Ҫӗктер

Ҫӗктер (выр. Сюктерка) — Чӑваш Республикин Шупашкар муниципаллӑ округӗ шутне кӗрекен хула евӗр посёлок. Администраципе территориллӗ виҫе пек Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ шутне кӗрет.

Малтанхи хутсенче посёлока Ҫӗктер савучӗ (1897)[2], Ҫӗктер Савучӗ (1927—1935), пром. эртел (1940) ятсемпе палӑртнӑ[3][4].

Этимологийӗ

Темиҫе верси пур. Пӗр версипе ячӗ «ҫӑкӑр» сӑмахран пулса кайнӑ. Тепӗр версипе ӑна сюктер авалхи пӑлхар сӑмахӗнчен ят панӑ — вӑл «масар», тӗрӗсрех каласан — мавзолей (масарта йӑх таврашне пытарнине) тенине пӗлтернӗ[5][6]. Икӗ версийӗ те Виталий Петрович Станьял ӗҫӗсенче ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ.

Тытӑмӗ

Посёлокри урамсем: Волжанка, Атӑлҫи, Атӑлҫи Шурӑмпуҫӗ, Тӗп, Анӑҫри, Хӗвеллӗ ҫыран, Чантӑр кордонӗ[7].

Географийӗ

undefined

Шупашкартан 19 ҫухрӑмра Атӑлӑн ҫӳллӗ сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ[3]. Муниципаллӑ округӑн центрне, Кӳкеҫе, ҫитме — 22 километр. Шупашкар шыв управне шывпа тултарнӑ хыҫҫӑн посёлок ҫыран тӑвайккине хӑпарнӑ[4].

Анӑҫран, ҫурҫӗртен тата тухӑҫран посёлока вӑрман хупӑрласа илнӗ. Посёлокӑн хӗвелтухӑҫ енчи вӑрманта тарӑн ҫырма вырнаҫнӑ, унӑн айлӑмне савута тума усӑ курнӑ та.

2018 ҫулта кунта «Волжанка» санаторипе курорт комплексӗ» ТМЯП ҫӗрӗ ҫинче ҫӗр айӗнчи шывсен вырӑнне тупса палӑртнӑ. Ӑна Волжанское ят панӑ. Ҫӗр айӗнчи шыва В категорине кӗртнӗ, унӑн калӑпӑшӗ талӑкра 150 м³ танлашнӑ[8].

Историйӗ

Посёлок пек пурӑнмалли вырӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче хӑма ҫуракан предприяти ҫумӗнче (хальхи вӑхӑтра ӗҫлемест) никӗсленӗ[4]. Посёлокра хӑма ҫуракан савутра ӗҫленӗ чӑвашсемпе вырӑссем пурӑннӑ. Ҫавӑн пекех посёлокра пурӑнакансем карҫинкка авнӑ, кунта икӗ арман ӗҫленӗ[3].

1920 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗччен посёлок Чикмӗ уесӗн Сӗнтӗр вулӑсне кӗнӗ, кайран унти ялсене Шупашкар уесӗ йышне куҫарнӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче администраципе территори пайланӑвӗ тӗлӗшӗнчен реформа ирттернӗ хыҫҫӑн, уессем вырӑнне районсем туса хунӑ, ҫапла май посёлок Шупашкар районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ишлей районне кӗнӗ. 1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14 хыҫҫӑн Ишлей районне пӗтернӗ те мӗнпур ялсемпе посёлоксене Шупашкар районне кӗртнӗ[3].

Районсене йӗркеленӗ хыҫҫӑн посёлок Вӑрманкас-Ҫӗктер ял канашне пӑхӑннӑ. Ишлей районне йӗркелесен ял канашне Вӑрман-Ҫӗктер ят панӑ, асӑннӑ ят хальхи вӑхӑтчен сыхланса юлнӑ.

Халӑх йышӗ

Ҫул 1926[3] 1939[3] 1979[3] 2002[3] 2010[3]
Халӑх 33 73 576 752 743
Арҫынсем 26 45 281 337 327
Хӗрарӑмсем 7 28 295 415 416
Килсем 19 302 263
Халӑх йышӗ
2002[9]2010[10]2012[11]2020[12]
752743710690
100
200
300
400
500
600
700
800
2002
2010
2012
2020

2002 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ посёлокра 752 ҫын пурӑннине кӑтартса панӑ, чи йышлӑ наци ҫыннисем — чӑвашсем (63%), вырӑссем (29%)[13].

Инфраструктури

Посёлокра темиҫе санатори вырнаҫнӑ:

  • «Волжанка» санатори;
  • «Солнечный берег» санатори (Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ; пляж пур);
  • «Волжские зори» санатори.

2010 ҫула илес пулсан, пурӑнмалли вырӑн таврашӗнче «Атӑл» ЯХПК ӗҫленӗ.

Посёлока газификациленӗ, шыв пӑрӑхӗ хывнӑ, пӗрлехи ӑшӑтмалли система, каяш шывсене юхтармалли тытӑм пур. Пурӑнмалли вырӑнта темиҫе лавкка («Калинка эконом», Чӑвашпотребсоюзӑн Ишлей райповӗн лавкки) вырнаҫнӑ[3], пасар, стадион, икӗ спортзал, спортплощадка, фельдшер пункчӗ пур[4].

Посёлока асфальтлӑ ҫулпа ҫыхӑнтарнӑ, кунта 146-мӗш (Шупашкар), 271-мӗш (Шупашкар), 273-мӗш (Кӳкеҫ) автобус маршручӗсем ҫӳреҫҫӗ[4].

Сӑнсен пуххи

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya
  2. ^ Берстель К. П. Список селений Казанской губернии : изд. Казан. Губерн. Зем. Управы / К.П. Берстель. — Типо-лит. И.В. Ермолаевой, 1908. — С. 47. — 264 с. , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнчи копийӗ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. // Электронный архив КФУ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Сюктерка / В. И. Алиней, З. А. Трифонова // Электронная Чувашская энциклопедия = Чувашская энциклопедия : в 4 т. / Гл. ред. Ю. Н. Исаев. — Чебоксары : Чувашское книжн. изд-во, 2011. — Т. 4: Си—Я. — 797 с. — ISBN 978-5-7670-1931-1. // Чувашский государственный институт гуманитарных наук.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Населённые пункты Чебоксарского района Чувашской Республики, 2008, с. 64.
  5. ^ Дубанов И. С. Географические названия Чувашской Республики: краеведческий словарь / И. С. Дубанов. — Чуваш. кн. изд-во, 2010. — С. 351. — 495 с. — ISBN 978-5-7670-1756-0. , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗнчи копийӗ
  6. ^ Сторона моя чебоксарская : (материалы по истории Чебоксарского района Чувашской Республики) : [пособие по истории и культуре родного края] / Л. П. Павлов, В. П. Станьял. — 1997. — 446 с.
  7. ^ Посёлок Сюктерка. «КЛАДР — Классификатор адресов России». Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  8. ^ В Чувашии появится новое месторождение подземных вод // Советская Чувашия : газета. — 2018. — 21 пушӑн.
  9. ^ http://www.perepis2002.ru/content.html?id=11&docid=10715289081460.
  10. ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm.
  11. ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
  12. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya.
  13. ^ Коряков Ю.Б. База данных «Этно-языковой состав населённых пунктов России»: Чувашская Республика // lingvarium.org.

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем