Карачура
Карачура (выр. Большие Карачуры) — Чăваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял.
Тытӑмӗ
Ялти урамсем: ДРСУ, Симӗс, Вӑрман, Октябрь, Уй, Шкул, Кӑнтӑр, 9-мӗш километр.
Тавралӑхӗ
Карачура ялӗ Шупашкартан 4 ҫухрӑмра, М-7 автоҫул хӗрринче вырнаҫнӑ. Чукун ҫул станцийӗ ялтан 1 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, район центрне ҫитме — 14 ҫухрӑм[2].
Ял вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ, юнашар Йӑршу шывӗ юхса иртет[3].
Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла яла икӗ пая Ҫырмапуҫ урамӗ пайлать. Ҫурҫӗр-тухӑҫ енчен Чепа ятлӑ ҫырма вырнаҫнӑ.
Кун-çулĕ
Вырӑсла ял ятне ӗлӗк Карачурина тесе палӑртнӑ.
XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен Шупашкар уесӗн Шупашкар вулӑсӗ йышне кӗнӗ. Районсем йӗркеленӗ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнче шутланма пуҫланӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Карачура ял канашне пӑхӑннӑ, 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнчен — Лапсар ял канашне. Каярах Лапсар ял администрацийӗ, Лапсар ял тӑрӑхӗ йышӗнче пулнӑ. Шупашкар муниципаллӑ округне йӗркелесен Лапсар территори пайӗ йышне кӗнӗ.
1724 ҫулччен ялти халӑх ясак тӳлекен хресченсем пулнӑ, каярах, 1866 ҫулччен, патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, бурлака ҫӳренӗ, ал ӗҫӗпе аппаланнӑ, чӑпта ҫапнӑ, юманран пӑкӑ хатӗрлесе экспортланӑ.
1886 ҫулта ялта чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ, 1914 ҫулта — земство училищине. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче шыв арманӗ ӗҫленӗ.
1928 ҫулта «Сапун» колхоз йӗркеленӗ. Унӑн пӗрремӗш председателӗ Игнатьев Н. И. пулса тӑнӑ, кайран ун вырӑнне Андрей Никитин йышӑннӑ. 1950 ҫулта Крупская ячӗллӗ колхозпа пӗрлешнӗ, 1959 ҫулта пӗрлешнӗ хуҫалӑх «Шупашкар чӑх-чӗп хапрӑкӗ» совхоз йышне кӗнӗ.
Халӑх йышӗ
1719 ҫулта 144 арҫын пурӑннине палӑртнӑ. 1747 ҫулта 162 арҫын пурӑннӑ, 1795 ҫулта виҫӗ уйрӑлса тухнӑ ялпа пӗрле 55 кил шутланӑ, вӗсенче 247 арҫын, 204 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1858 ҫулхи ҫырав ялта 175 арҫын, 188 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ, 1897 ҫулхи ҫырав — 249 арҫын, 230 хӗрарӑм. 1926 ҫулхи ҫыравра 116 кил шутланӑ, 281 арҫын, 283 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1939 ҫулта ялта 263 арҫын, 285 хӗрарӑм пулнӑ, 1979 ҫулта — 540 арҫын, 576 хӗрарӑм; 1989 ҫулта — 691 арҫын, 716 хӗрарӑм.
2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ Карачурара 513 арҫын, 619 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ, 2010 ҫулхи ҫырав — 533 арҫын, 587 хӗрарӑм пулнине.
Ялта чӑвашсем, вырӑссем пурӑнаҫҫӗ.
| 2002[4] | 2010[5] | 2012[6] | 2020[7] |
|---|---|---|---|
| 1132 | ↘1120 | ↗1161 | ↘1159 |
Культура
Ялта унччен Карачурари тӗп шкул ӗҫленӗ. 2020 ҫулта ӑна хупнӑ[8].
Карачурара ҫавӑн пекех фельдшер пункчӗ, модельлӗ вулавӑш, темиҫе лавкка пур.
Ҫул-йӗр
Ял М7 ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ. Ялти урамсене асфальтпа витнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya
- ^ Энциклопедия Чебоксарского района : Большие карачуры (выр.). Энциклопедиию. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 89. — 505 с.
- ^ http://www.perepis2002.ru/content.html?id=11&docid=10715289081460.
- ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm.
- ^ http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
- ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya.
- ^ В Чебоксарском районе школа стала опасной для учеников и педагогов (выр.), «Аргументы и факты».
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 89. — 505 с.
Каҫӑсем
- Энциклопедия Чебоксарского района : Большие карачуры (выр.). Энциклопедиию. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.