Иккасси
| Герб | Ялав |
|---|---|
| Иккасси | |
| Патшалăх | Раҫҫей Федерацийӗ |
| Республика | Чăваш Республики |
| Район | Чăваш Енĕн Шупашкар районӗ |
| Ял тăрăхĕ | ... ял тăрăхĕ |
| Лаптăк | км² |
| Халăх йышĕ | () |
| Йышлăхĕ | /км² |
| Телефон префиксĕ | +7 83ххх |
| Почта индексĕ | 429ххх |
| Геогр. широти | хх°хх′хх″ Ç/N |
| Геогр. долготи | хх°хх′хх″ Т/E |
| Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
| ОКАТО (код) | |
Иккасси, — Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи ял.
Сӑнласа пани
Ялти урамсем: Шупуҫ, Колхоз, Ҫӑмрӑксен, Сад, Шкул урамӗсем. Ҫавӑн пекех пӗр урам Шупуҫҫынни ячӗпе хисепленет.
Ялта ҫырмасем чылай: Типвар, Ялык вар, Ваткашши, Канашпуҫ тата ыттисем те.
Истори
1927 çулчен Шупашкар уесӗн Туканаш вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хальхи вăхăтчен Шупашкар районне кĕрет.
Паллă çыннисем
- Ефимова Вера Григорьевна (1911—1996), патшалӑх ӗҫченӗ.
- Захаров Наум Захарович (1902—1977), парти тата хуҫалӑх ертӳҫи.
- Захаров Яков Захарович (1888—1942), педагог, математик, физик.
- Иванова Екатерина Ивановна (1918—2003), педагог.
- Илларионова Фаина Илларионовна (1923—1981), уй-хир бригадин бригадирӗ. Иккассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ илнӗ, «1 мая» колхозра ӗҫленӗ. Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗ.
- Шупуççынни Николай Васильевич, сăвăçă, прозаик, куçаруçă.
Культура
Ялта шкул, фельдшер пункчӗ, ял клубӗ, вулавӑш, спорт залӗ, спорт лапамӗ, «Раҫҫей почтин» ҫыхӑну уйрӑмӗ пур.
Ӑнлантарусем
- ^ http://www.perepis2002.ru/content.html?id=11&docid=10715289081460.
- ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm.
- ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
- ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya.
- ^ Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 222. — 505 с.
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 186–187. — 505 с.
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |