Бычков Павел Фёдорович
Павел Фёдорович Бычков (1844 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ, Ҫӗрпӳ, - 1925 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ, Чикме) — усламҫӑ, Хусан кӗпернинчен Патшалӑх думин IV пухӑвне суйланнӑ депутат.
Кун-ҫулӗ
Ҫӗрпӳ хулинче 2-мӗш гильдири Фёдор Гаврилович Бычков (1810—1890) купца тата унӑн Анна Степановна (1817—1902) (хӗр чухнехи хушамачӗ - Карпова) арӑмӗ ҫемьинче ҫуралнӑ[1]. Ҫӗрпӳ уесӗнчи училищӗрен вӗренсе тухнӑ. 1864 ҫулта Ҫӗрпӳ хулинчен Чикме хулине куҫса кайнӑ. 1874 ҫулта ӑна 2-мӗш гильдири купцасен шутне кӗртнӗ. 1879 ҫулта эрех завочӗ туяннӑ, ӑна унӑн шӑллӗ Яков тытса тӑнӑ[1]. Тырӑ-пулӑ суту-илӗвӗпе аппаланнӑ. Салат тата сӑра вӗретекен заводсен, кирпӗч завочӗн хуҫи. Арда юханшывӗ ҫинче ҫӑнӑх авӑртакан арман тата Куликалы салинче ҫил арманӗ тытса тӑнӑ[1]. 1913 ҫул тӗлне Шупашкарти сӑра усрамалли опт складне тата Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри хулисенче, Иккасси, Нарат Чакки салисенче, Исмели, Кокшамар ялӗсенче сӑра лавккисене тытса тӑнӑ. Бычковсен ҫемйин ҫавӑн пекех Чикмери Пасар площадӗнче хӑна ҫурчӗ тата харчевня пулнӑ[1].
Обществори ӗҫӗ-хӗлӗ
- 1872—1912 — Чикме хула думин йыхравҫи.
- 1875—1877,1903—1912 — Чикме хула пӗрлӗх банкӗн директорӗ.
- 1877—1895 — Чикме хулин пуҫлӑхӗ.
- 1881—1896 — Чикме хулин хисеплӗ миравай судйи.
- 1883—1887 — Чикмӗ уесӗн тата Хусан кӗпернин земство пухӑвӗсен йыхравҫи.
- 1884 — йӑхран тивӗҫнӗ хисеплӗ гражданинӗ.
- 1891 — Хусан кӗпернин статистика комитечӗн пайташӗ.
Чикмери икӗ класлӑ училище ҫумне ҫурт лартма укҫа парнеленӗ. 1905 ҫулта хӑйӗн икӗ хутлӑ чул ҫурчӗн пӗр пайне хӗрарӑмсен гимназийӗ валли уйӑрса панӑ. 1882 ҫулта пӗрремӗш халӑх библиотекине уҫассине пуҫараканӗ пулнӑ. Хусанпа Чулхулари актёрсем валли ҫуллахи театр тунӑ. Ваттисен ҫуртне тума вӑл чылай укҫа-тенкӗ панӑ. 1886 ҫулта метеостанци тӑвас ӗҫе пуҫарса яраканӗ пулса тӑнӑ[1].
Дума ӗҫӗ-хӗлӗ
Патшалӑх думин 1-мӗш тата 2-мӗш пухӑвӗсене суйлав ирттернӗ чухне кӗпӗрне суйлавҫи пулнӑ.
1912 ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хусанти кӗпӗрне суйлав пухӑвӗн суйлавҫисен пӗрлехи пухӑвӗнчен 4-мӗш Патшалӑх думин депутатне суйланнӑ. Октябристсен дума фракцине кӗнӗ, Прогрессивлӑ блок пайташӗ пулнӑ. Суту-илӳпе тата промышленноҫпа, хула ӗҫӗсемпе, суд реформипе ӗҫлекен дума комиссийӗсенче тӑнӑ. 1916-мӗш ҫулта чирленине пула депутат ӗҫӗсенчен пӑрӑннӑ.
Февраль революцийӗ хыҫҫӑнхи
1918 ҫулхи пуш уйӑхӗнче П. Ф. Бычков ҫине 25 пин тенкӗлӗх контрибуци хунӑ. Унӑн кирпӗчпе сӑра завочӗсене национализациленӗ, Бычковсен ҫемйинчи ҫуртсене конфискациленӗ. П. Ф. Бычкова хӑйне арестленӗ.
Ҫемье
Наградӑсем
- 1879 — Хӗрлӗ Хӗрес палли.
- 1880 — Станислав хӑйӑвӗллӗ «Тӑрӑшулӑхшӑн» ылтӑн медаль.
- 1884 — Аннин хӑйӑвӗллӗ «Тӑрӑшулӑхшӑн» ылтӑн медаль.
- 1884 — Улатимӗр хӑйӑвӗллӗ «Тӑрӑшулӑхшӑн» ылтӑн медаль.
- 1891 — Александров хӑйӑвӗллӗ «Тӑрӑшулӑхшӑн» ылтӑн медаль.
- 1894 — Энтри хӑйӑвӗллӗ «Тӑрӑшулӑхшӑн» ылтӑн медаль.
- 1900 — 3-мӗш степеньлӗ Ҫветтуй Станислав орденӗ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Боиович М. М. Патшалӑх Думин пайташӗсем (Портретсем тата биографисем. Тӑваттӑмӗш пуху. М., 1913. c. 103.
- Тӑваттӑмӗш Патшалӑх думи. Портретсем тата биографисем. — Санкт-Петербург: издание Н. Н. Ольшанскаго, 1913. С. 32.
- Патшалӑх Думин 4-мӗш пухӑвӗ: Портретсемпе биографиллӗ художество фототипи альбомӗ. СПб., 1913. Табл. 13.
- Николаев А. Б. Бычков, Павел Фёдорович // Раҫҫей империйӗн Патшалӑх Думи: 1906—1917. Иванов Б. Ю., Комзолова А. А., Ряховская И. С.) Мускав. РОССПЭН. 2008. с. 75—76.
- Гусаров Ю. В. Бычков, Павел Фёдорович // Чӑваш энциклопедийӗ
- Шаблон:Кӗнеке: Ҫармӑссен биографиллӗ энциклопедийӗ-2
Архивсем
- Раҫҫей патшалӑх истори архивӗ. 1278 Фонд. 9 Опись. 112 ӗҫ; 1349 Фонд. 1 Опись. 542 ӗҫ.