Мӑнал вулӑсӗ
Мӑнал вулӑсӗ — 1867 ҫултанпа 1927 ҫулччен Мӑнал ялӗнче тӗпленнӗ вулӑс.
Историйӗ
1867 ҫулта йӗркеленӗ, ун чухне Хусан кӗпӗрнинчи Чикме уесӗ шутне кӗнӗ. Унти ялсем обществӑсем йӗркеленӗ пулнӑ. Председательсене пӗр ҫуллӑха суйланнӑ, Октябрьти революци хыҫҫӑн хресчен депутачӗсен канашӗсене йӗркелеме тытӑннӑ.
1918 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вулӑсри хресчен депутачӗсемпе ял комиссарӗсен съезчӗ иртнӗ. Ҫак пуху йышӑнӑвӗпе хресчен депутачӗсен ял канашне йӗркеленӗ. Тимӗр Ҫырми ял канашне 5 ҫынна суйланӑ. Протоколра ҫакна ырласа унта пулнӑ 56 ҫын алӑ пуснӑ. Председателе Осип Михайлова суйланӑ.
1919 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче вулӑс тата ял канашӗсенче ҫӗнӗ суйлав ирттернӗ. Тимӗр Ҫырма ял канашне 9 ҫын кӗнӗ. Председатель пулма Роман Ястребова шанса панӑ, ҫыруҫӑ пулма Ефим Лекарева суйланӑ. Вулӑсри пухӑва Иван Викторович Грибоедовпа Роман Ястребова янӑ. Протоколра пухӑннӑ 51 ҫын хушшинче пӗр хӗрарӑм алӑ пусни пур — вӑл Наталья Андреева.
1919 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче уес канашӗ инструкцийӗпе килӗшӳллӗн вулӑс ҫар комиссариатне йӗркелеҫҫӗ. Унӑн комиссарӗ пулма Канаш председательне Иван Грибоедова лартаҫҫӗ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчех ҫар пухӑвӗнче ҫӗр пайне йӗркелеҫҫӗ. Унӑн председателӗ пулма Тихон Захарова (Тимӗр Ҫырма ялӗ) шанса параҫҫӗ. Вулӑс Канашӗн ӗҫӗсене малалла ӗҫтӑвком туса пыма тытӑннӑ. Вулӑсри ӗҫ тӑвакан комитет йышне Тимофей Никифорова, Моисейпе Ананий Васильевсене суйланӑ.
Вулӑс ӗҫтӑвкомӗн председателӗ пулса 1923 ҫул вӗҫлениччен Иван Грибоедов ӗҫленӗ, вӑл 1890-мӗш ҫулта Тимӗр Ҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш училищӗрен вӗренсе тухнӑ. 1915 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче ӑна Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫине мобилизациленӗ, вӑрҫӑра вӑл 281-мӗш Новомосковск полкӗн йышӗнче отделени командирӗ пулса ҫапӑҫнӑ. Февральти буржуазипе демократи революцийӗ хыҫҫӑн ӑна рота комитечӗн йышне суйланӑ. Аманнине пула ӑна кӗске вӑхӑтлӑха киле отпуска янӑ. Унтан каллех вӑл фронта таврӑннӑ. Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн киле таврӑнса РКП(б) ретне кӗнӗ. Хусан кӗпӗрнин Канашӗн членӗ пулнӑ.
1923 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче вулӑс территоринче 13 ял канашӗ пулнӑ. Ҫав ҫулах пушӑн 21-мӗшӗнче вулӑс ӗҫтӑвкомӗн ларӑвӗнче Шупашкар уесӗн ӗҫтӑвкомӗ йышӑнӑвне (пушӑн 10-мӗшӗнчи 1110 №-лӗ йышӑну) татса парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ, ун тӑрӑх Мӑнал вулӑсне пӑрахӑҫлама палӑртнӑ пулнӑ. Анчах ун чухне вулӑс ӗҫтӑвкомӗ асӑннӑ ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе тӑхтама ыйтнӑ, ӗҫтӑвком аппаратне тытса тӑрассине вырӑнти халӑх хӑйӗн ҫине илме пултарни пирки шантарнӑ. Уес ӗҫтӑвкомӗн административлӑ комиссийӗ кунпа килӗшмен. Ҫапла май ҫак комиссин ларӑвӗнче вулӑсри Хурӑнлӑх ялне Кӳкеҫ вулӑсне куҫарма йышӑннӑ. Чанкасси, Ишлейкасси, Хырӑшкасси, Шуркасси, Чӑрӑшкасси, Сӑранкасси, Хураҫырма, Шурча вулӑсӗнчи Мамӑш, Турикасси, Ҫырмапуҫ, Иштереккасси, Явӑш, Пӗчӗк Катраҫ, Моҫҫакасси, Ваҫликасси, Сархорн, Тимӗр Ҫырма, Мӑнал, Мӑн Кӑшавӑш, Котяк, Чаканар, Ырашпулӑх, Ишек, Кӗперкасси ялӗсене вара Сӗнтӗр вулӑсне куҫарнӑ. Апла пулин те асӑннӑ йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртме пуҫланине каярах ҫулсенчи (1924 ҫултан пуҫласа 1926 ҫулччен) нимӗнле хутсемпе те ҫирӗплетме май ҫук.
Виҫӗ ҫул маларах, 1920 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче, вулӑс ӗҫтӑвкомӗ Хусан кӗпернин канашне вулӑса Чикме уесӗнчен Шупашкар уесне куҫарма ыйтса ҫырнӑ, ҫакна Чикмене ҫитме 60–70 ҫӳреме тивнипе сӑлтавланӑ. 1920 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вара Мӑнал вулӑсӗ Шупашкар уесне куҫнӑ. Анчах 1920 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче тунӑ уес ӗҫтӑвкомӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 300 ҫынран сахалрах пурӑнакан ялсенче ял канашӗсене пӑрахӑҫланӑ. Ӗҫтӑвкомсем вырӑнне ун пек ялсенче ял пухӑвӗсен председателӗсене суйлама пуҫланӑ. Ку председательсем пӗрлештернӗ ял канашӗсен йышне кӗнӗ. 1927 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче Мӑнал ял канашӗн ӗҫтӑвкомӗн ларӑвӗнче Мӑналпа Тимӗр Ҫырми ял канашӗсене пӗрлештерес ыйтӑва пӑхса тухнӑ та пӗрлешнӗ Мӑнал канашне йӗркеленӗ. Председатель пулма Никита Егорова (Тимӗр Ҫырми ялӗ), секретарь пулма Григорий Гусаров, Изосим Ягутинпа Андрей Дмитриев (пурте ҫав ялтанах) суйланӑ. Ҫав ларурах 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ Шупашкар районӗн 1-мӗш пухӑвне хутшӑнакан делегатсене суйланӑ. Ҫакӑн хыҫҫан ял канашӗпе унӑн ӗҫтӑвкомӗ, Совет патшалӑхӗн пурнӑҫӗнчи ҫивӗч ыйтусемсӗр пуҫне, ял хуҫалӑхне коллективизацилес, колхозсен кулленхи ӗҫне-хӗлне йӗркелес, колхозниксен йӑлипе культурине аталантарас ӗҫе активлӑ хутшӑнма пуҫланӑ.
Вулӑс ялӗсем
Мӑнал вулӑсне ҫак ялсем кӗнӗ:
- Атайкасси (1858 ҫултанпа 1920 ҫулччен);
- Ваҫликасси (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен);
- Вӑрӑмту (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен);
- Ишек (1858 ҫултанпа 1918 ҫулхи ака уйӑхӗччен; 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗнчен 1920 ҫулччен);
- Ишлейкасси (1917 ҫултан 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Кӑрмӑш (1858 ҫултанпа 1920 ҫулччен);
- Кӑшавӑш (1858 ҫултанпа 1920 ҫулччен);
- Кипеккасси (1858 ҫултанпа 1920 ҫулччен);
- Котяк (1858 ҫултанпа 1920 ҫулччен);
- Мӑнал (XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен);
- Моҫҫакасси (XVIII ӗмӗртен 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Пӗчӗк Катраҫ (1917 ҫултан 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Попой (1917 ҫултан 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Сархорӑн (XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен);
- Сопаккасси (1858 ҫултанпа 1920 ҫулччен);
- Сӑранкасси (1917 ҫултан 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Ҫырмакасси (1917 ҫултан 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Тимӗр Ҫырма (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен);
- Турикасси (1917 ҫултан 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Хураҫырма (XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен);
- Хура Ҫырма Пайсарӗн (1917 ҫултан 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Хурӑнлӑх (XVIII ӗмӗртен 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Хуттӑр (1223 ҫултан 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Хырӑшкасси (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Чаканар (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗччен);
- Чанкасси (XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен);
- Чӑрӑшкасси (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен);
- Шӑпачав (1917 ҫултан пуҫласа 1920 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗччен);
- Шуркасси (XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен);
- Ырашпулӑх (XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен);
- Явӑш (XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен).