Атайкасси вӑтам шкулӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Чӑваш Республикин Шупашкар муниципаллӑ округӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан «Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Атайкасси вӑтам шкулӗ» муниципаллӑ хысна учрежденийӗ
Атайкасси вӑтам шкулӗ ВК.jpg
Никӗсленӗ 1983
Директор Данилов Дмитрий Витальевич
Тӗс Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул
Адрес Атайкасси ялӗ, Ҫамрӑксен урамӗ, 1А ҫурт
Сайт bkatr-rcheb.edu21.cap.ru

Атайкасси вӑтам шкулӗШупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнче вырнаҫнӑ вӑтам шкул.

Шкул адресӗ: Шупашкар районӗ, Атайкасси ялӗ, Ҫамрӑксен урамӗ, 1А ҫурт.

Шкул директорӗ: Данилов Дмитрий Витальевич[1].

Атайкасси вӑтам шкулне 1983 ҫулта уҫнӑ. Унччен ялта пуҫламӑш шкул пулнӑ, вӑл пачах урӑх вырӑнта вырнаҫнӑ (унӑн йӗрне ялти Шкул урамӗ ятӗнче (авалхи ячӗ — Тойбат) сӑнама пулать)[2].

Пӗрремӗш директор — Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Асанова Антонина Васильевна. Вӑл тӑрӑшнипе шкулти педагогсен ушкӑнне йӗркелеме май килнӗ. Паянхи кунта ҫав ушкӑн самай ҫирӗп йӗр хӑварнӑ[3].

2008 ҫулхи раштав уйӑхӗнче шкулта музей уҫнӑ. Унта шкул директорӗсем ҫинчен, шкулта тӗрлӗ вӑхӑтра ӗҫленӗ вӗрентекенсен пирки, шкул тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен пӗлме пулать. Ҫавӑн пекех унта шкула медальпе пӗтернӗ ачасем ҫинчен информаци вырнаҫтарнӑ, шкултан вӗренсе тухнисен пӗрлехи сӑнӗсем пур[2].

Вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Атайкасси вӑтам шкулӗнче ҫак паллӑ ҫынсем пӗлӳ илнӗ[2]:

  • Смирнов А.К. — Шупашкар районӗн вӗренӳ управленийӗн начальникӗ;
  • Прокопьева Римма Поликарповна — «Самант» журнал пай редакторӗ, журналист;
  • Майков Евгений Александрович — чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ, Раҫҫей Федераци вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Президент грантне икӗ хут тивӗҫнӗскер;
  • Семёнов Владислав Львович — экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

Хальхи вӑхӑт

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шкулӑн сенсор пӳлӗмӗ, вулавӑш, спорт залӗ, 90 вырӑнлӑ столовӑй, медицина кабинечӗ, процедура тумалли кабинет пур[4]. Вӗренӳ процессне тивӗҫлӗ шайра йӗркелемешкӗн шкулӑн 15 мультимеди проектрӗ, 35 компьютер, 6 принтер, 1 интерактивлӑ хӑма пур[4].

Вулавӑшра 5968 штук вӗренӳ литератури, ытти кӗнекесен шучӗ — 8193[4].

Шкула тӗнче тетелӗпе ҫыхӑнтарнӑ, унӑн хӑйӗн сайчӗ пур.

Хальхи вӑхӑтра шкула ҫывӑхри ялсенчи ачасем вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене шкул автобусӗ турттарать.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ https://bkatr-rcheb.edu21.cap.ru/structure/administration/
  2. ^ Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 87. — 505 с.
  3. ^ 1, 2, 3 https://bkatr-rcheb.edu21.cap.ru/info/materialjno-tehnicheskoe-obespechenie-i-osnaschennostj-obrazovateljnogo-processa/
  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 87. — 505 с.