Андреев Филипп Андреевич
| Филипп Андреев | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Андреев Филипп Андреевич |
| Ҫуралнӑ | 1919 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ | 2014 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ (95 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Гражданлӑх (подданство) | |
| Пӗлӳ илни | |
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | сӑвӑҫ, çыравçă, вĕрентекен |
Филипп Андреевич Андреев (1919 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ, Кĕрекаç, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики — 2014 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи тата Раҫҫей поэчӗ, ҫыравҫи.
1994 çултанпа РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн тата Чăваш Республикинчи Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Совет-яппун вăрçине хутшăннă[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1919 çулхи авăн уйăхӗн 1-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чăваш Республикин Красноармейски районӗ) Кӗрекаç Упи (халӗ Кӗрекаç) ялӗнче çуралнă[2].
1939 çулта çара кайнă, яппун милитарисчӗсене хирӗç çапăçнă, орденсемпе медальсене тивӗçнӗ. Вăрçă хыççăн Канашри педагогика техникумӗнче (1953), Канашри учительсем хатӗрлекен институтра (1955), И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче (1960) вӗренсе тухнă[1].
1939—1946 ҫулсенче ҫар хӗсметӗнче пулнӑ, совет-яппун вӑрҫине хутшӑннӑ[2].
1946—1949 ҫулсенче КПСС Красноармейски райкомӗнче ӗçленӗ, 1949—1951 ҫулсенче — Шалти ӗçсен органӗсенче оперуполномоченный вырăнӗнче.
1951—1979 ҫулсенче шкулта ӗçленӗ. Шкулта ӗçленӗ чухне халăх юрри-такмакне пухнă.
2014 çулхи юпа уйăхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ[2].
Пултарулăх
Пӗрремӗш калавне 1938 çулта «Сунтал» журналта пичетленӗ. Сăввисене, поэмисене («Атте килӗ», «Тайга кашлать», «Юрату авӑрӗ»), калавӗсене тата хайлавӗсене хаçатсемпе журналсенче тата сăвă пуххисенче пичетленӗ. Ҫавӑн пекех пултаруллӑ ялхуҫалӑх ӗҫченӗсемпе вӗрентекенсем ҫинчен очерксем ҫырнӑ[1].
Кӗнекисем:
- «Кӗске юмахсем» (1949);
- «Шкул сачӗ» (1957);
- «Пӗр кружокра» (1961);
- «Чӗмпӗр çути» (повеҫ, 1980);
- «Тухăçри тапă» (повеҫ, 1982);
- «Атте килӗ» (1983);
- «Тухăçран хăпарать шурăмпуç» (роман, 2006);
- тата ыттисем те.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Андреев, Филипп Андреевич (писатель; 01.09.1919-05.10.2014) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 В. П. Станьял. Андреев Филипп Андреевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
Вуламалли
- Андреев, Ф. Сакӑлталлӑ пурнӑҫ ҫулӗпе : асаилӳ / Ф. Андреев // Тӑван Атӑл. — 2001. — № 1. — С. 91-95.
- Васильев, Н. Ентеш-ҫыравҫӑна сума суса / Н. Васильев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2009. — 13 чӳк.
- Германова, Р. Турри мӗн чухлӗ панӑ — пурӑнасчӗ тетпӗр / Р. Германова ; Г. Ефимовӑн сӑн ӳкерчӗкӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2009. — 3 чӳк.
- Еливанова, Г. Вун пӗр ҫул каяллахи тӗлпулу / Г. Еливанова // Хыпар. — 2022. — 2 ҫурла/август (№ 85). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Икӗ ӗмӗр ҫыннин кӑмӑл туртӑмӗ // Хыпар. — 2004. — 31 ҫурла.
- Прокопьев, И. Ансат та уҫӑмлӑ чӗлхе е ҫыравҫӑн ҫивӗч калемӗпе / И. Прокопьев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2019. — 1 юпа. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Тусли, Г. Утмӑл ҫула яхӑн творчество лаҫҫинче : Филипп Андреев ҫыравҫӑ 90 ҫул тултарчӗ / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2009. — 13 юпа.
- Улхаш, У. Улма ани умӗнчи диалог / У. Улхаш // Ялав. — 1999. — № 10. — С. 99-100.
- Филипп Андреев // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2003. — [Т. 1] : Проза. — С. 203.
- Янгер, Н. Ентешӗн ҫӗнӗ романӗ / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2007. — 31 утӑ. — С. 2.
- Андреев Филипп Андреевич // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. — Чебоксары, 2005. — С. 17.
- Андреев Филипп Андреевич / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 29.
- Андреев Филипп Андреевич / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 26.
- Андреев Филипп Андреевич / В. П. Станьял // Энциклопедия Красноармейского района. — Чебоксары, 2018. — С. 49.
- Андреев Филипп Андреевич / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 12.
Каҫӑсем
- Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1919 ҫулта ҫуралнисем
- Етӗрне уесӗнче ҫуралнисем
- Юпан 5-мӗшӗнче вилнисем
- 2014 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Раççей сăвăçисем