Ҫӗньял (Лапсар ял тӑрӑхӗ)
Ҫӗньял (выр. Синьялы) — Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял.
Ял Шупашкартан 3 ҫухрӑмра, район центрӗнчен 2 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Чукун ҫул станцине ҫитме 14 ҫухрӑм кирлӗ.
Тавралӑх
Ял вӑрман ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ, юнашар ятсӑр юханшыв юхса иртет, пысӑк пӗве пур. Ҫывӑхри вырӑнсем: Кашкӑр варӗ, Киремет кукри, Якур лупашки, Сенкел, Чашма (ҫӑлкуҫ)[2].
Историйӗ
Ял 1858 ҫултан паллӑ.
1927 ҫулччен Шупашкар уесӗн Тукаш вулӑсӗ йышне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче районсемпе ял канашӗсене туса хунӑ хыҫҫӑн Шупашкар районне кӗме пуҫланӑ[3].
1927 ҫулхи юпан пӗрремӗшӗнче Ҫӗньял ял канашӗ йышне кӗнӗ, 1929 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен — Ҫӗньял-Ойкас ял канашне, 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнчен — Кӳкеҫ ял канашне, 1979 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа Лапсар ял канашне кӗнӗ (унтанпа ячӗ кӑна улшӑнса пынӑ: Лапсар ял администрацийӗ, Лапсар ял тӑрӑхӗ). Хальхи вӑхӑтра Шупашкар муниципаллӑ округӗн территори пайӗ шутланать[2].
1866 ҫулччен кунта патшалӑх хресченӗсем пурӑннӑ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, ал ӗҫӗпе тӗрлӗ япаласем ӑсталанӑ, чӑпта ҫапнӑ, вӑрман каснӑ, ют ҫӗре кайса ӗҫленӗ[2].
1931 ҫулта «Арӑслан» колхоз йӗркеленӗ. Унӑн пӗрремӗш председательне Григорий Анисов суйланӑ. 1950 ҫулта Калин7ин ячӗллӗ колхоз йышне кӗртнӗ, 1959 ҫулта «Шупашкар чӑх-чӗп хапрӑкӗ» совхозпа пӗрлешнӗ[3].
Халӑх йышӗ
1897 ҫулта 129 ҫын пурӑннӑ. 1926 ҫулхи ҫыравра 36 кил пулнӑ, 164 ҫын пурӑннӑ. 1939 ҫулхи ҫырав ялта 183 ҫын пурӑннине палӑртнӑ, 1979 ҫулхи ҫырав — 160 ҫын пурӑннине. 2002 ҫулта 54 кил шутланнӑ, 2010 ҫулта — 39 кил хуҫалӑхӗ[3].
2002 ҫулта ялта хӗлӗн-ҫӑвӗн пурӑнакан халӑх йышӗ 113 ҫынпа (чӑвашсем 97 %) танлашнӑ[4], 2010 ҫулта — 124 ҫынпа[5].
Паллӑ ҫыннисем
- Гордеев Пётр Гордеевич (1905—1982), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Чӑваш АССР Аслӑ сучӗн членӗ.
Транспорт
Ял таран, пӗве урлӑ, асфальт ҫул килет. Ялти урама асфальтпа витнӗ. Ҫӗньял ялӗ таран пӗр хушӑ маршрутлӑ автобус ҫӳренӗ.
Сӑнсен пуххи
Ӑнлантарусем
- ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya
- ^ 1, 2, 3 Энциклопедия Чебоксарского района : Синьялы (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 359. — 505 с.
- ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — Чувашстат, 2012. — 82 с.
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 359. — 505 с.
Каҫӑсем
- Чувашская энциклопедия
- Энциклопедия Чебоксарского района : Синьялы (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.