑн Шетмӗн сылтăм енче вырнаçнă.
Тавралăхĕ
Ялăн тĕп вырăнĕ Ленин тата Çĕнтерӳн 30 çул урамĕсем пĕрлешнĕ вырăнта выртать. Ял çырмасемпе виçĕ пая пайланать. Кăнтăр пайĕнче ытларах пайĕ пурăнать. Кунта 2, 3, 5 хутлă çуртсем лараççĕ. Вăтам тата анăç пайсенчи çуртсем ытларах пĕр хутлă. Унта йывăç пӳртсем те тĕл пулаççĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 4271 çын, çав шутра 2017 арçын, 2254 хĕрарăм пурăннă[3].
Кун-çулĕ
1940 ҫулчен Малти Тăрак ятлă пулнă [4].
Çул-йĕр, транспорт
Ял урлă икĕ çул иртет. Çулсем яла Шупашкарпа Çĕрпӳ хулисемпе, Вӑрнар паççулкипе, тата районти ытти ялсемпе çыхăнтараççĕ.
Ял аталанăвĕн планĕсем
Ялăн тĕп планĕ тăрăх Ленин, Г.Степанов урамĕсенче нумай хватерлĕ çуртсем хăпартма палăртнă.
Культура
Культура тĕлĕшĕнчен ялта 200 вырăнлă клуб, вулавăш, лавккасем, Раççей Перекет банкĕн вырăнти уйрăмĕ, шкулсем, ача-пăча сачĕсем, 150 вырăнлă пульница пур.
Çуртсен картишĕсенче ачасене вылямалли вырăнсем пур.
Ӑнлантарусем
- ^ 2002 çулхи çыравăн бази.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ *Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2016 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
Каçăсем
- Ял сăнĕсем
- «Чăваш Тĕнчи» сайтра вырнаçнă сăнӳкерчĕксем 2007 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Янрарĕç Çеçпĕл сăввисем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |