Явӑш
Явăш, — Чăваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял.
Кун-çулĕ
1963 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче Явӑш ялӗ ҫумне Пӗчӗк Катраҫ ялне пӗрлештернӗ.
Халӑх йышӗ
Паллӑ ҫыннисем
Явӑшра ҫак ҫынсем ҫуралса ӳснӗ:
- Алексеев Николай Васильевич (1935 ҫ.ҫ.) — чӑваш зоотехникӗ, патшалӑх тата парти ӗҫченӗ.
- Алёшин Павел Кузьмич (1906—1993) — ҫар дирижёрӗ, педагог, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ шкул вӗрентекенӗ.
- Липов Станислав Андреевич (1935—1997) — валторнист, симфони оркестрӗн солисчӗ.
- Охотин Виталий Владимирович (1958 ҫ.ҫ.) — юстици подполковникӗ.
- Петухов Владимир Дмитриевич () —
- Петухов Поликарп Семёнович (1929 ҫ.ҫ.) — педагог, патшалӑх ӗҫченӗ.
- Томский Пимен Алексеевич (1923—2011) — педагог, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.
- Филиппов Владимир Петрович (1939 ҫ.ҫ.) — контрабас калакан, Хусан консерваторийӗн преподавателӗ. Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
- Филиппов Пётр Филиппович (1916—1999) — виолончель калакан, педагог, дирижёр. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1950), Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ (1990).
Вуламалли
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |