Тренкасси

ТренкассиЧăваш Енĕн Шупашкар районӗнчи ял. Ялпа юнашар Ҫӗнӗ Тренкасси посёлокӗ ӳссе ларнӑ.

Ял тытăмĕ

Икĕ урам. Шĕнерпуç ял тăрăхне кĕрет.

Халӑх йышӗ

2002 ҫулта хӗлӗн-ҫӑвӗн пурӑнакансен йышӗ 103 ҫынпа (чӑвашсем 98%)[1], 2010 ҫулта 116 ҫынпа[2] танлашнӑ. 2008 ҫулта 103 çын пурӑннӑ[3].

Халӑх йышӗ
2002[4]2010[5]2012[6]2020[7]
103116153112
50
100
150
200
2002
2010
2012
2020

Кун-çулĕ

Тренкасси ялне Хыркасси ялĕ çывăхĕнчи Кивçурт Çырми ялĕнчен куçса килнĕ Тренкки (Терентий) ятлă çын пуçласа янă. Ял 18 ĕмĕр вĕçнелле кăна пуçланса кайнă. Унпа юнашар Явăш ятлă çын килсе ларнă. Пурăна киле икĕ ял пĕрлешсе кайнă та хальхи Тренкасси пулса тăнă.

Тренкки (Терентий) – вырăс ячĕ, апла пулсан ял чăвашсене тĕне кĕртсен кăна пуçланса кайма пултарнă.

Авалхи документсенче Тренкасси ялне тĕрлĕ ятсемпе çырса хăварнă, Хыркасси, Чăрăшкасси, Явăш тенисем тĕл пулаççĕ. Анă, тĕслĕхрен, 1859 çулхи халах çырав материалĕсенче Шемшер вулăсĕнче, Йĕршшу çумĕнче, Явăш («Яушева при рч. Рыкше»; 66 хуçалăх, 208 арçын, 228 хĕрарăм) ятлă ял пур, Тренкасси çук; 1897 çулхи перепись материалĕсенче вара Тренкасси (Трень-Касы) пур, Явăш çук. Халăх ахаль халапламасть иккен, халапсенче тĕл пулакан хыпар-хăнара, лайăх шырасан, авалхи документсенче те тупма пулать иккен. Çаксене шута илсен, Тренкасси ял ятне пĕр иккĕленмесĕрех «Трен(кки) ятлă çын никĕсленĕ касă» тесе ăнлантармалла.[8]

Путин килни

2008 çулхи авăн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацин президенчĕ Владимир Путин Тренкасси ялĕнче пулса курчĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  2. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — Чувашстат, 2012. — 82 с.
  3. ^ Закупки. Чăваш правительстви 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ http://www.perepis2002.ru/content.html?id=11&docid=10715289081460.
  5. ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm.
  6. ^ http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
  7. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya.
  8. ^ Егоров Н.И. Наци политики кирлĕ

Темӑпа ҫыхӑннисем