Аркасси

Аркасси (выр. Аркасы) — Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикине кӗрекен Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи ял. Ҫӗньял ял тӑрӑхӗ администрациллӗ-территориллӗ виҫине кӗрет.

Вырнаҫӑвӗ

Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнче Кӑкшӑм юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче , кӑнтӑр енчен Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Юраково микрорайон ҫумӗнче вырнаҫнӑ.

undefined

Истори

1795 ҫултанпа Изеев ялӗн 24 киллӗ выселокӗ (халӗ ҫук) ятпа паллӑ. 1897 ҫулта 227 ҫын пурӑннӑ, 1926 — 57 кил пулнӑ, 281 ҫын пурӑннӑ, 1939 ҫулта — 258 ҫын, 1979 ҫулта — 181 ҫын. 2002 ҫулта — 52 кил, 2010 ҫулта 50 кил хуҫалӑхӗ. Коллективизаци тапхӑрӗнче «Опчумар» колхоз йӗркеленӗ, 2010 ҫулта кунта Кадыков ячӗллӗ СХПК ӗҫленӗ[2].

Паянхи лару-тӑру

Хальхи вӑхӑтра Аркасси виҫӗ пая пайланать: ӗлӗкхи вырӑн (малтан ял пулнӑ выран, ҫырма леш енче), «Павловская слобода» коттедж посёлокӗ тата Ҫӗнӗ Шупашкарӑн Воин-Интернационалистсен урамӗпе юнашар ҫӗкленекен нумай хутлӑ ҫуртсен микрорайонӗ[3].

Паллӑ вырӑнсем

Аркасси ялӗн варринче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ, вӑрҫӑран таврӑнсан вилнӗ ентешсене асӑнса лартнӑ палӑк пур.

Хирӗҫех — 1887 ҫулта кирпӗчрен хӑпартнӑ авалхи ҫурт[4]. Унта 2002—2021 ҫулта фельдшерпа акушер пункчӗ(выр.)чăв. вырнаҫнӑ пулнӑ, халӗ — музей.

2021 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Аркассинче ҫӗнӗ ФАП уҫнӑ[5].

Коттедж поселокӗнче Петӗрпе Павӑл апостолсен чиркӗвӗ ӗҫлет. Ӑна 2012—2015 ҫулсенче туса хута янӑ. 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш митрополийӗн ертӳҫи, Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава чиркӳре литурги(выр.)чăв. ирттернӗ, храма сӑвапласа уҫнӑ[6].

«Лӑпкӑ ҫыран» кану вырӑнӗ

Аркасси ҫумӗпе Кӑкшӑм юханшывӗ юхса иртет. Ун ҫыранӗ хӗрринче «Лӑпкӑ ҫыран» («Тихий берег») кану комплексӗ уҫнӑ. Канма килекенсене валли хӑтлӑ ҫуртсем, беседкӑсем, мунчасем, мини-футбол(выр.)чăв. тата волейбол вылямалли площадкӑсем янтӑланӑ[7].

Халӑх йышӗ

2002 ҫулхи ҫыравпа ялта 96 ҫын (100 проценчӗпех — чӑвашсем)[8], 2010 ҫулхи ҫыравпа 125 ҫын пурӑннӑ[9].

Халӑх йышӗ
2002[10]2010[11]2012[12]2020[13]
96125116370
100
200
300
400
2002
2010
2012
2020

Паллӑ ҫыннисем

  • Бардасова Васса Трофимовна (1905–2004) — нумай ҫул пурӑннӑ ҫын.
  • Константинов Леонид Константинович (1942 ҫ.ҫ.) — ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
  • Николаев Геннадий Николаевич (1943 ҫ.ҫ.) — паллӑ строитель.
  • Николаев Константин Николаевич (1905–1942) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса пуҫ хунӑскер.
  • Фёдоров Егор Фёдорович (1918–1941) — лейтенант, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса пуҫ хунӑскер. Хӗрлӗ Ҫара Шупашкар район ҫар комиссариачӗ йыхравланипе кайнӑ. Кӑнтӑр-Анӑҫ фронтра ҫапӑҫса Киев хулине хӳтӗлесе пуҫ хунӑ. Житомир облаҫӗнчи тӑванла вил тӑпринче пытарнӑ.
  • Фёдорова Наталия Фёдоровна (1915–2000) — пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе тӑван ялти колхозра ӗҫленӗ хресчен. Аркассинчи 2 класлӑ шкулта пӗлӳ илнӗ. Виҫӗ ача пӑхса ӳстернӗ. Ӑна тӑватӑ медальпе (1947, 1975, 1985, 1995), Шупашкар районӗнчи лаша куравӗнче 1 степеньлӗ дипломпа (1954 ҫулта), хисеп хучӗсемпе чысланӑ. 1953 ҫулта «Чӑваш АССРӗн чи лайӑх конюхӗ» ята тивӗҫнӗ. 1970 ҫулта ӑна «Ӗҫ ветеранӗ» медальпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya
  2. ^ В.И. Алиней, З.А. Трифонова. Аркасы. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
  3. ^ Алексей Радченко. Аркасы - самая многоэтажная деревня Чувашии, выходящая на улицы Новочебоксарска (выр.). forum.na-svyazi.ru. CHEB.ru (22 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
  4. ^ Андрей Сергеев. Дом с историей. Местные жители озаботились судьбой старинного дома в Аркасах (выр.). Издательский дом «Грани» (14 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
  5. ^ В Чебоксарском районе открылись два современных модульных фельдшерско-акушерских пункта (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (19 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
  6. ^ Храм апостолов Петра и Павла д.Аркасы ( западная окраина г.Новочебоксарск) (выр.). Чувашская митрополия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
  7. ^ База отдыха «Тихий берег» (выр.). База отдыха «Тихий берег» (31 ҫурлан 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
  8. ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  9. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — Чувашстат, 2012. — 82 с.
  10. ^ http://www.perepis2002.ru/content.html?id=11&docid=10715289081460.
  11. ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm.
  12. ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
  13. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем