Красноармейски районӗ
Красноармейски районĕ — Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă район. Район администрациĕ Шупашкартан 58 çухрăмра Красноармейски ялĕнче вырнаçнă.
1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче туса хунă.
Тавралăхĕ
Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Шупашкар районӗпе, кăнтăрта Канашпа Вăрнар районĕсемпе, анăç енче Элĕкпе Муркаш районĕсемпе тата çурçĕр-тухăç енче Çĕрпӳ районĕпе юнашар вырнаçнă. Чăваш Енре лаптăкĕпе чи пĕчĕк район шутланать. Унăн лаптăкĕ 456,3 км2. Çурçĕртен кăнтăралла 29 çухрăма тăсăлать, анăç енчен тухăç енне — 28 çухрăм. Ялăн ĕлĕххи ячĕ - Трак.
Истори
Района 1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче Трак районĕ тесе Малти Трак ялне центр вырăнне хурса тунă, 1940 çулта яла Красноармейски ят панă.
Çутçанталăк
Халăх
Администрацилле пайлану
Çул-йĕр
Культура
Районта 33 вĕренӳ учреждениĕ вырнаçнă, 2 ӳнер шкулĕ, 2 музей, 23 библиотека, 48 клуб.
Паллă çынсем
- Абрамов Яков Абрамович — Раççейĕн 1 Патшалăх Думин депутачĕ
- Алексеев Леонтий Алексеевич — журналист.
- Андреев Филипп Андреевич — çыравçă.
- Архангельский Николай Александрович — тĕн çынни, этнограф, краевед.
- Афанасьев Сергей Германович — спортсмен.
- Васильев Владимир Васильевич — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Виръял Юрий Петрович — сăвăç, тăлмач.
- Владимиров Клементий Владимирович — ӳкерçĕ.
- Власова Роза Анатольевна — журналист.
- Егоров Николай Григорьевич — ӳкерçĕ.
- Кириллов Тарас Кириллович — сăвăç, публицист, тăлмач.
- Лукин Филипп Миронович — композитор.
- Мĕтри Ваçлейĕ — чăваш сăвăçи, прозăçи.
- Нестерева Зоя Алексеевна — çыравçă.
- Николаев Георгий Николаевич — текстиль художникĕ.
- Петров Вениамин Филиппович — медицина ăçлăхĕсен тухтăрĕ.
- Петров Виталий Егорович — юрăçă.
- Петров Николай Петрович — филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, академик.
- Петров Юрий Филиппович — ветринари ăçлăхĕсен тухтăрĕ, РЯĂА академикĕ.
- Романов Борис Александрович — сăвăçă.
- Саментер Юрий Семёнович — сăвăçă, куçаруçă.
- Спасов Лука Семёнович — политика ĕçченĕ.
- Трофимов Прохор Трофимович — прозаик.
- Фёдорова Раиса Фёдоровна — актриса.
- Харитонов Владимир Егорович — сăвăçă, прозаик.
- Юмарт Геннадий Фёдорович — сăвăçă, куçаруçă, фольклор пухаканĕ.
- Юрьев Михаил Иванович — сăвăçă, литература критикĕ, журналист, куçаруçă.
- Юрьев Элли Михайлович — живописец, график, дизайнер.
- Яковлев Василий Яковлевич — журналист, кулăшла çыравçи, куçăруçă.
- Яккусен Пётр Яковлевич — сăвăçă.
- Янкас Нестер Кириллович — çыравçă, тăлмач.
Вуламалли
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |