Атайкасси (Шупашкар районӗ)

Урăх пĕлтерĕшĕсене Атайкасси (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Атайкасси (выр. Большие Катраси) — Чăваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял.

Тавралӑхӗ

Ял Вӑрнар ҫулӗ хӗрринче Шупашкартан 14 ҫухрӑмра, Кӳкеҫ район центрӗнчен 15 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ 2 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Ялтан инҫе мар Йӑршшу шывӗн ҫӑлкуҫӗ вырнаҫнӑ. Ял ҫумӗнче тухӑҫ енче пӗве пур, пӗве хӗрринче Киремет вӑрманӗ вырнаҫнӑ.

Ялти урамсем: Ҫамрӑксен, Клин, Мускав, Ландыш, Хӗвел, Вӑрман, Хӗсӗк, Симӗс, Дача, Романтик, Савут, Шкул, Шоссе, Хутӑр урамӗсем, Ҫурҫӗр тата Тухӑҫ тӑкӑрлӑкӗсем.

Историйӗ

XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1858 ҫулччен Шупашкар уйӗсӗн Сӑкӑт вулӑсне кӗнӗ, кайран 1920 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗччен Чикме уесӗн Мӑнал вулӑсне, 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен пуҫласа Шупашкар уесӗн Мӑнал вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче пуҫласа Шупашкар районне пӑхӑнма пуҫланӑ, 1935 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче Ишлей районне йӗркелесен унта пӑхӑнма тытӑннӑ. 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче Ишлей районне пӗтерсен каллех Шупашкар районне кӗнӗ[2].

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче иртнӗ администраци реформи хыҫҫӑн Атайкасси ял канашне пӑхӑнма пуҫланӑ. 1991 ҫулта ян канашӗсем вырӑнне ял администрацийӗсем туса хурсан Атайкасси ял администрацине кӗнӗ, 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ял тӑрӑхӗсем йӗркелесен — Атайкасси ял тӑрӑхне. Хальхи вӑхӑтра Шупашщкар муниципаллӑ округӗн Атайкасси территори пайӗ шутне кӗрет[2].

1724 ҫулччен ясак тӳлекен хресченсем пулнӑ, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем. Ялти халӑх тыр-пул ӳстернӗ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ, бурлака ҫӳренӗ, чӑпта ҫапнӑ, ал ӗҫӗпе аппаланнӑ[3].

1886 ҫулта чиркӳ прихучӗн шкулне, 1909 ҫулта земство училищине уҫнӑ. Каярах лаввка тата ял вулавӑшӗ (1930 ҫултан) ӗҫлеме пуҫланӑ[3].

1930 ҫулта «Мотор» колхоз йӗркеленнӗ. Малтанхи председательсем хушшинче Г. Андреев, Г. Андрианов, Дмитрий Иванович Иванов пулнӑ. 1960 ҫулта тӑватӑ колхоза («Мотор», «Мичуринец», «Дружба» тата Владимир Ильич ячӗллӗ колхоз) пӗрлешӗннӗ те «За мир» ятлӑ пулса тӑнӑ. 1965 ҫулта вӑл Шупашкарти ҫырла ҫимӗҫ совхоз (каярах «Сад» ЯХПК) йышне кӗнӗ. Совхоз ертӳҫи пулса совхозом Владимиров В.П., Усов Г.Н., Медяков В.П., Сержантов М.Н. ӗҫленӗ[3].

Халӑх йышӗ

1719 ҫулта Атайкасси ялӗнче 182 арҫын пурӑннине палӑртнӑ. 1795 ҫулхи кӑтарту — 42 кил, 189 арҫын, 178 хӗрарӑм; 1859 ҫулхи — 67 кил, 184 арҫын, 188 хӗрарӑм, 1897 ҫулхи — 508 ҫын. СССР вӑхӑтӗнче ирттернӗ 1926 ҫулхи пӗрремӗш ҫыравра 123 кил пулнине, 276 арҫын, 315 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1939 ҫулта 294 арҫын, 304 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1979 ҫулхи ҫырав Атайкассинче 270 арҫын, 311 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ, 1989 ҫулхи — 451 арҫын, 513 хӗрарӑм пурӑннине[2].

2002 ҫулта ялта хӗлӗн-ҫӑвӗн пурӑнакан халӑх йышӗ 1026 ҫынпа (чӑвашсем 94 %)[4], 2010 ҫулта 1151 ҫынпа[5] танлашнӑ.

Халӑх йышӗ
2002[6]2010[7]2012[8]2020[9]
1026115101081
250
500
750
1000
1250
1500
2002
2010
2012
2020

Паллӑ ҫыннисем

  • Беспалова Ирина Ивановна (1964 ҫ.ҫ.) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ;
  • Васильев Лазарь Захарович (1924—?) — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
  • Иванов Александр Петрович (1975 ҫ.ҫ.) — ҫар ӗҫӗсене хутшӑннӑскер.
  • Осипов Евгений Владимирович (1983—2005) — Чечняра пуҫ хунӑ аслӑ сержант.
  • Сорокина (Ростова) Регина Семеновна (1940—2004) — ял канашӗн председателӗ.

Культура

Ялта вӑтам шкул, «Мечта» ача пахчи пур. Атайкассинче 3 лавкка, Ozon тата Wildberries пункчӗсем пур[2].

Транспорт

Атайкасси ялӗ асфальт ҫулпа ҫыхӑннӑ. Чылай урама чулпа сарнӑ, хӑш-пӗр урамсенче асфальт та витнӗ.

Сӑнсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Энциклопедия Чебоксарского района : Большие Катраси (выр.). Энциклопедии Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 90. — 505 с.
  4. ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  5. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — Чувашстат, 2012. — 82 с.
  6. ^ http://www.perepis2002.ru/content.html?id=11&docid=10715289081460.
  7. ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm.
  8. ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
  9. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 90. — 505 с.
  • Миронов А.Н. Седой Ишакский край. Ч.1. - Цивильск, 2005.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем