Сархурăн
| Герб | Ялав |
|---|---|
| Сархурăн Sarhurăn | |
| Патшалăх | Раҫҫей Федерацийӗ |
| Республика | Чăваш Республики |
| Район | Шупашкар районӗ |
| Ял тăрăхĕ | Ман Катраç ял тăрăхĕ |
| Лаптăк | км² |
| Халăх йышĕ | 110 (2006) |
| Йышлăхĕ | /км² |
| Телефон префиксĕ | +7 83240 |
| Почта индексĕ | 429520 |
| Геогр. широти | хх°хх′хх″ Ç/N |
| Геогр. долготи | хх°хх′хх″ Т/E |
| Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
| ОКАТО (код) | 97244816006 |
Сархурăн, Sarhurăn — Чăваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Ялта пиллĕк урампа (Çырмаен, Симĕс, Вăрман, Сад, Тĕп) пĕр (Çырма) тăкăрлăк. 69 кил çуртĕнче 187 çын тĕпленсе пурăнать. Район центăрне - Кукеç паççулкине çитмешкĕн 17 км. Яла асфальт витнĕ çул çитет.
Кун-çулĕ
ХIХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурриччен ялăн ячĕ Элментеркасси пулнă. 1866 çулта Элментеркассинче 50 çемье пурăннă.
1917 çулчен Хусан кĕпернин Чикмĕ уесĕн Мăнал вулăсне кĕнĕ. 1897 çулта Сархурăнта чиркӳн прихут шкулне уçнă (Мăналтан куçарнă).
Шкула ялти пуян çĕр ĕçченĕн çуртĕнче вырнаçтарнă, вĕрентӳ ĕçне йĕркелесе пыма шкул валли уесрен çулсерен 25 тенкĕ уйăрса тăнă. 1902 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче шкула Тимĕр Çырма ялне куçараççĕ.
1904 çулта Сархурăн ялĕнче пĕр комплектлă земски училищине уçнă. Училище валли ялти пуян хăйĕн хваттерне укçалла панă. Вĕрентӳç ĕç вырăнне Гурий Трофимов йышăннă, Турă саккунĕсене ачасене Мăнал пачăшки Арсений Петров вĕрентнĕ.
Паллă ентешсем
- Смирнов Юрий Петрович — историк, профессор.
- Поручиков Евстафий Иванович - çыравçă, журналист.
- Поручиков Николай Валерьевич - милици майорĕ
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |