Вӑрманкас Тӑрӑн
Вăрманкас Тăрăн — Чăваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял.
Ял тытӑмӗ
Ялти урамсем: Водопровод урамӗ, Почта урамӗ, Ҫамрӑксен урамӗ.
Тавралӑх
Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнче Кӑшканар юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗ хӗрринче, район центрӗ шутланакан Кӳкеҫ посёлокӗнчен тӳррӗн 19 ҫухрӑма яхӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ. Тавран Кӳкеҫрен 42 ҫухрӑмра, Шупашкартан 34 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
Ялта икӗ пӗве пур. Почтӑпа Водопровод урамӗсем хушшинче ятсӑр ҫырма пур.
Историйӗ
1920 ҫулччен Етӗрне уесӗн Ҫӗньял вулӑсӗ шутне кӗнӗ. 1921 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесне пӑхӑнма пуҫланӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсене туса хунӑ хыҫҫӑн Шупашкар районне кӗме пуҫланӑ. 1935 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче Ишлей районне йӗркелесен унта пахӑнма тытӑннӑ. 1959 ҫӳлхи утӑн 14-мӗшӗнче ял Красноармейски районне пӑхӑнма пуҫланӑ, тепӗр виҫӗ ҫултан вара, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкар районне кӗрет. Хальхи вӑхӑтра Шупашкар муниципаллӑ округӗн лаптӑкӗнче вырнаҫнӑ[2].
1927 ҫулта районсемпе ял канашӗсене йӗркелесен Тӑрӑн ял канашне кӗнӗ. 1991 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ял тӑрӑхӗсен ячӗсене улӑштарнӑ хыҫҫӑн — Тӑрӑн ял тӑрӑхӗ йышӗнче[3].
1859 ҫултанпа паллӑ, ун чухне кунта (Тӑрӑн салинчен куҫса тухнисем) 8 кил пулнӑ, 48 ҫын пурӑннӑ. 1897 ҫулта 212 ҫын пурӑннӑ, 1926 — 53 кил, 234 ҫын пурӑннӑ, 1939 ҫулта — 260 ҫын, 1979 ҫулта — 186. 2002 ҫулта 82 кил пулнӑ, 2010 — 81 кил хуҫалӑхӗ.
Халӑх йышӗ
1866 ҫулччен ялта патшалӑх хресченӗсем пурӑннӑ, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, чӑпта ҫапнӑ, ал ӗҫӗпе аппаланнӑ.
2002 ҫулта ялта хӗлӗн-ҫӑвӗн пурӑнакансен йышӗ 265 ҫын (чӑвашсем 99%)[4], 2010 ҫулта 266 ҫын[5] пулнӑ.
| 2010[6] | 2012[7] |
|---|---|
| 266 | ↗284 |
Паллӑ ҫыннисем
- Родионов Тимофей Родионович (1882—?) — патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
Культура
Экономика
XX ӗмер пуҫламӑшӗнче ялта шыв арманӗ пулнӑ, 1920-мӗш ҫулсенче чӑпта ҫапакан артель ӗҫленӗ, лавкка пулнӑ.
1929 ҫулта «Крестьянин» колхоза йӗркеленӗ. Председатель пулма Фадей Николаева суйланӑ. 1951 ҫулта «Путь Ленина» колхоз йӗркеленӗ, унта ҫавӑн пекех Кочак Тӑрӑн, Шинер Тӑрӑн, Тӑрӑн ялсенчи колхозсем кӗнӗ. 1960 ҫулта Анаткас Тӑрӑн ялӗнчи «Восток» колхоз тата Чапаев ячӗллӗ колхоз хушӑннӑ хыҫҫӑн «Путь Ильича» колхоз йӗркеленнӗ. 1968 ҫулта вӑл хӑй «Ишлейски» самӑртакан совхоз шутне кӗнӗ[2].
2010 ҫулта «Туруновский» ЯХПК ӗҫленӗ. Ялта механизациленӗ парк, сӗт туса илекен ферма, ял хуҫалӑх таварне тирпейлекен цех пур[3].
Ялти сӑнсем
Ӑнлантарусем
- ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc
- ^ 1, 2 Энциклопедия Чебоксарского района : Вурманкас-Туруново (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 125. — 505 с.
- ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — Чувашстат, 2012. — 82 с.
- ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc.
- ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 125. — 505 с.
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |