Вӑрман-Ҫӗктер вӑтам шкулӗ
Вӑрман-Ҫӗктер вӑтам шкулӗ — Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗнче вырнаҫнӑ вӑтам шкул.
Адресӗ: Шупашкар районӗ, Хыркасси сали, Ресторан урамӗ, 2-мӗш ҫурт[1].
Директорӗ: Рябинина Ирина Леонидовна[2].
Историйӗ
Шкула 1897 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче уҫнӑ[1][3]. Пӗрремӗш вӗрентекен Федотов Василия Федотович пулнӑ, шкул унӑн ҫурчӗн пер пайӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра 10–15 ача вӗреннӗ. Пӳлӗм пысӑках маррине пула уроксем икӗ сменӑпа иртнӗ. Парттӑсем ҫитменрен ачасем сак ҫинче ларса вӗреннӗ. Вӗренмелли кӗнекесем енчен те йывӑртарах пулнӑ[3].
1903 ҫулта ялти Христос Раштавӗн чиркӗвӗ ҫумӗнче ятарлӑ шкул ҫуртне туса лартсан лару-тӑру ҫӑмӑлланнӑ[3].
«Общие сведения о школах Казанской губернии» хутра палӑртнӑ тӑрӑх шкулта арҫын ачасем те хӗрачасем те вӗреннӗ. Вӗсене тӗп предметсене кӑна вӗрентнӗ, нимӗнле ӑсталӑха та вӗрентмен. 1903 ҫулта ҫӗнӗ ҫурт тунӑ хыҫҫӑн ачасене вӗренме илес тӗлӗшпе хирӗҫлени урӑх пулман[3].
Хыркасси ялӗнчи шкулта Хыркасси, Вӑрманкас, Криккакасси, Кайри Ункӑпуҫ ялти ачасем вӗреннӗ[3].
1931 ҫулта ялти чиркӳне хупнӑ хыҫҫӑн унӑн ҫурчӗпе шкул усӑ курма пуҫланӑ. 1932 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче чиркӳ ҫуртӗнче колхоз ҫамрӑкӗсен шкулне уҫнӑ.
1935 ҫулта шкул ҫичӗ вӗренмелли шкул пулса тӑнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче шкултан ҫапӑҫу хирне тухса кайнӑ Х.С. Степанов, М.И. Кудрявцев, А.А. Анисимов, А.Г.Новиков, К.А. Остроумов вӗрентекенсем пуҫ хунӑ.
Вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсем
1903 ҫулта шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне тухнӑ хыҫҫӑн ҫак паллӑ ҫынсем унтан вӗренсе тухнӑ[3]:
- Соминов Антон Лазаревич — «Парижская Коммуна» колхоз агрономӗ, 1907 ҫулта шкултан Мухтав хучӗпе вӗренсе тухнӑ;
- Семенов Даниил Изосимович — Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе Граждан вӑрҫине хутшӑннӑскер;
- Ерманов Василий Александрович — Ишлейри земство пульницин фельдшерӗ;
- Ерманов Анисим Александрович — «Парижская Коммуна» колхоз председателӗ;
- Созонов Федот Тихонович — ВКП(б) Ишлей райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ.
Паллӑ вӗрентекенсем
Шкулта вӗрентнӗ паллӑ вӗрентекенсем[3]:
- Вязова Лидия Ананьевна (1939 ҫ.ҫ.) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, шкулта 38 ҫул ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
- Митенкина Людмила Михайловна — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, шкулта 34 ҫул ачасене хими предметне вӗрентнӗ.
Хальхи вӑхӑт
Шкул икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртра вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче шкулӑн ҫивиттине улӑштарнӑ — маларах ӑна шиферпа витнӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех пластик чӳречесем лартнӑ, ҫурта илем кӗртнӗ.
Шкулта 50 вырӑнлӑ столовӑй пур, 2012 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче йышӑннӑ «Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗренӳ ҫинчен» 273-ФЗ федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн ачасене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Шкул ачисене «Атлашевская» агрофирма» ТМЯП апатлантарать[4].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герасимова Л.В. Школа на Волге: (Вурман-Сюктерская средняя общеобразовательная школа Чебоксарского района Чувашской Республики в 1897-2005 гг.) /Л.В. Герасимова. - Чебоксары: [б.и.], 2005. — 116 с.: ил.
Каҫӑсем
- Шкулӑн официаллӑ сайчӗ (выр.)