Абрамов Яков Абрамович

Абрамов Яков Абрамович — (1873 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ, Упи (Трак ен районĕ), Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1934 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ, Упи (Трак ен районĕ), Вăрнар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей Империйӗн Патшалӑх Думин I суйлавӗн депутачӗ. Ӗҫлекенсен фракцине кӗнӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1873 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗн Упи вулӑсӗнчи Упи ялӗнче чӑваш хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Упири чиркӳ-прихут шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1888 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Хусанти учительсен семинарине хатӗрлев класне вӗренме кӗнӗ, унтан ӑна 1890 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче педагогика канашӗн йышӑнӑвӗпе ӗлкӗрсе пырайманшӑн кӑларса янӑ.

undefined

1906 ҫулта Абрамова Патшалӑх Думин Хусанти кӗпӗрнери суйлав пухӑвне суйланӑ. Хусан кӗпӗрнаттӑрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1906 ҫулхи акан 15-мӗшӗ тӗлне Абрамов «нимӗнле политика партийӗ шутне те кӗмен». Ҫав ҫулах Хусанта нумай пулмасть йӗркеленнӗ пӗрремӗш пӗтӗм чӑвашсен «Хыпар» хаҫачӗн активлӑ корреспонденчӗ пулса тӑнӑ. Упи вулӑсӗн старшини пулнӑ. 1908—1909 ҫулсенче — Етӗрне уесӗнчи земство управин пайташӗ. 1917 ҫулта — Хусан кӗпӗрнин земство управин пайташӗ.

1918 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗнче Абрамова хресчен депутачӗсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн канашлӑвне хутшӑнма комисси йышне суйланине каланӑ. 1918 ҫулхи ҫӑвӑн 27—29-мӗшӗсенче Етӗрне уесӗн 3-мӗш Хресчен съездне татӑклӑ сасӑ правипе хутшӑннӑ. Протоколсенче вак кредит кассин председателӗ тата «сулахай социаллӑ революционерӗ» тесе палӑртнӑ.

1920-мӗш ҫулсенче — коопераци ӗҫӗнче.

1934 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 22-мешенче вилнӗ.

Астӑвӑм

2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче Я. А. Абрамов палӑкне (скульпторӗ Пётр Пупин) уҫнӑ. Палӑкӑн гранит постаменчӗ ҫинче Я. А. Абрамов цитатине ҫырса хунӑ: «Халӑх пуянлӑхне, ҫутҫанталӑк мулне — нефте, чул кӑмрӑкне тата ҫӗр айӗнчи ытти усӑллӑ япаласене — халӑх хыснине хывмалла, ӑна сыхласа, хӳтӗлесе тӑмалла»[2][3][4][5].

Тӑхӑмӗсем

  • Мӑнукӗн ывӑлӗ — Юрий Степанов[6];
  • мӑнукӗн хӗрӗ — Елизавета Юрьевна Степанова[2];
    • мӑнукӗн мӑнукӗ — Анна Васильева[2].

Раççей империйӗн Патшалăх думин чăвашран тухнă депутатсем

  • Анисимов Василий Анисимович (Чăн ячĕ Василий Онисимович Афанасьев (1878—1938), — Раççейри тата тĕнчери социализм юхăмĕн хастарӗ, II Патшалăх Думин (1907) депутачĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ http://enc.cap.ru/?lnk=105&t=prsn
  2. ^ 1, 2, 3 Открыт памятник депутату Государственной Думы первого созыва , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи копийӗ. // Официальный сайт чувашского отделения партии «Справедливая Россия», 20 октября 2014.
  3. ^ В Красноармейском районе открыт памятник депутату Госдумы Российской Империи I созыва Я. А. Абрамову , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗнчи копийӗ. // Красноармейская районная газета «Ял пурнасе», 20 октября 2014.
  4. ^ В Красноармейском районе открыт памятник депутату Госдумы Российской Империи I созыва , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи копийӗ. // Официальный сайт чувашского отделения партии «Единая Россия», 19 октября 2014.
  5. ^ Уписем Я. Абрамов палăкне уçрĕç , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчи копийӗ. // Красноармейская районная газета «Ял пурнасе», 24 октября 2014.
  6. ^ Исследовательская работа: «Яков Абрамович Абрамов — депутат Первой Государственной Думы Российской Империи». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Андреев, Е. Яков Абрамова халалласа - палӑк / Е. Андреев // Хыпар. - 2014. - 22 юпа. - С. 1;
  • Шитлаева, З. Образ народного депутата / З. Шитлаева, Н. Васильева // Советская Чувашия. - 2014. - 23 окт. - С. 13.

Темӑпа ҫыхӑннисем