Хыркасси (Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ)
Хыркасси, — Чăваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн центрӗ.
Ял тытӑмӗ
Ялти урамсем: Симӗс урам, Ҫамрӑксен урамӗ, Хӗвеллӗ урам, Шкул урамӗ, Кӗҫӗн Шемшер урамӗ, Туристсен урамӗ, Ресторан урамӗ, Проект урамӗ. Ялта ҫӗнӗ урамсем те пит нумай: Тулӑ урамӗ, Строительсен урамӗ, Спорт урамӗ, Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫул урамӗ, Хула талашӗн урамӗ, Заповедь урамӗ, Пыл урамӗ, Атӑл урамӗ, Сад карти урамӗ, Шупашкар тӑкӑрлӑкӗ, Ҫӑлкуҫ урамӗ.
Кун-çулĕ
1977 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче ял ҫумне Кӗҫӗн Шемшер ялне пӗрлештернӗ.
Халӑх йышӗ
| 2012[2] |
|---|
| 609 |
Культура
Ялта фельдшер пункчӗ, шкул, икӗ ял клубӗ, вулавӑш, спорт залӗ пур.
Экономика
Ял М7 «Атӑл» автомобиль ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ, ҫавна май кунта лавккасемпе ытти предприятисем нумай пур.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 426-427. — 505 с.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |