Пӗчӗк Катраҫ

Пӗчӗк КатраҫШупашкар районӗнчи ҫухалнӑ ял, 1963 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче ӑна Явӑшпа пӗрлештернӗ.

Ял историйӗ

Яла 1606 ҫулта Чебоксарка юханшыв пуҫӗнче никӗсленӗ. Вӑл вӑхӑтра 60 кил пулнӑ[1].

1917 ҫулччен Чикме уесӗ шутӗнче пулнӑ. 1920 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗнче ӑна Шупашкар уесне куҫарнӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсене туса хунӑ хыҫҫӑн Шупашкар районне кӗме пуҫланӑ. 1935 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче Ишлей районне туса хурсан унта пӑхӑнма тытӑннӑ, 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче вӑл района пӗтерсен каллех Шупашкар районне куҫнӑ[2].

Малтан Мӑнал вулӑсне пӑхӑннӑ, 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнчен 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен Шупашкар вулӑсӗнче шутланнӑ. Районсене туса хурсан Явӑш ял канашне кӗнӗ, 1928 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Атайкасс ял канашне пӑхӑнма пуҫланӑ[1].

1963 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче яла Явӑшпа пӗрлештернӗ[1].

1887 ҫулта ялта чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ. Ачасене Охотинпа Ярков вӗрентнӗ. 1907 ҫулта хӗрарӑмсен шкулӗ уҫӑлнӑ, ачасене Сютрукова Перасковья Александровна вӗрентнӗ[2].

1922 ҫулта «Труд» кооператив никӗсленӗ, ӑна Алексей Андрианов ертсе пынӑ[2].

1930 ҫулта «Красные Яуши» колхоз йӗркеленӗ (Явӑш ялӗпе пӗрле)[1].

1941 ҫулта яли шкул ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пулса тӑнӑ, ачасем икӗ смена хушшинче пӗлӳ пухнӑ[2].

Халӑх йышӗ

1927 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялта 64 кил пулнӑ, 113 арҫын, 115 хӗрарӑм пурӑннӑ[2].

Паллӑ ҫыннисем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 249-250. — 505 с.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 249-250. — 505 с.